Ăсатма тухсан хапха умне такăр çул пиллет ачисене

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:43 Просмотров: 7

Мĕн чухлĕ çирĕп кăмăл унăн ырă сăн-питĕнче, пиçĕхнĕ кĕлеткинче, çут тĕнче ăшпиллĕ çивĕч куçĕнче, чăваш тăрăшуллăхĕ хурама тымарĕ пек хытса кушăрханă аллинче! Саккăрмĕш теçеткене ваклама хатĕрленет пулин те Нина Алексеевна Куракова тăпăл-тăпăлах çÿрет-ха, уçă сасăпа çемçен калаçать, тĕллевлĕн куна кунлать. Çамрăк çын тейĕн. Чунĕ çамрăк, анчах çулĕсене шутласан – ватăлать ĕнтĕ.

Пурте пур унра – ĕçченлĕхĕ те, чăтăмлăхĕ те, тараватлăхĕ те. Ĕнтĕ тĕнчен хура-шурĕ те пайтах тиеннĕ Нина аппа хулпуççийĕ çине. Ир тăракан кайăк выçă вилмен. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче хĕвелтен малтан тăнă, кая юлса выртнă, шăпчăк ыйхи евĕр кăна тĕлĕрсе илнĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн, сум çумне сум хушса пурнăçне йĕркелесе пынă. Çын ретлех çурт-хуралтине çавăрнă, ырлăх-пурлăхне пуçтарса хăтлăх кÿртнĕ. 3 ывăлĕпе 2 хĕрне те типтерлĕхе хăнăхтарнă, çуккине – тупма, пуррине упрама вĕрентнĕ. Ывăлĕсене пил парса салтака ăсатса кĕтсе илнĕ, пурне те çемье çавăрма пулăшнă. Туй-çăнăхтине туса ирттернĕ. Пурте паянхи кун хăйсен телейĕсене тупнă, çемйисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ, кашни кун ĕçе васкаççĕ. Станислав, Алексей, Галина чылай çул полици ĕçĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă, урăх вырăна ĕçлеме куçнă.  Надежда хĕрĕ 30 çул ытла сывлăх хуралĕнче вăй хурать,  Владимир ывăлĕ кашни кун çул çинче, пысăк тиевлĕ машинапа инçе тăрăхсене тавар турттарать.

    Нина аппа çамрăклах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ, çурлапа тырă вырнă, уттине, вутти-шанкине хатĕрленĕ, фермăра, шкулта ĕçленĕ. Çу каçиччен гектарĕ-гектарĕпе пай илсе чĕкĕнтĕр, улма анисене çум курăкран тасатнă, килте йышлă выльăх усранă.

Шел, мăшăрĕ, Виталий Петрович, паянхи кун пирĕнпе мар, 8 çул каялла йывăр чире пула çывăх çыннисенчен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ырăпа аса илет мăшăрне, нихăçан та çур сăмахпа та кÿрентерсе курман. Чылай ватă ялсенче пĕччен кун кунлать. Анчах та Нина аппа патне ачисем черетленсе килсех тăраççĕ, тунсăхлама памаççĕ. Хушăран хулана хăйсем патне илсе каяççĕ.

Кинĕсемпе те кĕрÿшĕпе те кăмăллă, пĕрне те хурламасть, уйрăммăн палăртсах мухтамасть ват çын. «Пĕрре курнипех çын кăмăлне пĕлеймĕн. Чун тени тÿрех уçăлмасть вĕт, чылай вăхăт пĕрле пурăнсан çеç вăл мĕнлине ăнланатăн», – ăнлантарать Нина аппа. Çапла хакланине итлеме чăннипех те кăмăллă, тата та тăрăшуллăрах пулас килет малашне.

Пурнăçа ÿпкелемест, хăйĕн шăпипе кăмăллă Нина аппа. «Маншăн чи хакли – ачасем Турă пÿрнине, пĕр-пĕрне тупни, юратни, паянхи кун пĕрле юнашар пулни, хăйсен юратнă ĕçĕсенче тăрăшни, ачасем çитĕнтерни, йăх тăсăлни. „Ыттисене усал тумасăр, пысăк йăнăшсемсĕр пурăнса ирттерме пурне те вăрăм ĕмĕр сунатăп“, – ырă сунать куллен вăл. Кашни типпе уять, чиркĕве çÿрет, ирĕн-каçăн кĕлĕ вулать.

 Çич енчен çич çулпа çитме васкаççĕ паян Чăваш Ишек ялне чи çывăх тăванĕсем. Анне кунне уявлама, саламлама пурте тĕп киле тулли кĕрекене пуçтарăнаççĕ Кураковсем. Хуранта шÿрпе йăсланать, хур-кăвакалĕ, шăрттанĕ тутлă шăршă кăларса сăмсана кăтăклать, хуплу та тахçанах кăмакаран тухнă. Кукамай, асанне тесе чĕвĕл чĕкеçсем пек чупса кĕрĕç те мăнуксем хаваслă уяв пуçланĕ. 6 мăнук паянхи кун Нина Алексеевнăна йăпатаççĕ, илемлĕхĕпе савăнтараççĕ, вĕсемех татах та нумай пурăнма вăй-хал парса тăраççĕ. Куç тулли савăнăç! Çакă мар-и-ха вăл телей!

  Светлана Кулакова.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика