Шыв-шур хăрушсăрлăхĕ, çул-йĕр строительствипе хăтлăх, çĕр законодательствинчи улшăнусем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:28 Просмотров: 209

Мартăн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учрежденисен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.

Информаци кунĕн тĕп темисем: юлашки пилĕк çулта çул-йĕр строительствипе тата обществăлла территорисене хăтлăх кĕртессипе пурнăçланă ĕçсем; 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен çĕр законодательствине çĕр надзорĕ тĕлĕшĕнчен вăя кĕнĕ çĕнĕ улшăнусем; çурхи шыв-шур тапхăрĕнче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.

Кăçалхи хĕл юрпа пуян пулманран урамсемпе хирсенче вăл хăвăрт ирĕлсе пĕтрĕ. Çапах та вăрманти юр тапранманни, çанталăк тата улшăнма пултарни пире паян лăпланса ларма ыйтмасть. Хальхи вăхăтра уйрăмах шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, кирлĕ пулсан пулăшу парасси - кашни территори пайĕн тĕп тĕллевĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин тĕпрен илсен çак ыйтусене çивĕчлетрĕ, вырăнсенче хăрушлăха сирес тĕллевпе пурнăçланă ĕçсемпе, ку тĕлĕшпе халăхпа ăнлантару ĕçĕсем йĕркеленипе, памяткăсем валеçнипе тата ыттипе те паллаштарчĕ.

- Муниципалитет округĕнче шутра тăракан гидротехника сооруженийĕсене вăхăтра тата кирлĕ пек пăхса тăмалла. Пушар тухас хăрушлăхăн пысăк тапхăрĕ çывхарса пынă май, вăрмансене вут-кăвар инкекĕсенчен сыхланас тĕлĕшпе пурнăçламалли мероприятисене те манса каймалла мар,- терĕ ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.

Муниципалитет округĕнчи пахалахлă çул тата вĕсене ăнăçлă тытса тăрасси чăн малтанах халăх пурнăçне хăтлăлатассипе çыхăннă. Юлашки пилĕк çулта ку тĕлĕшпе пирĕн тăрăхра сахал мар ĕç пурнăçланă: 11 çухрăм автомобиль çулне сарнă, 63 çухрăмĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 47 çухрăм тротуар тунă, патшалăх çурчĕсенчи 6 картиш территорине хăтлăх кỹнĕ тата ытти те.

2020-2025 çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче ялсене хăтлăх кĕртессипе те сахал мар ĕç тунă. "Ку чухнехи хула хăтлăхĕ" программăпа обществăлла вырăнсене çĕнетсе хăтлăлатс тĕллевпе 8 проекта (34,9 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ. Пуçару бюджечĕн программипе пилĕк ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетнĕ, территорисене тирпейленĕ. Ку ĕç малалла та пырать.

Çул-йĕр пахалăхĕ - ял, округ тĕкĕрĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата çул-йĕр хуçалăхĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов ку тĕлĕшпе малашне те умра тăракан тĕллевсем пĕчĕк пулманнине палăртрĕ. 2025-2027 çулсенче округра çул-йĕр хуçалăхне аталантарма 237,27 миллион тенкĕ (вăл шутра 2025 çулта 76,6 миллион тенкĕ) каймалла. Унсăр пуçне кăçал çак тĕллевпе 23 пуçару проектне пурнăçа кĕртмелле.

Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен çĕр участокĕсене усă курас тĕллевпе çĕнĕ правилăсем вăя кĕчĕç. Малашне çĕр хуçисем ăна темиçе çул усă курмасăр япăхтарса пурăнаймĕç. Ку тĕлĕшпе халĕ саккун çирĕп. Харпăрлăх хуçисен законодательствăна пăхăнмах тивĕ. Кун пирки округ администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пай начальникĕ Юлия Селиванова паллаштарчĕ.

Информаци кунĕн иккĕмĕш пайĕ Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче культура, вулавăш ĕçченĕсемпе малалла тăсăлчĕ. Культура ĕçченĕсем професси уявĕ умĕн хăйсен ĕçне пĕтĕмлетрĕç, тивĕçлисене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе чысларĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика