Çулленех июлĕн юлашки вырсарникунĕнче Тинĕс çар флочĕн кунне паллă тăваççĕ, кăçал вăл 28-мĕш числона лекет. Патăрьел муниципалитет округĕнчи моряксем те ăна пĕр йĕрсĕр ирттермеççĕ. Ирхине Патăрьелĕнчи Арбат лапамĕнче якорь-палăк патне пухăнса Андревский ялава хăпартаççĕ, пĕр-пĕрне саламлаççĕ, унтан вара пурте пĕрле Виç ипостаçлĕ Таса Туррăн кунĕ ячĕллĕ Туçа чиркĕвне васкаççĕ. Кунта пурне те кĕлĕ çурчĕн настоятелĕ, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей кĕтсе тăрать. Çак йăла 10 çул ытла пырать. Мĕншĕн Туçана каяççĕ-ха? Сăлтавĕ вара акă мĕнре: 33 çул пачăшкăра вăй хуракан Николай атте салтакра моряк пулнă. Флота ертсе пынă Федор Ушаков ячĕпе молебен ирттернĕ хыççăн тин пурте пĕрле çар ретĕнчи пурнăçа аса илеççĕ, шыва кĕреççĕ, спорт мероприятийĕсем йĕркелеççĕ...
Кивĕ Ахпỹртре 1964 çулхи июльте кун çути курнă Николай Алексеевич ялти 8 класлă, Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Украинăна çул тытнă. Ворошиловград хулинче (халĕ Луганск) шахтер профессине алла илнĕ. Спортпа мĕн ачаран туслă яш кунта та çăмăл атлетикăпа йĕркелекен ăмăртусене хутшăннă. Старта тăни çеç мар, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Северодонецкинче облаçра çăмăл атлетсем хушшинче мала тухассишĕн ирттернĕ мероприятине 106 команда хутшăннă. Чăваш ачи унта иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Салтакра пулатăн - тĕнче куратăн
1984 çулта Николай Маркова салтака кайма ят тухнă. Тĕреклĕ те патварскер тинĕс çар флотне лекнĕ. Малтанласа Инçет хĕвел тухăçĕнче, Русский утравра радиотехника шкулĕн 8-мĕш отрядĕнче гидроакустикăна - шăпах ăна карапсемпе лодкăсен "хăлхипе куçĕ" теççĕ иккен - çур çул вĕренет. Çакăн хыççăн ăна тата унпа пĕрле вĕреннисене поездпа Калининграда илсе каяççĕ. Николай Алексеевич тин çеç туса пĕтернĕ "Адмирал Спиридонов" карап çинче сужбăна малалла тăсать.
- 1985 çулхи августăн пĕрремĕшĕнче Балтика тинĕсне тухрăмăр. Атлантика, Инди океанĕсемпе ишсе 1986 çулхи январьте, шăпах Раштав уявне, Инçет хĕвел тухăçне çаврăнса çитрĕмĕр. Пĕрремĕш хут çĕр экваторĕ урлă каçни те халь те асрах. Салтакра, шăпах тинĕс çар флотĕнче службăра пулнишĕн савăнатăп. 7-8 патшалăхра пулса куртăм, хăçан каяттăмччĕ эп вĕсене? Çавăн пекех çар ретне тăни сывлăха тата ытларах çирĕплетме, чун-чĕрепе тĕрекленме май пачĕ. Икĕ çул ытла гидроакустика уйрăмĕн командирĕ пултăм, тăван яла кĕске вăхăтлăх отпуска икĕ хутчен килсе кайма тивĕçрĕм. Тинĕс хумĕн шавне нихăçан та манас çук, - тет аса илĕвĕсемпе паллаштарнă май Николай атте.
Тăван тăрăха таврăнсан пурнăçне тинĕспех çыхăнтарас тĕллевпе Николай Алексеевич Бауман шкулне штурмана вĕренме кĕмешкĕн документсем ярса парать, анчах унта 6 çул та 8 уйăх вĕренмелле пулнăран хирĕçлет. Ют çĕршывсене карапсемпе çỹрес ĕмĕчĕ те пурнăçланман. Службăра чухне вăрттăн станцисемпе ĕçлеме тивнĕрен 5 çул Раççейрен тухма юраман.
Эпир шухăшланипе пурте пулса пымасть çав, Туррăн ирĕкĕнчен иртме çук. Çамрăк Шупашкарти агрегат заводне ĕçе вырнаçать. Кунта та çăмăл атлетикăпа йĕркелекен ăмăртусенче палăрать. 1000 метрлă дистанцире финиша пĕрремĕш кĕнĕ хыççăн Кивĕ Ахпỹрт каччи пирки "Советская Чувашия" хаçатра 1988 çулта "Новый чемпион агрегатного завода" ятпа статья тухнă. Йĕлтĕрпе ярăнассипе те Николай Алексеевича заводра çитекен пулман.
- Эп спорта яланах юратнă. Вăл начаррине вĕрентмест, йĕркелĕх, дисциплина ыйтать, - тет калаçу тăсăлнă май Николай Марков протиерей.
Ырă вăрлăхран - ырă çимĕç
Ăçта пулсан та, ĕçлесен те Николай Алексеевичăн чунĕ тĕн патне туртăннă. Пĕчĕклех асламăшĕ пулăшнипе хывăннă ĕненỹ "вăрри" хăй пирки аса илтерсех тăнă. Асламăшĕпе çуран Тăрăн чиркĕвне пĕрмай çỹренĕ. 6-7 класра вĕреннĕ вăхăтра арçын ача хăй тĕллĕн Мăнкуна велосипедпа кайма пикеннĕ. Вăл вăхăтра шкулта Турă çуртне çỹрекенсене вăрçнă, критикленĕ, ăна та пăхман. Ĕненỹ тымарĕ чунĕнче тарăн пулнăран Шупашкарта ĕçлеме пикенсен те такăрлатма пуçланă сукмака курăк пусма паман.
1991 çулта Николай Марков Туçа прихутĕнче пачăшкăра ĕçлеме пуçăннă. Ялта чиркỹ тахçан пулнă-ха, анчах унран клуб тунă. Кивелнипе кайран пăснă. Кĕлĕ çурчĕ валли пĕр çурт туяннă. Таврари, ют тăрăхри çынсем хаваспах çỹреме пикеннĕ. Кашни шăматкунпа вырсарникун, тĕн уявĕсенче служба иртнĕ, çав вăхăтрах çĕнĕ чиркỹ те кирпĕчрен тума пуçăннă. Николай атте ертсе пынипе, Турă хăвачĕпе, халăх пулăшăвĕпе иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче ăна хута янă. Паян вăл Туçана илем кỹрекен объектсенчен пĕри. Çулла кунта йĕри-тавра чечексем ỹсеç- çĕ, ачасем валли вылямалли лапам та пур. Пур çĕрте те тирпейлĕх, хăтлăх хуçаланать. Дивеевăн пĕр кĕтесĕ тесен те йăнăш мар-тăр.
- Çулленех Дивеевăна çỹретпĕр, прихут çыннисене те илсе каятпăр. Унтан яланах ыррине, лайăххине илсе килме тăрăшнă. Чиркỹре Серафим Саровскин кĕтесне ятарласа турăмăр, - тесе пĕлтерчĕ Николай атте тирпейлĕх пирки сăмах пуçарсан. - Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава владыка 50 çулхи юбилея килсен мĕн ватăлса виличчен çак чиркỹре службăра тăма, яланах тирпейлĕ пулма каларĕ. Ун сăмахĕсене асрах тытатпăр. Унтанпа 10 çул та иртрĕ...
Тасалăхпа тирпейлĕхе пĕр çын çеç тытса тăраймасть. Кĕлĕ çуртĕнче ĕçлекенсем те нумай тăрăшаççĕ. Хĕллехи вăхăтра газ операторĕсем территоринче юр тăратмаççĕ, талăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те кĕреçе тытса хыраççĕ. Сăмах май, вĕсемех заказпа куполсем те тăваççĕ.
Николай атте шкулсемпе те тачă çыхăну тытать. Ăна Пĕлỹ кунĕнче, юлашки шăнкăравра яланах курма пулать. Парта хушшине пуçласа ларакансене Тĕн букварьне парнелет. Выпускниксене экзаменсене ăнăçлă тытма, телейлĕ пурнăç çулĕ пиллет. Тĕл пулусем те ирттерет. Мăнкун хыççăнхи тунтикун ача садне тата кĕçĕн классене çỹрекенсене сыптарать. Кăçал та 147 ача кĕлле килнĕ.
Çынна пулăшни çĕре ỹкмест
Ырăлăхĕ Николай аттен иксĕлми. Украинăри ятарлă çар операцийĕпуçланнăранпа темиçе хутчен те ял çыннисем тăрăшнипе ентешсем валли гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Нумай пулмасть çеç Кивĕ Ахпỹртсем УАЗ парса ячĕç. Вăл пачăшкă пилĕпе çула тухрĕ.
Кивĕ Ахпỹрте Патăрьел енчен пырса кĕнĕ чухне вырнаçнă часовня тăвассипе те Николай Марков протоиерей нумай тăрăшрĕ. Вăл пуçарнипе, йĕркелесе пынипе хăпарчĕ пĕчĕк кĕлĕ çурчĕ. Халь вăл ватти-вĕттишĕн юратнă вырăн. Мăшăрланакансем сăн ỹкерчĕксем тума ятарласа килеççĕ.
- Ялти хастарсемпе калаçрăмăр та шкулпа ача сачĕ çывăхĕнчи пушă лапама часовня тăвас терĕмĕр. Эп çамрăк чухне кунта Павлик Морозовăн палăкĕччĕ. Ăна района илсе кайрĕç те йывăç картипе сиреньсем çеç тăрса юлчĕç. Часовня хута кайсан эпир, моряксем, Кивĕ Ахпỹртре тинĕс çар службинче пулнисен хушамачĕсене çырса хунă палăк вырнаçтартăмăр. Тĕрлĕ çар службинче тăракансем те ырă йăлана малалла тăсрĕç. Хăйне майлă патриотла воспитани те, истори те çакă: çамрăксем хăйсен тăванĕсем, ял çыннисем ăçта службăра тăнисене пĕлеççĕ. Халь пирĕн тĕллев - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман ентешсен ячĕсене çырнă палăка вырнаçтарасси. Ку ыйтупа ĕçлеме пикеннĕ, - терĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ.
Марковсем çемйипех пурнăçне тĕнпе çыхăнтарнă. Николай аттепе юнашар яланах унăн мăшăрне, Елена матушкăна, курма пулать. Ангелина хĕрĕпе икĕ мăнукĕ те тĕн уявĕсенчен, кĕлĕсенчен юлмаççĕ.
- Çемье - пĕчĕк чиркỹ, теççĕ. Çемье Турăпа пурăнсан чиркỹ пурăнать, ĕçсем те кал-кал пыраççĕ, - терĕ калаçăва вĕçленĕ май Николай атте.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |