Шкул çумĕнчи лагерьсенче ачасене сывлăхне çирĕплетмелли условисем çителĕклĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта та çавах. Уçă сывлăшра культурăпа спорт мероприятийĕсем иртеççĕ, экскурсисене тухаççĕ, интереслĕ занятисем пулаççĕ.
7-мĕш отряд муниципалитет округĕнчи тĕп бибиотекăра пулчĕ. Унта викторинăна хутшăнчĕ.
Пушар чаçне çитни те кăмăла кайрĕ. Вăл яланлăха асра юлĕ. Ачасене кунта ĕçлекенсем пушар машинине кăтартрĕç, вут-кăвара сỹнтермелли хатĕрсемпе паллаштарчĕç. Вĕсемпе мĕнле ĕçлемеллине каласа пачĕç.
Кашни кун мероприятисемпе пуян. "Хаваслă стартсем" иртеççĕ, ỹкерчĕксен конкурсĕсем пулаççĕ.
5-мĕш отряда çỹрекенсем эстафета чупрĕç. Кашнийĕ финиша малтан кĕме тăрăшрĕ. Юлташĕсем хавхалантарни мĕне тăрать.
Канакансем кашниех хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарчĕç. Çĕнĕ юлташсем тупрĕç. Асфальт çинчи ỹкерчĕксен конкурсĕ çуллахи хаваслă канăва сăнарлама май пачĕ.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |