Ăсталăх ĕçре туптанать

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 22:02 Просмотров: 124

Шкул саккинченех эпĕ вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Кĕçĕн классене пĕлỹ паракан анне çине ăмсанса пăхаттăм. Мана вăлах вулама, çырма вĕрентнĕ. Каярахпа акăлчан чĕлхине вĕрентекен тĕслĕхреччĕ.

Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Шкул хыççăн Ульяновск хулинчи педагогика колледжĕнче вĕрентĕм. Унтан ялти пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденинче ĕçе кỹлĕнтĕм. Пĕрлех професси пĕлĕвне ỹстерес тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕтĕм.

Килĕшекен профессипе ĕçленĕрен хама телейлĕ тесе шутлатăп. Шкула куллен утни мĕне тăрать: ачасен хаваслă сасси, урок ирттересси, вĕсене тĕрĕс йышăну тума вĕрентесси... Шкул маншăн - иккĕмĕш кил.

Хамăн пĕлĕве ỹстерсе пыма тăрăшатăп. Пĕрремĕш выпуск кăларнă хыççăн вĕсемпе пĕрлех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне магистратурăна вĕренме кĕтĕм. 2022 çулта хĕрлĕ диплом алла илтĕм.

Тăрăшни сая каймасть. "Чи лайăх класс ертỹçи-2015" конкурс лауреачĕ пултăм. Ачасене Тăван çĕршывăн патриочĕсем пулса ỹсме пулăшатăп. "Манăн чи лайăх урок" професси тупăшăвне хутшăнни те (2025, 2017) пĕр йĕрсĕр юлмарĕ. Финалта çĕнтерсе Мускав хулине çитрĕм. "Педагогика дебючĕ", "Чăваш Енри чи лайăх учитель-2017", "Çамрăк лидерсен команди-2017" конкурссем те асра. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн мал ĕмĕтлĕ çамрăксене паракан стипендине илме тивĕçни те чыс. 2019 çулта Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ министерствин грамотипе наградăларĕç.

 Виçĕ çул Патăрьел район администрацийĕ çумĕнчи çамрăксен ушкăнне ертсе пытăм.

Вĕрентекенĕн яланах малта пулмалла. Унăн ачасене пĕлỹ тĕнчине илсе кĕмелле. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва иртнине хисеплеме, малашлăха ĕмĕтпе пăхма хăнăхтармалла. Педагогăн психолог та, юлташ та пулмалла. Ачасене юратмалла унăн, вĕсен шанăçне кĕмелле. Вĕсен вĕренес туртăмĕ ăна предмет патне интерес çураттарнинчен нумай килет. Уроксене кăсăклă ирттерни, пĕрешкел йĕркелеменни, çĕнĕлĕхсем кĕртни ĕçре нумай пулăшать. Вĕсен вĕренес кăмăлĕ çĕкленсе тăтăр. Ун пек чухне çитĕнỹ патне çитме пулатех. Ачасем хăйсем те конкурссене, олимпиадăсене явăçаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Шкултан вĕренсе тухакансенчен педагог пулас ĕмĕтлисем ỹссе пыни савăнтарать те. Çамрăк специалистсем кайран тăван шкула таврăнни кăмăллă.

Ĕçлеме тивĕçлĕ условисем пурри савăнтарать. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнĕ май муниципалитет округĕнче темиçе хутчен те "Ют чĕлхене вĕрентекен чи лайăх кабинет" конкурс çĕнтерỹçи пултăм.

Малашлăхра та эпĕ хама вĕрентекен вырăнĕнче çеç куратăп. Чĕлхене пĕлни кирек кама та, кирек хăçан та кирлĕ. Çакна пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсем тĕрĕс ăнланаççĕ.

Никамăн та пĕр вырăнта тăмалла мар халĕ. Вĕрентекенĕн пушшех те. Пирĕн пурте алă айĕнче. Интернетпа усă курма çеç ан ỹркен. Муниципалитет округĕ шайĕнче чĕлхепе ирттерекен пĕр конкурс-фестивале те хутшăнмасăр юлмастăп. Манăн та ыттисенчен вĕренмелли пурах, ĕçтешсен те пирĕнтен лайăххине усă курмалли тупăнать. Пĕрлехи вăйпа "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртсе пыни çимĕçĕпе савăнтаратех.

Чулпан ИШМУРАТОВА, Шăнкăртамри Э.Феизов ячĕллĕ вăтам шкул вĕрентекенĕ

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика