Ырă йăлапа танкистсем палăк умне пуçтарăнĕç

Категория: В районе Опубликовано: 08.09.2023, 19:30 Просмотров: 507

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнче тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнă салтаксем хăйсен професси уявне чыслă та сумлă ирттересси ырă йăлара. Вăл шутра танкист-ветерансем те çулсеренех сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче кĕрекене пухăнаççĕ. Çак сăлтавпа кăçал та вĕсем сентябрĕн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи çар комиссариачĕ умĕнчи танк-палăк умĕнче митинг ирттерме, хастар ветерансене чыслама, танкистсен ретĕнчен уйрăлнисене пуç тайма хатĕрленеççĕ. Ытти çулти пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк армеецсем вĕсене уявпа саламлĕç. Спорт ăмăртăвĕсем, ăшпиллĕ калаçу, техĕмлĕ чей пуриншĕн те асра юлĕ. Уяв 10 сехетре пуçланать

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика