«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн конференцийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:19 Просмотров: 11

Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн 39-мĕш конференцийĕ иртнĕ.

Цитата

Олег НИКОЛАЕВ,

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

«2025 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакан, физкультурӑпа туслисен йышӗ 705 пине ҫитнӗ, вӗсемшӗн спорт пурнӑҫ йӗрки пулса тӑнӑĕ Ку пилӗк ҫул каяллахинчен 12 процент нумайрахĕ Тренировкӑсем ирттерме йӗркеленӗ майсен хӑтлӑлӑхне ҫавнашкал ҫынсен 68 ытла проценчӗ палӑртать. Çавна пула республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче иккӗмӗш вырӑна йышӑнать»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çыруран.

Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдиновпа пĕрле делегатсем те хутшăннă.

Делегатсем партин Чăваш Енри уйрăмĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, партин 24-мĕш съезчĕн делегачĕсене суйланă, уйрăмăн ертсе пыракан органĕсен членĕсене палăртнă. Пĕр саслăн пулса «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарьне тепĕр хут Сергей Артамонова суйланă. Политканаш президиумне тата тĕрĕслев комиссине вăрттăн сасăлав мелĕпе суйланă. Регионти политика канашне уçă сасăлавпа партин 46 представителĕ кĕнĕ.

Раштавăн 5-мĕшĕнче Мускавра иртекен партин XXIV съездне Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Роман Алексеев, Николай Малов, Николай Николаев, Юрий Попов, Правительство Председателĕн çумĕ Алексей Ладыков кайĕç. Çавăн пекех унта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хутшăнĕ.

Сергей Артамонов конференци хыççăн партин регионти членĕсемпе тĕл пулнă, общество ĕçĕнче палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысланă. Патăрьел муниципалитет округĕ «Хăрушлăхсăр çулсем» парти проекчĕпе иртнĕ «Чи лайăх муниципалитет руководителĕ» республика конкурсĕн итогĕпе виççĕмĕш степеньлĕ диплома, суйлав кампанине ăнăçлă ирттерсе янăшăн ЦИК Руководителĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика