Кăçал çĕрпе ĕçлекенсем хирте çитĕнекен культурăсене, уйрăммăнах рапса, çум курăкпа, хурт-кăпшанкăпа кĕрешсе хими препарачĕ сапнă хыççăн вĕлле хурчĕсем вилнĕ тĕслĕхсем пулнă. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн Пысăк залĕнче канашлу иртрĕ.
Унта Федераци службин ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн Чăваш Республикинчи патшалăх çĕрĕсене пăхса тăракан тата пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса усă курнине тĕрĕслекен пай начальникĕ Виталий Шашкаровпа патшалăх ветеринари надзорĕн пай начальникĕ Елена Кузьмина, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцин начальникĕ Петр Ефимов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче хурт-хăмăрпа ĕçлекен зоотехник Николай Пирожков, территори пайĕсен начальникĕсем, утарçăсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Мероприятие муниицпалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов ертсе пычĕ.
Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче хурт-хăмăрпа ĕçлекен зоотехник Николай Пирожков муниципалитетра вĕлле хурчĕсем усракансем çуллен йышланса пынине, хальхи вăхăта 161 утар ветеринарипе санитари паспортне илнине, вĕсенче 1900 ытла çемье пурăннине каларĕ. Тĕрĕссипе вара кăтарту тата та пысăкрах. Сахал йыш усраканнисем шута тăратман. Николай Петрович юлашки çулсенче утарçăсене ĕçлеме çăмăл маррине те палăртрĕ. Фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсем хими препарачĕсемпе усă курни йывăрлăхсем кăларса тăратать. Вĕсем районти "Авангард" хаçатра, социаллă сетьсенче, ялти ушкăнсенче миçемĕш класлă пестицидпа усă курнине тата хăçан сапассине кăтартса пĕлтерỹ параççĕ, анчах пĕр фермер паян, тепри ыран уя тухать. Вĕлле хурчĕсене темиçе кун хупса тăма çук. Çавăн пекех гербицидсене каçпа сапмалла. Йĕркене пăхăнманнисем татах тупăнаççĕ.
Инкекрен пăрăнса иртес тесен мĕн тумалла? Шăпах çак ыйту тавра калаçрĕç канашлăва хутшăнакансем. Чи малтанах утарçăсемпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисен пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, калаçса ĕçлемелле. Май пур таран вĕлле хурчĕшĕн кăна мар, çын сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларакан пестицидсемпе сахалтарах усă курмалла. Рапс çитĕнтерекен хуçалăхсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Кăçал пыл пухакан хуртсем шăпах асăннă культурăна хими препарачĕпе пĕрĕхтернĕ хыççăн вилнине шута илсе пĕтĕмлетỹ тумаллах.
Канашлура вĕлле хурчĕсене маркăласси, вĕсем йышлă вилнĕ тĕслĕхсем пулсан районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцине хыпарламаллине те пĕлтерчĕç.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |