ÇЕМЬЕ йышне хутшăнакан кашни пепке пысăк савăнăç, телей. Ача сасси ян кайсан пỹрт те илемлĕ, кăмăл та пысăк. Кăçал районта ача çураласси иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан икĕ процент ỹснĕ. Вăл шутра виççĕмĕш тата ытларах ачана алла илекенсем те йышланнă (24 процент ытларах). Вĕсене пурне те нумай ачаллă çемье пулнине ĕнентерекен удостоверени параççĕ. Хальлĕхе çакнашкал 700 ытла çемьерен çуррине яваплă та хисеплĕ документа алла илнĕ ятпа сумлă лару-тăрура саламланă.
Ноябрь 2024 |