Ĕç опытне пĕтĕмлетрĕ

Категория: В районе Опубликовано: 20.12.2019, 09:56 Просмотров: 358

 2019 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ыхра Çырми вăтам  вăтам шкулне Светлана Кулакова ĕç опытне пĕтĕмлетес тĕллевпе районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен  методика пĕрлешĕвĕн пултарулăх ушкăнĕ килсе ҫитрĕ.

 Мероприятие Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина ертсе пычĕ.

Акт залĕнче пухăннă хăнасене пиллĕкмĕшпе улттăмĕш классенче вĕренекенсем театр ҫулне халалласа паянхи кунпа килĕшсе тăракан «Ҫарăк» юмаха тĕлĕнмелле ĕнентер ỹллĕ выляса кăтартрĕҫ.

Хăнасем шкулти музейра пулса курчĕç, унти хаклă экспонатсемпе паллашрĕç. Музей ертӱҫи Зельфиря Тазетдинова каласа панине итлеме те питĕ кăсăклă пулчĕ.

Малалла пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем  чăваш чĕлхипе литератури кабинетĕнчи ҫĕнĕ стендсемпе, вĕрентекенĕн ытти паха материалĕсемпе паллашрĕҫ. Класс пӱлĕмне ҫĕнĕ вĕренӱ ҫулне хатĕрлеме чылай тарăшать Светлана Пантелеймоновна. Ҫавăнпа та районта иртекен конкурсра виҫĕ хутчен чи лайăх кабинет ертӱҫи ятне илнĕ вăл.  Светлана Пантелеймоновна -  районти пултаруллă ĕçлекен вĕрентекенсенчен пĕри. Аслă категориллĕ вĕрентекен, Раҫҫей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕҫченĕ 28 ҫул ĕнтĕ шкулта ачасене тарăн пĕлӱ панипе пĕрлех вĕсен пултарулăхне те аталантарма тăрăшать, тĕрлĕ шайри олимпиадăсене, конференцисемпе конкурссене хутшăнтарма тăрăшать. Тутар ачисемпе юнашар чăваш ачисем туслăн килĕштерсе вĕреннине  палăртать вĕрентекен. Ҫĕнтерӱҫĕ, призер ятне унăн вĕренекенĕсем темиҫе хутчен те тивĕҫнĕ.

 Районти вĕрентӱ управленийĕ ирттерекен «Ҫулталăк вĕрентекенĕ», «Чи лайăх класс ертӱҫи», уҫă уроксен фестивалĕ тата ытти мероприятисене хаваспах хутшăнать вĕрентекен, ташша-юрра ăстаскер, ялти пултарулăх ушкăнне ҫӱреме те вăхăт тупать.

Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче вĕрентĕвĕн тухăçлă технологийĕсемпе усă курма тăрăшать Светлана Пантелеймоновна.  Урокра ачасене темăпа кăсăклантарса яни, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме майсем туса пани, ушкăнпа ĕçлени тата тĕрлĕ ĕç туни  урока пуянлатма май панине шута илет вăл. Пултаруллă вĕрентекенĕн  урок планĕсемпе конспекчĕсем, статйисем районти «Авангард» хаҫатра,  республикăра тухса тăракан «Халăх шкулĕ» журналта, тĕрлĕ хаҫатсенче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ кăларакан кĕнекесемпе пособисенче тăтăшах кун ҫути кураҫҫĕ.

Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенсен  методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи пулнă май, Светлана Кулакова район шайĕнчи уҫă уроксен фестивалĕ, сăвă вулавĕсем, сочинени конкурсĕсем тата ытти тĕрлĕ мероприятисем кăсăклă та усăллă пулччăр тесе вĕсене йĕркелес ĕҫре   чунтан тăрăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ 2018 ҫулхи кăтартусем тăрăх Светлана Пантелеймоновна районти чи лайăх вĕрентӱ ĕҫченĕ ята тивĕҫрĕ. 

Районти методика пĕрлешĕвĕн пултарулăх ушкăнĕнчи вĕрентекенсем  Светлана Кулакова учитель  ĕҫне пысăка хурса хакларĕҫ, унтан вĕренмелли пайтах иккенне палăртрĕҫ.

Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн аслă методисчĕ Елена Перепелкина пултаруллă ĕҫлекен  учителĕн паха опытне пĕтĕмлетнĕ май ҫĕнĕ  меслетлĕхпе сĕнӱсене шута илсе пурне те кулленхи вĕрентӱ ĕҫĕнче ҫирĕплетме сĕнчĕ, пĕр-пĕрин ĕҫ опычĕпе паллашни килнĕ вĕрентекенсене вĕренӱ тата меслетлĕх енчен пулăшу панин пĕлтерĕшлĕхне палăртрĕ, Светлана Кулаковăна вара малашнехи ĕҫре тата ытларах ҫитĕнӱсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика