Çĕнĕ социаллă проектсене - пурнăçа

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 17:10 Просмотров: 137

Июлĕн 16-мĕшĕнче пирĕн муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Хомченко, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем, округри предприяти-учреждени ертỹçисем хутшăнчĕç.

Кун йĕркипе муниципалитет округĕн социаллă-экономика аталанăвĕн пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсене турĕç тата 2025 çулхи çур çул бюджетне мĕнле пурнăçа кĕртни çинче чарăнса тăчĕç.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн çĕнĕ социаллă проекчĕсене - "Халăх бюджечĕ - Ниме", "Сывлăх патне утăм", "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем", "Мирлĕ пурнăçа утăм", "Республика Пуçлăхĕн тимлĕхĕнче" - мĕнле пурнăçа кĕртнипе паллашрĕç.

Кун йĕркипе çыхăннă ыйтусемпе яваплисем - муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин тирпей- илем тата территори аталану управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова, тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, администрацин экономика, ял-хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Воробьев, культура, туризм, информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Полина Логунова, халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр ертỹçи Николай Ялуков - тухса каларĕç.

 Юлашкинчен граждансене харпăх-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика