ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче хальхи вăхăтра чăх-чĕппе тĕрлĕ йышши хур-кăвакал килĕрен тенĕ пекех тытаççĕ-ха. Юлашки çулсенче килти хушма хуçалăхра кăркка усракансем те йышланчĕç. Халĕ, акă Сăкăтри пĕр çемье Самар облаçĕнчен ăратлă виçĕ страус кỹрсе килнине илтрĕмĕр. Вĕсем вăрăм мăйлă экзотика кайăкне малалла ĕрчетсе çынсене килентерме те, аш-какай валли усă курма та пултараççĕ. Хăйсен кăмăлĕ, ĕмĕчĕ темелле. Сăмах май каласан, 150 килограма çити ỹсме пултаракан страусăн аш-какайĕ çын организмĕшĕн çав тери усăллă тесе çирĕплетеççĕ специалистсем. Унăн тытăмĕнче белок, цинк, тимĕр, В ушкăнри витаминсем тата ытти те нумай. Çĕр çинче питĕ хăвăрт çỹрекен вĕçмен кайăка пирĕн тăрăхра та усрама йывăр мар пек туйăнать. Хăйне евĕр кайăкпа туслашма, çывăхланма çеç пĕлмелле.
Апрель 2025 |