Сербизиган аппа 100 çулта, кăмăлĕпе вара çамрăк-ха..

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:20 Просмотров: 11

Паянхи куна Шăнкăртамра пĕр ĕмĕр чиккинчен каçнă хисеплĕ виçĕ ватă пурăнать. Вĕсенчен пĕри - ноябрĕн 23-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тунă Сербизиган Ямалетдиновна Сафиянова.

Ватă çынна вăхăт пусать теççĕ ватттисем. Ак эпи вунă теçетке çулталăка хыçа хăварнă пулин те, кăмăлĕпе, хăйне тыткаланипе самай çамрăк курăнать. Çулне кура кинемейĕн хăлхи те мăкалнă, куçĕ те шывакланнă, çÿçне те тахçанах «пас» тытнă, шăмми-шакки те итлесшĕнех мар... Çăварĕнче те темиçе çул каяллах пĕр шăл юлми ÿксе пĕтнĕ. Çапах та вăл пуçа усманни тĕлĕнтерчĕ: çемьере ачисемпе, мăнукĕсемпе, кÿршĕ-аршăпа унчченхи пекех йăл кулса, ăшă кăмăлпа хутшăнать. Кашни шухăш хыççăн хăйне пăхакан кĕçĕн кинне - Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта физкультура учителĕнче тăрăшакан Гульнара Рифкатовнăна, унăн çамйине ăшă сăмахсем калать. Ват çыннăн пилĕ вара çамрăксем патне пин пулса çиттĕрех.

Сумлă юбилейçĕн кун-çулĕ çăмăл та, ансат та пулманнине унпа тĕл пуличченех тĕшмĕртрĕм. Ун пек çынсен биографийĕ те пуян, каласа памалли те пайтах...100 çула хыçа хăварнă Сербизиган аппан та хурапа шурра самай чăтса ирттерме тивнĕ. 15-16 çулсенчех хĕрача Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă. Шартлама сивĕ çанталăкра тарличчен ĕçленине, тепĕр чухне алă-ури нимĕн туйми шăнса хытнине, выçă хырăма пĕчĕк татăк çăкăрпа е типĕ яшка шÿрпипе улталанине, ĕç вăхăтĕнче пурăнмалли çăмăл мар условипех çырлахса аслисемпе тан 16-17 сехет шăн пăра такканине хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ çынна каласа паман-ши/ Ун пирки паян мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем лайăх пĕлеççĕ. Ĕç ветеранĕн, тыл хастарĕн Аслă вăрçă вăхăтĕнчи йывăр тапхăрта ырми-канми тăрăшнине кăтартакан кăкăр çинчи медальсенчен пĕри шăпах çакнах çирĕплетет. Вăл - Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине туни 80 çул çитнине халалланă награда.

Сербизиган Ямалетдиновна ĕç стажне «Звезда» колхозран пуçланă. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскер, ашшĕ-амăшĕ вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулнă. Каярахпа ăна звеньевой пулма шаннă. Ĕç ветеранĕ çул хыççăн çула хыçа хăварса 41 çул тăрăшнă тăван хуçалăхра. Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче ĕç кунĕсем тума çăмăлах та пулман. Сербизиган аппана вара пурнăçри йывăрлăхсем нихçан та хăратман. Вăл яланах ырă шухăш-тĕллевпе малалла талпăннă.

1948 çулта ял каччипе çемье çавăрнă. Ывăл çуралнă хыççăн мăшăрне салтака кайма ят тухнă. Çав вăхăтра вăл пĕчĕк пепкипе тăван килне таврăнать те, Миназим ывăлĕпе ?йывăр тăпри çăмăл пултăр% çавăнтах тĕпленет, пурăнсах каять. Икĕ çыннăн - икĕ шăпа. Мăшăрĕ те каярахпа урăх çемье çавăрать. Сербизиган аппан хăйĕн пурнăçĕ пулса каять. Çурт-йĕрне çĕнетет, ывăлне çитĕнтерсе çемьелентерет, кин кĕртет... Сăмах май каласан, паян ак эпи аслă кинĕпе тата унăн кĕçĕн ывăлĕн - Альбертăн - çемйипе шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнать. Сафияновсен хăтлă çурт-йĕрне тăватă ăру илем кÿрет: 100 çулхи Сербизиган аппа, ывăлĕн çемйи - Джамиля аслă кинĕ, унăн Альберт кĕçĕн ывăлĕпе Гульнара кĕçĕн кинĕ тата вĕсен 24 çулхи ывăлĕпе 15ри хĕрĕ. Иккĕмĕш ĕмĕр каçалăкне ура ярса пуснă хисеплĕ эпийка кашни кун ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен ытамĕнче савăнать, паянхи хăтлă пурнăçпа киленсе пурăнать.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика