Указăн тĕллевĕ - халăх пурнăçне лайăхлатасси

Категория: В районе Опубликовано: 01.10.2019, 08:28 Просмотров: 582

Хаклав

Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Кирек хăш муниципалитетшăн та районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса парасси, çынсен пурнăç пахалăхне ĕç вырăнĕсем йĕркелесе, халăх сывлăхне çирĕплетсе, тупăш кĕртессине ỹстерсе лайăхлатасси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указра халăхăн пурнăçне патшалăх пулăшăвĕпе лайăхлатмалли 5 тĕп çула палăртнĕ. Кунта вĕрентỹ, сывлăх, культура, спорт тата обществăлла инфратытăм кĕрет. Çакă больницăсемпе, поликлиникăсене, шкулсемпе ача сачĕсене, лагерьсене, культура учрежденийĕсене тĕплĕн юсассине, стадионсем тăвассине тата реконструкцилессине, вĕрентỹ тата медицина пурлăх базисене çирĕплетессине пĕлтерет.

Республика ертỹлĕхĕшĕн çынсен пурнăçне лайăхлатасси, чухăнлăха чакарасси, тивĕçлĕ пурнăç условийĕ туса парасси тата патшалăхăн социаллă аталанăвĕ малти вырăнта пулни савăнтарать. Интереслĕ ĕçе, тивĕçлĕ шалăва, хăтлă пурнăçпа социаллă инфратытăм аталанăвне кура çын хăйĕн пурнăç шайне хаклать. Çывăх вăхăтри улшăнусем халăх пурнăç шайне ỹстерессишĕн тỹрреммĕнех çыхăннă. Халăх пурнăç шайне тата хăтлăхне ỹстересси, тĕперен илсен, çĕршывăн тĕп тĕллевĕ.

Ирина Рубцова, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" 118-мĕш Указа алă пусни савăнтарчĕ. Документра ачасене вĕрентессине пахарах йĕркелес ĕçе малалла тăсас тĕллевпе вĕрентỹ организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне тата та çирĕплетме тĕллев лартнă - 2020 çулта вĕрентỹ тытăмне инноваци никĕсĕнче аталантармашкăн условисем тума хушма 1,2 млрд тенкĕ укçа уйăрнăшăн мĕнле хĕпĕртемĕн?

Паян 50 процент тата ытларах кивелсе çитнĕ районти шкулсенче 4072 ача пĕлỹ илет. Уйăракан нухрат шăпах вĕсене тĕпрен юсанă çĕре кайĕ. Çавăн пекех Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта икĕ сменăпа вĕренеççĕ. Унта хушма çурт кирлĕ. Шăнкăртамри "Ромашка" ача сачĕ те çĕнĕлĕх ыйтать тата ытти те.

Пуçламăш классене 1711 ача çỹрет. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан парта хушшине ларакан ачасен шучĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Уйăракан укçана вĕсене валли сĕтел-пукан туянма яма палăртни те савăнтарать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика