Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитрĕ, çавна май пирĕн Григорий Бородовпа паллаштарас килет. Григорий Кириллович 1912 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Патăрьелĕнче çуралнă. Вăрçă пуçлансанах, 1941 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче, ăна повестка панă. Вăл стрелоксен 86-мĕш дивизийĕн 169-мĕш полкĕн виççĕмĕш ротин командирĕ, Ленинград фронтĕнче стрелоксен 43-мĕш дивизийĕн 141 полкĕнче пулнă.
Мăн асатте 1943 çулхи январьте Ленинграда хỹтĕленĕ çĕрте палăрнă. Григорий Кириллович Нева юхан шывĕн хĕррине çирĕпленнĕ тăшмансене хăваласа янă çĕрте куçăмпа тивĕçтернĕ. Хăйĕн взводне атакăна çĕклесе фашистсен траншейине сикнĕ, ун хыççăн рота та тăрса юлман. Хĕрỹ çапăçура икĕ пулемета тĕп тунă. Йывăр аманнă. Госпитальтен тухнă хыççăн тепĕр хут строя тăнă.
1944 çулхи сентябрьте тăшмансене тапăннă вăхăтра лару-тăру çăмăл мар иккенне пăхмасăр çыхăну офицерĕ полк штабне хыпарсемпе приказсене вăхăтра çитернĕ. Пуç çийĕн пульăсем вĕçсен те подразделенисенчен кирлĕ информацисене пухнă. Паттăрла ĕçĕсемшĕн ăна икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăлама тăратнă. Çавăн пекех вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденне, "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн" тата "1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ.
Вăрçăран таврăнсан çар комиссариатĕнче офицерсене шута илессипе тăрăшнă. Каярах колхоз председателĕнче, ял Совет секретарĕнче, бухгалтерта, ревизи комиссийĕн председателĕнче, уй-хир бригадин бригадирĕнче, комбайнерта вăй хунă. Ленинградри пĕр шкулта Хисеплĕ пионер пулнă.
Григорий Бородов мĕн чĕри тапма чарăничченех (1990 çулта вилнĕ) ĕçсĕр пĕр кун та тăман. Вăл пуриншĕн те тĕслĕх пулнă.
Никита тата Матвей ЛАНКЕВИЧСЕМ
Июнь 2025 |