Проект тухăçлăхĕ куçкĕрет

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:20 Просмотров: 10

Черетлĕ çулталăк вĕçленсе пынă май, хăш пĕр кăтартăва пĕтĕмлетме те пулать. 2026-мĕш çулта Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республикинчи «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа тума палăртнă 74 проекта та ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕ.

Унпа килĕшÿллĕн кăçал территори пайĕсенчи ялсенче çулсем тирпейленчĕç, ача-пăча лапамĕсем, машинăсене лартмалли ятарлă вырăнсем хута кайрĕç, палăксем çĕнелчĕç тата ытти те. 2027 çулта та муниципалитет округĕ республика программипе тухăçлă ĕçлеме, ялсенче 68 проектпа тĕрлĕрен объекта пурнăçа кĕртме, ялсене хăтлăлатма палăртнă.

Сăмах май каласан, çитес çул республика программипе хутшăнма заявка панă хастар округсен йышне Патăрьелсем те кĕнĕ. Ку тĕлĕшпе Шупашкар округĕ пĕрремĕш вырăнта, Юхмапа Пăла тăрăх вара иккĕмĕш вырăнта.

Çакна та палăртса хăвармалла. «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа çулсеренех вырăнсенче анлă сарăлса пырать. Унăн тухăçлăхĕ, çивĕчлĕхĕ куçкĕрет. 2017 - 2026-мĕш çулсенче республикăра 9273 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çитес çул хута яма палăртнă 968 заявкăна шута илсен, халăх пуçарăвĕпе тăвакан проектсен шучĕ 10 пинрен те иртсе каять.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика