Патăрьел территори пайĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕн тĕкĕрĕ, унăн "чĕри" шутланать. Çавăнпа та ял хăтлăхĕпе тĕрекĕ, аталанăвĕ, çĕнелĕвĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар пирĕн тăрăха хапăл тунă хăнасем, пĕлĕшсем, аякра тĕпленнĕ ентешĕмĕрсем чăн малтанах округ пурнăçне, нумай нациллĕ туслă халăхăн ырлăхне, культурипе йăли-йĕркине Патăрьелне кура хаклаççĕ.
Сăмах май каласан, юлашки çулсенче Патăрьелĕмĕр чылай çуталса çĕнелчĕ, капăрланчĕ, пуянланчĕ, хăтлăланчĕ... Çак ырă улшăну пĕтĕмпех республикăри пуçару бюджечĕпе, халăхăн хастарлăхĕпе, тĕрлĕ шайри ытти программăна пурнăçа кĕртсе пынипе пулса пырать. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн тĕллевĕ çирĕп: кашни территори пайĕнче патшалăх алă тăсса пулăшакан программăсемпе проектсене пурнăçа кĕртсе халăх пурнăçне çăмăллатасси, вĕсене культурăллă канма, сывлăха çирĕплетме, çитĕнекен ăрăва пур енлĕн аталанма, çынсене тивĕçлипе ĕçлеме тата ытти кирлĕ услови туса парасси. Çак ыйтусемпе кăсăкланса хальхинче хаçат тĕпелне Патăрьел территори пайĕн пуçлăхне Николай Ялукова йыхравларăмăр, юлашки виçĕ çулта округ центрне хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ программăсем, малашлăх тĕллевсем пирки калаçу пуçартăмăр.
- Николай Геннадьевич, Патăрьел хăйĕн статусĕпе округ центрĕ çеç мар, чăваш, вырăс, тутар тата ытти халăх çыннисене пĕрлештерсе тăракан ял та. Ытти территори пайĕсемпе танлаштарсан кунта харсăр халăх та йышлăрах, урамсем, тăкăрлăксем, пурăнмалли çуртсем, организаци-предприяти те нумай. Çапах ял илемне çĕнетес тĕллевпе çулсеренех пархатарлă ĕçсем туни куç умĕнче. Патăрьел çĕнелни, аталанни савăнтарать. Патшалăх программисене пурнăçа кĕртес ыйтупа чăн малтанах мĕн каланă пулăттăр-ши?
- Çул ыйтăвĕ çынсемшĕн яланах çивĕч, куçа тирĕнекен пĕрремĕш ыйту пулнă, малашне те çаплах юлĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн тĕп тĕллев - ял инфратытăмне хăтлăлатас тĕллевпе чăн малтанах урамсене, тăкăрлăксене тирпей-илем кĕртесси. Ялта лайăх çул пулни пурнăçри чылай ыйтăва çăмăллăн татса пама пулăшать тесе шутлатăп. Çавăнпа та Патăрьел территори пайĕ кашни çулах ку тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса ирттерет. Сăмах май каласан, Чăваш Республикинче 2017 çулта пуçласа пуçару бюджечĕн программи ĕçлесе кайнă хыççăнах эпир патшалăхăн çак çĕнĕлĕхĕпе усă курма пикентĕмĕр, çавăнтанпах кашни çул пĕрер урама та пулин хăтлăлататпăр. Юлашки виçĕ çула илес пулсан, пуçару бюджечĕпе 2020 çулта Табаков, Калинин урамĕсене çул сартăмăр. Ку ĕçре халăхпа пĕрлех "Батыревский" пĕрлешỹ (ертỹçи Петр Ялуков) пысăк пулăшу пачĕ.
Çак программăпах 2021 çулта Алексей Талвир, Олег Кошевой урамĕсене тирпейлесе йĕркене кĕртрĕмĕр. 2022 çулта та халăх, уйрăм предпринимательсем программăна хутшăннипе (60 процент - патшалăхран, 40 процент - халăхран) Молодежная, Славянская урамсене çул сартăмăр. Ку ĕçпе малалла та тимлетпĕр. Акă, кăçал сакăр предприниматель хастарлăхĕпе тата пуçарăвĕпе чылай çынна пăшăрхантаракан Ленин проспектĕнчи çула асфальт çулпа çыхăнтартăмăр. Халĕ кунта "Шерхан" кафене килекенсем те, ытти ĕçпе çак çулпа çỹрекенсем те çав тери кăмăллă.
Çак ыйтупах Çĕнтерĕве 50 çул, Çамрăксен, Славянская урамсем патне пыракан çула, Мичурин урамĕн пĕр пайне çул сарнă. Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерствинче иртекен конкурсран ăнăçлă иртсен Чапаев урамне те пуçару бюджечĕпех хăтлăлатăпăр.
- Николай Геннадьевич, территори пайĕ урамсемпе тăкăрлăксене çул сарнипе пĕрлех ытти ыйтусене пурнăçа кĕртессипе те тимлет. Вĕсем пурте халăх ыйтăвне тивĕçтерессипе, патшалăх программисен витĕмĕпе хамăр пурăнакан вырăна хăтлăлатассипе çыхăннă.
– Çапла, хальхи вăхăтра ялсене хăтлăх кĕртмелли патшалăх программисем сахал мар. Патăрьелĕнчи тĕп больница еннелле каякан Мир урамне те çак тĕллевпех çутăпа тивĕçтертĕмĕр.
Округ центрĕнче мĕн пурĕ нумай хватерлĕ 77 патшалăх çурчĕ, 1200 хушма хуçалăх. Юлашки виçĕ çулта çеç хула хăтлăхĕн программипе Мичурин, Киров, Советская, Ленин урамĕсенче, Ленин проспектĕнче çуртсем, подъездсем патне пыракан çулсене асфальт сарнă, хăтлăлатнă. Хальхи вăхăтра çеç "Авангард" подряд организацийĕн çул-йĕр строителĕсем Советсен урамĕнчи 172, 173, 174 çуртсен таврашне тикĕслесе асфальт сарса пĕтерчĕç. Ку таранччен çак вырăнсенче питĕ япăх çулччĕ. Кунтах автомашинăсене лартма парковка та пур. Пĕчĕк микрорайона çутăпа та тивĕçтеретпĕр. Çавăн пекех Ленин урамĕнчи 10, 14, 18-мĕш нумай хваттерлĕ çуртсен тата подъездсен умĕсене пыракан çула та тинтерех çеç хула хăтлăхĕн программипе тирпейлесе пĕтертĕмĕр. Капиталлă юсав программипе çуртсен тăррисене те çĕнетсе пыратпăр.
- Çĕршыв Президенчĕ 2030 çул тĕлне регионсенче хальхи йышши спорт инфратытăмĕ туса хурас, халăхăн 70 процентне сывă пурнăç йĕркине явăçтарса спортпа туслаштарас тесе тĕллев лартрĕ. Ку ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та пысăк тимлĕх уйăрать. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕпе пĕрле тăрăшса уçнă ача-пăча лапамĕсем, спорт площадкисем, стадионсем çитĕнекен ăрăва сывлăх тĕлĕшĕнчен тата ытларах аталанма пулăшаççĕ.
- Тĕрĕсех, "Демографи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Спорт-пурнăç норми" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн хута кайнă Патăрьелĕнчи стадион Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансемшĕн пысăк парне пулчĕ. Кунта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спорт ăмăртăвĕсем çеç мар, республика шайĕнчи тупăшусем те иртеççĕ. Стадионта çан-çурăма тĕреклетмелли тĕрлĕрен тренажер та пур. Сăмах май каласан, Патăрьелĕнчи хăш-пĕр ача-пăча лапамĕсенче те çамрăксем валли çакнашкал тренажер вырнаçтарнă.
- Юлашки çулсенче территори пайĕсенче халăх пуçарăвĕпе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе масар территорисене тирпейлес, кунта часовньăсем уçас тĕллевпе пысăк ĕç туса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьелсем те пархатарлă ĕçсем сахал мар пурнăçлаççĕ. Нумай пулмасть çеç ял вĕçĕнчи масарта çĕнĕ часовня вырăнне сăвапларĕç. Çак пуçару пирки тĕплĕнрех каласа хăварăр-ха.
- Масар кашни çыншăн сăваплă та таса вырăн пулмалла. Кивĕ масарта пирĕн пĕр часовня пур. Çапах та граждансен иртнĕ пухăвĕнче ял-йыш çĕнĕ масарта тепĕр çурт лартма ыйту çĕклерĕ. Çакна Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ Петр Ялуков ырласа йышăнчĕ, яланхи пекех пулăшма та шантарчĕ. Хальхи вăхăтра унăн никĕсĕ хатĕр. Çывăх вăхăтра халăх пулăшăвĕпе, предпринимательсен, ытти хастар ертỹçĕсен тăрăшулăхĕпе ĕçе малалла тăсасшăн. Ял малашлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн пĕрлехи вăйпа, кар тăнипе çеç мĕн пур йывăрлăха парăнтарма пулнине шанатăп. - Тавах сире калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу сунатăп.
Альбина ЕГОРОВА
Сергей АРТАМОНОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ:
2023 çулта республикăри ял территорисене аталантарас тĕллевпе 1000 ытла проекта пурнăçа кĕртмелле. Çак тĕллевпе 1,5 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Вăл шутра 980 миллион тенки - республика бюджетĕнчен, 313 миллионĕ вырăнти бюджетран. Халăх, предпринимательсен тата юридика пĕлтерĕшлĕ çынсен укçи-тенки 142 миллион тенкĕ каймалла.
Хаклав
Сергей МОИСЕЕВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
- Кашни çыншăн тăван ял, тăван кĕтес чи çывăххи çеç мар, чи капăрри, хăтли пулмалла. Патăрьел муниципалитет округĕпе территори пайĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕн центрĕ илĕртỹлĕхпе, капăр та хăтлă çуртсемпе, паха çулсемпе тата тротуарсемпе, кучухнехи ача-пăча лапамĕсемпе, спорт сооруженийĕпе тата ыттипе те пуян та кăтартуллă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Çакă ăнăçлă пулса пырать, ял çулсерен капăрланса пыни савăнтарать.
Ноябрь 2024 |