Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Патăрьел муниципалитет округне туса хунă хыççăн вырăнти депутатсен полномочийĕ пĕтрĕ. Ун вырăнне ял халăхне пăшăрхантаракан ыйтусене власть представителĕсем патне тỹрремĕнех çитерме, ăна татса пама пулăшакан стростăсен пĕлтерĕшĕ ỹсрĕ.
Аслă Чемен территори пайне кĕрекен икĕ ялта - икĕ староста: Аслă Чементе - Валерий Тимошкин, Тури Чакăра - Иван Никитин. Иккĕшĕ те шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçласа пыраççĕ.
- Хальхи вăхăтра старостăсем пысăк хисепре. Пирĕн хутлăхра та çавах. Халăх вĕсене шаннăран, хисепленĕрен вĕсемпе кирек мĕнле ĕçе те йĕркелеме çăмăл. Чăн малтанах, паллах, старостăсем хăйсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ялсене тирпей-илем кĕртес, субботниксем йĕркелес, йывăçсем лартас, "Раççей шывĕ" акцие хутшăнас е тата пуçару бюджечĕн программипе яла хăтлăлатас тĕллевпе Иван Алексеевичпа Валерий Николаевич яланах хастарлăх кăтартаççĕ,- кăмăлтан калаçу пуçарчĕ Аслă Чемен территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Екатерина Фролова.
Юлашки çулсенче патшалăх ял территорийĕсене вырăнти халăха тивĕçтермелле çĕнетес, ырă улшăну тăвас тĕллевпе тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртессипе сахал мар тимлет. Çав вăхăтрах ял çыннисем вырăнти чи çивĕч ыйтусене хăйсен пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе тирпейлесе пыни те пĕлтерĕшлĕ. Эпир çак территори пайне пынă кунхине те Аслă Чеменсем ял масарĕ патне кĕрекен çула пĕрлехи вăя усă курса вак кирпĕчсенчен тикĕслесе хунă. Тăватă кун тăрăшнă вĕсем çак лаптăка йĕркене кĕртес тесе. Куллен ĕçе 20-30 çын хутшăннă. Владимир Вахмистров, Илья Чернов, Иван Тимошкин тракторĕсемпе вак чула турттарса тăнă. Яланхи пекех Александр Абрамов та пуçаруллă ĕçе кар тăнă. Ял-йышпа пурнăçланă ĕç пирки Валерий Тимошкин староста хавхаланса каласа пачĕ. Тури Чакăри клуба пăснă çĕрте те (унта кăçал ноябрьте 100 çын вырнаçмалăх çĕнĕ клуб хута каймалла) ял çыннисем общество хастарĕсем ертсе пынипе кар тăнă.
Аслă Чемен территори пайне кĕрекен Тури Чакăсемшĕн 2024 çул уйрăмах паллă пулăмсемпе асра юлĕ. Ял çыннисемшĕн чăн малтанах клуб пысăк парне пулĕ. Ун çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк вара мĕскĕннĕн, кивĕ курăнать. Çавăнпа та территори пайĕн пуçлăхĕ, ял старости те ăна халăх вăйĕпе, пуçарулăхпа çĕнетме палăртнине пĕлтерчĕç. Çак тĕллевпе халăхран 180 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Кăçал çак ялсем пуçару бюджечĕн программипех масар картине тытасшăн, ун патне пыракан çула та сарасшăн. Çак шухăшсене халăхпа калаçса килĕшнĕ, программăна кĕнĕ.
- Ял илемĕ, хăтлăхĕ, тирпей- илемĕ - хамăр алăра. Çавăнпа та çак ыйтусене татса пама уйрăмах халăхăн пĕр шухăшлăхĕ, пĕр-пĕрне пулăшни кирлĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн ĕçсем начар мар пулса пыраççĕ. Сăмахран, пирĕн ялта мĕн пурĕ 15 кĕпер. Юлашки виçĕ çулта вĕсенчен 12-шне хамăр тăрăшнипе, ял халăхĕн вăйĕпе, лесниксем йывăçпа тивĕçтернипе юсаса çĕнетнĕ. Малашне те ку ĕçе çаплах йĕркелесе пырасшăн,- терĕ Иван Никитин староста ял çыннисен хастарлăхне палăртса.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |