ЯЛСЕНЧЕ мăйне ал шăлли çакнă каччăсем çÿренине, вĕсен шухăшлă юррине илтме пулать. Хăш-пĕр ялта пулас салтаксене хисеплесе культура çурчĕсенче ăсату каçĕсем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Первомайскинчи клубра çак ялта çуралса ÿснĕ Кирилл Протасова культура ĕçченĕсем, тăванĕсем, ял-йыш сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма пилленĕ. Арсентий Иванов ял старости çамрăка çарта малтисен ретĕнче пулма, çĕршыва тивĕçлĕ сыхлама суннă.
Шел пулин те, çĕршыва хÿтĕлеме каякансем валли хăш-пĕр территори пайĕсенче çеç ăсату каçĕсем ирттереççĕ. Ыттисенче те ырă тĕслĕхе шута илсе сумлă мероприятие йĕркелесен аван.
Ноябрь 2026 |
