Чăваш чĕлхипе литератури эрни Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче кăсăклă та усăллă иртет. Хальхинче 5-8 класс ачисем хушшинче «Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет» тавçăруллисен конкурсĕ иртрĕ. Уроксем хыççăн чăваш чĕлхипе литератури пÿлĕмне 5-мĕш класăн «Хĕвел пайăркисем», 6-мĕшсен «Чăваш пикисем», 7-мĕш класăн «Чĕвĕлти чĕкеçсем» , 8-мĕшсен «Чăваш ачисем» ушкăнĕсемпе сумлă тÿресем, хăйсен класĕнчи ăмăртуçăсемшĕн хыпса çунакансем пуçтарăнчĕç. Тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Çавах та пултаруллă ачасем хăйсем тăван чĕлхепе литературăна, тăван ен культурипе историне аван пĕлнине çирĕплетрĕç. Конкурса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитина ертсе пычĕ.
Чи малтанах ачасем тĕрлĕ йывăç-курăк, çырла, кайăк-кĕшĕк, чĕр чун, пулă ячĕсене вырăсларан чăвашла куçарчĕç. Кунта 8,5,7 классем ытларах балл пухрĕç. Авалхи япаласен пĕлтерĕшне чухлассипе 6, 7 класс ачисем палăрчĕç. Сăвă çавринчи сиксе юлнă сăмахсене пур класс та тĕрĕс тупса çырчĕ. Ваттисен сăмахĕсене малалла тăсассипе 6-мĕшсене çитекенни пулмарĕ. Панă япала ячĕ пулакан сăмахсенчен тепĕр япала ячĕ тупасси «Хĕвел пайăркисемшĕн», «Чĕвĕлти чĕкеçсемшĕн», «Чăваш ачисемшĕн» вара шăл çемми пулчĕ. Панă хупă сасăсем çумне уçă сас паллисем лартса ваттисен сăмахне чи малтан йĕркелеме 8 класс пултарчĕ.Хăш-пĕр ĕçсем вара темиçе пайран йĕркеленнĕскерсем пулчĕç. Унта ачасен тупмалли юмахсен тупсăне те тавçăрмалла пулчĕ, чĕлхе терминĕсене те ăнкармалла, алфавит йĕркине те астумалла, сăмахсене вырăсла куçармалла, синонимĕсене аса илмелле тата ытти ĕçсем те кăсăклăхĕпе те, кăткăслăхĕпе те ачасене хавхалантарчĕç. Ку çăмăлах мар ĕçе те ачасем тĕплĕ пурнăçларĕç. 8 классен «Чăваш ачисем» ушкăнĕ тупăшура чи нумай балл пухса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта 6-7-мĕш классем, «Хĕвел пайăркисем» вара – виççĕмĕшĕнче.
Светлана Петровна вĕрентекен ачасене хастар пулнăшăн тав турĕ, çĕнтерÿçĕсене саламларĕ.
Ноябрь 2024 |