Пурнăçра мĕнле професси суйласа илни, çак ĕçе юратни, коллективпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе Чăваш Енри энерги сутакан компанин районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче 38 çул тăрăшакан Галина Михайловна Кошкина чăнласах та телейлĕ.
Сакăр класс вĕренсе тухнă хыççăн Ульяновскинчи училищĕре технолог специальноçне алла илнĕ хĕрача малтанах Шупашкарта пĕр çул хăйĕн специальноçĕпе ĕçленĕ. Ашшĕ çамрăкла çĕре кĕнĕ хыççăн тỹрех яла таврăннă та çемье династине малалла тăсма (ашшĕ Тăрăнти подстанцинче тăрăшнă) тĕллев лартнă. Çакă ăнсăртаран та мар темелле. Ача чухнех вăл кунта вăй хуракансен ĕçне килĕштернĕ. Хăйĕн профессине пачах урăххипе улăштарсан Чăвашэнергосбыт компанийĕн инспекторĕ çак отрасльте хăйĕн вырăнне, чун туртăмне тупнă. Пĕр уйăх çĕнĕ ĕçре хăнăхнă хыççăн ăна тỹрех Патăрьел районĕпе контролер-монтер пулма шаннă. Çакăнтан пуçласа унăн ĕç кĕнекинче пĕр отрасльте тỹрĕ чунпа тăрăшнă çулсем пĕрин хыççăн тепри хушăнса, çырăнса пынă. Каярахпа секретарь-делопризводительре, 3-мĕш ушкăн контролерĕнче, ЭВМ операторĕнче, аслă контролерта, электроэнерги сутакан компанийĕн агентĕнче тăрăшнă. 2021 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен Галина Михайловна Чăваш энергосбыт компанийĕн районсем хушшинчи (Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски округĕсенче) уйрăмĕн контролер-инспекторĕ шутланать.
- Галина Михайловна пирĕн коллективра тỹрĕ чунпа хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлакан хисеплĕ ветерансенчен пĕри. Çăмăл мар отрасльте ун пек нумай çул ĕçлекен специалист çук. Кашни ĕçе пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçлать. Электроэнергипе усă куракансемпе, парăмçăсемпе пĕлсе, пĕр чĕлхе тупса ĕçлет, - çапла хак пачĕ хисеплĕ ветеран пирки Чăваш Енри энергосбыт компанийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕн директорĕ Дмитрий Гаврилов.
Коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ ĕç ветеранĕ тĕрлĕ шайри Хисеп грамотине, Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Кăтартуллă ĕçченĕн сăн ỹкерчĕкĕпе ячĕ Хисеп хăми çинче те пулнă. Виçĕмçул вара Галина Михайловна Кошкинăна ĕçри çитĕнỹсемшĕн Чăваш Республикинчи промышленность тата энергетика министерствин Хисеп грамотине парса чыс тунă.
- Çак ĕçре эпĕ урăхла тăрăшма та пĕлместĕп. Мухтав атте-аннене, пире, йышлă ачана, пурне те ĕçе юратма, çынсемпе сăпайлă пулма, пурнăçра ырă ĕç тума вĕрентнĕшĕн. Пилĕк ачаран асли пулнăран манăн ура çине ĕне маларах пуснă темелле. Иккĕмĕш класрах колхоза купăста, хăяр, ытти пахча çимĕç шăварма, касма, татма хутшăнаттăмччĕ. Укçа ĕçлесе илсен тем пекех савăннă. Килте çурт тунă чухне те пилĕк ача та аттепе аннене мĕнпе те пулсан пулăшас тесе тăрăшнă. Анне 36 çултах тăлăха юлчĕ, пире пĕчченех ỹстерчĕ, воспитани пачĕ, пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Паян эпир ун умĕнче пурте çĕре çити пуç таятпăр. Манăн, çавăн пекех ытти пĕр тăвансен пурнăçри, ĕçри çитĕнĕвĕсем чăн малтанах унăн воспитанийĕн "çимĕçĕ" тесшĕн...- сăпайлăн çеç аса илчĕ Галина Михайловна хăйсене пурнăç çулĕ çине тăратнă, ĕçе юратма вĕрентнĕ чи çывăх çынсене тав сăмахĕ каланă май.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |