Патшалăх деятелĕ Михаил Степанович Евграфов (10.07.1894-13.08.1944) 130 çул каялла Сăкăтра çуралнă.
Вăл 1907-1910 çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, анчах чире пула пĕтереймен. 1914-1922 çулсенче Пăва уесĕнчи вĕрентỹ органĕсенче ĕçленĕ. 1922-1923 çулсенче ВКП(б) Патăрьел уесĕн комитечĕн секретарĕ пулнă. Çав вăхăтра Пĕтĕм союзри Советсен 1-мĕш съездне делегат пулса хутшăннă. 1925-1926 çулсенче академинче вĕреннĕ. 1926-1930 çулсенче ЧАССР статистика управленийĕн ертỹçи, 1930-1931 çулсенче республикăн Патшалăх планĕн (Госплан) председателĕн çумĕ пулнă. Пĕр вăхăт И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕрентнĕ, каярахпа Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕн директорĕнче тăрăшнă. 1937 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче ăна арестлесе 10 çуллăха тĕрмене хупнă. 1956 çулта унăн таса ятне тавăрнă.
Медицина наукисен докторĕ, окулист, Шăхасан больницинче тăрăшнă Николай Константинович Адрианов (13.07.1869-09.05.1931) 155 çул каялла Шетмĕре (халĕ Ишлĕ) çуралнă.
Николай Адрианов - Чĕмпĕрти гимназин тата Хусан университечĕн медицина факультечĕн выпускникĕ. Ĕç биографине Шăхасан больницинче тухтăр пулса пуçланă. Вăл тăрăшнипе çĕнĕ амбулатори тата стационар тунă, куç сиплекен пункт уçнă. Кунтах куçсене операци тума тытăннă. 1906 çулта медицина наукисен докторĕ ята тивĕçнĕ. 1920-1923 çулсенче эпидемипе выçлăха хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттернĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |