Алевтина Овчинникова, районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ:
- Конституци - пирĕн çĕршывăн Тĕп Саккунĕ. Анчах çĕршыв малалла аталанса, наукăпа техника хăватланса пыни çак саккуна тӱрлетӱсем кĕртме хистет. Чăн малтанах Конституцие тӱрлетӱсем кĕртни халăхăн пурнăç условийĕсене ырă енне улăштарассипе çыхăннă. Ҫавăнпа та çĕнелнĕ Конституци граждансене пур енлĕ хӱтĕлекен гаранти пулĕ. Ҫемье пĕлтерĕшне, хаклăхне ӱстерни, ачасен малашлăх пурнăçне лайăхлатма пăхни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Наталия Никитина, социаллă хӱтлĕх пайĕн начальникĕ:
- Хамăн ĕç социаллă хӱтлĕхпе çыхăннăран Конституци тӱрлетĕвĕсенче социаллă енсем пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп: чи пĕчĕк ĕç укçине пурăнма кирлĕ виçепе танлаштарасси, пенсисемпе пособисене индексацилессине йăлана кĕртни, ачасене, ача амăшĕсене, аслă ăрăва хӱтĕлесси…Ҫаксем пурнăçа лайăхлатмашкăн витĕм кӱрĕç.
Анатолий Самакин, районти Общество канашĕн председателĕ:
- Тĕп Саккуна Раççей Федерацийĕнчи çыннăн ĕçне хисеплесси тата унăн прависене хӱтĕлесси пирки те тӱрлетӱсем кĕртме сĕнеççĕ. Ҫакă питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп. Ĕçлекен çыннăн чухăн пулмалла мар, унăн шалăвĕ пурăнма кирлĕ хисепрен кая пулмалла мар. Малашне бюджет организацийĕсем кăна мар, коммерци, уйрăм предприяти ертӳçисем те вăй хуракансен интересĕсем пирки ытларах шухăшлама пуçлĕç.
Ноябрь 2024 |