Конституци тỹрлетĕвĕсем çĕршыври тăнăçлăха упрама пулăшĕç

Категория: В районе Опубликовано: 18.03.2020, 14:47 Просмотров: 752

Регионсен саккун кăларакан органĕсем РФ Конституцине тỹрлетỹсем кĕртесси çинчен калакан сакунне ырларĕç. Вăл шутра - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те. Пĕтĕмĕшле вара тỹрлетỹсен шăпине апрелĕн 22-мĕшĕнче иртекен пĕтĕм халăх сасăлавĕ татса парĕ.

Светлана Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ:

-Раççей Конституцине йышăннăранпа вăхăт самаях иртрĕ. Çĕршывра та нумай улшăну пулчĕ, пурнăç пире çĕнĕлле пурăнма хистет. Çавăнпа та Конституцие кĕртме сĕнекен тỹрлетỹсем тĕпрен илсен пурте граждансен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. Вăл шута чи пĕчĕк ĕç укçине пурăнма кирлĕ виçепе танлаштарасси те, пособисене, пенсисене индексацилесси те, ачалăха, ача амăшне, аслă ăрăва хỹтĕлесси тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйту та кĕрет. Апрелĕн 22-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем яланхи пекех сасăлава хастар хутшăнасса шанатăп.

Минсур Валитов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Çак кунсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Раççей Конституцине кĕртме сĕнекен тỹрлетỹсене ырларĕ. Тĕп Саккуна кĕртекен улшăнусем тĕрлĕрен: патшалăх пайланманлăхĕпе суверинитетĕнчен пуçласа граждансен социаллă гарантийĕсем таранах. Урăхла каласан, кашни çĕнĕ йĕрке, çĕнĕ шухăш халăхăн пурнăçне ырă енне улăштарассипе çыхăннă.

Алена Горшкова, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, "Сказка" ача сачĕн заведующийĕ:

- Конституцие кĕртме сĕнекен тỹрлетỹсем пĕтĕмĕшле социаллă тĕллевлĕ. Çак шута çемьесене, ачалăха, ача амăшне хỹтĕлесси те кĕрет. Эпĕ ырлатăп вĕсене. Çемьесемпе ачасем - Раççей малашлăхĕ-çке. Çĕршыв пуласлăх çинчен шутлать, çавăнпа çитĕнекен ăрупа интересленет. Вĕсен воспитанийĕ пирки те тимлет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика