Муниципалитет округĕнчи Ульяновка ялĕнче "Пăла юхан шывĕн çăлкуçĕсем" II экофестиваль иртрĕ. Мероприяти йăлана кĕрсе пырать. Экологи проблемисем патне тимлĕх уйăрмаллине систерет çакă. Пăла юхан шывне тасатса тирпейлес енĕпе нумай вăхăтлăх программа вăл.
Фестивале хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков саламларĕç. Мероприятие çавăн пекех Алексей Кокелĕн 18-мĕш Раççей-Беларусь пленэр-симпозиумне хутшăнакансем те явăçрĕç.
Пăла юхан шывне вараласран сыхланмалли çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - Патăрьелĕнчи тасатакан сооруженисене реконструкцилесси.Тасатакан сооруженисене реконстурцилени Кепе юхан шыв пахалăхне самаях лайăхлатма май парать. Çакă вара Пăла юхан шывĕн экосистемине те ырă енне витĕм кỹмеллех.
Ишлĕ ялĕнчи Пăлапуç Пашьел вăтам шкул базинче çавра сĕтел хушшинче калаçу иртрĕ. Унта çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Вырăс географи пĕрлешĕвĕн чăваш регионти уйрăмĕн, Раççей экологи пĕрлешĕвĕн Ульяновск регионти уйрăмĕн, вырăнти экологсен, педагогсен тата общество представителĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Енри пĕчĕк юхан шывсене сыхласа упрамалли актуаллă ыйтăва сỹтсе яврĕç, ку енĕпе малашне ĕçлемелли сĕнỹсем пачĕç.
Пăла юхан шывĕн ытарайми çыранĕсемпе квадрациклсемпе экскурсире пулчĕç "Пăла пуçламăшĕ" экологи сукмакĕпе киленсе утрĕç. Наци апат-çимĕçне тутанчĕç.
Пăла юхан шывĕ 127 çухрăма тăсăлать. Вăл шутра Чăваш Енре юхакан çулĕ 92 çухрăм "Пăла юхан шывĕ - чĕрĕ истори, культура эткерлĕхне тата ăрусен пурнăçне çутатать... Унăн çыранĕсем иртнине аса илтереççĕ. Унчченрех вăл туллин юхнă. Паян вара пулăшу кĕтет", - терĕ Рудольф Селиванов муниципалитет округĕшĕн çакнашкал мероприяти пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса.
ШУХĂШ
Василий Петров, Тăрăн ялĕ:
Пăла юхан шывне, çăлкуçĕсене, çыранĕсене тасатса тирпейлес шут тытни вырăнлă та, вăхăтлă та. Ĕлĕкрех унта ватти-вĕтти шыва кĕрсе савăннă. Хальхи евĕр çыранĕсене çỹп-çап айне туман. Çурхи шыв хыççăн мĕн чухлĕ тасамарлăх айккинелле тухса юлать. Пылак шывсенчен пушаннă пластик савăтсем çĕрмеççĕ. Экологи проблемисене тивĕçлипе татса парассине ушкăнпа кар тăрса тумалла.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2026 |
