Мĕн тери хитре чăваш тĕрри

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:43 Просмотров: 7

Республикăра 2020 çултанпа çулленех ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне палăртаççĕ. Шăпах çак кун 1914 çулта чăваш тĕррине упраса хăварассишĕн, тăван халăхăмăрăн авалхи эрешĕсене аталантарассишĕн тăрăшнă Екатерина Ефремова ÿнер-

çĕ çуралнă.

Уява Туçари вăтам шкулта та пĕр йĕрсĕр ирттерместпĕр. «Шкула - тĕрĕпе» акци йĕркелетпĕр. Акцие хутшăнма çăмăл - пĕлÿ çуртне чăваш тĕрриллĕ тумпа килеççĕ.

Чăваш тĕрри кунне кĕтсе илнĕ май вăтам шкул библиотекинче тăрăшакан Г. Салеева «Алăпа тĕрленĕ тĕлĕнтермĕш» кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. 9 класра вĕренекенсем хаваспах вулавăша çитсе куравпа паллашрĕç. Н.Яковлева ?сăн ÿкерчĕкре% ял библиотекарĕ вĕсемпе «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» ятпа мастер-класс ирттерчĕ. Çамрăк ăру тĕрлесси çăмăл маррине, анчах ĕçĕ кăмăла уçнине, хитрелĕхĕпе куçа савăнтарнине курчĕ.

Луиза ИЛЬИНА, вĕрентекен.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика