2025 çулхи январь уйăхĕнчен çĕршывра 19 Наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсем çынсен пурнăçне лайăхлатма тата экономикăна тĕреклетме тивĕçлĕ.
"Çемье" наци проекчĕ. Ачаллă 5 миллиона яхăн Раççей çынни кашни уйăхрах пособи илсе тăма пуçланă. Иртнĕ çулсене шута илсен, çĕршывра халĕ ачаллă 10 миллион ытла çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курать.
"Вăрăм та хастар пурнăç" наци проекчĕ. 900 пин пациента тỹлевсĕр эмелпе тивĕçтернĕ. Сывлăх учрежденийĕсем валли 1 пин ытла транспорт хатĕрĕ туяннă.
"Пурнăç инфратытăмĕ" наци проекчĕ. Раççейри 16 пин çемье патшалăх программипе авариллĕ çурт-йĕртен çĕнĕ те хăтлă пурăнмалли вырăна куçнă.
Март 2026 |
