Патăрьелĕнчи кинозал республикăра чи кăтартулли

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 17:29 Просмотров: 323

ЮЛАШКИ çулсенче ытти отрасльпе пĕрлех округри культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатас, вĕсене хăтлăлатас тĕллевпе те сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Çакă чăн малтанах çынсене кирлĕ пек канма, çăмăллăхсемпе усă курма май парать. Акă, сăмахран иртнĕ çул Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинчи кинозал çынсене билетсем сутас тĕлĕшпе (1017670 тенкĕлĕх) республикăри муниципалитетсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çĕнĕ киносене курса пахалама ачасем те, çамрăксем те хаваспах çỹреççĕ.

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика