Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Украинăри ятарлă çар операцинчен отпуска килнĕ кашни салтакпах тĕл пулма тăрăшать. Çак кунсенче ун патĕнче хăнара Тури Тăрмăшра çуралса ỹснĕ Степан Кудрявцев та пулчĕ. Сăмах май, каччăпа пĕр класра вĕреннĕ Владислав Пчеловодниковпа Никита Бузайкин та неонацистсене хирĕç кĕрешеççĕ.
- Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтак - чăн-чăн паттăр. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, - терĕ Рудольф Васильевич яшпа шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май.
Степан - Татьяна Николаевнăпа Андрей Васильевич Кудрявцевсен аслă ывăлĕ. Ун хыççăн Коля тата Костя йĕкĕреш шăллĕсем, Ксения йăмăкĕ пур.
Каччă мĕн пĕчĕкрен ỹкерме юратнă. Турханта иртекен Кокель пленэрне те пĕрре мар хутшăннă. Художник пулас ĕмĕчĕ те пулнă, анчах пурнăçра пачах урăх професси суйласа илнĕ. Чун киленĕçĕ пирки паян манмасть, пушă вăхăтра аллине кăранташ тытать.
2015 çулта Турханти вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Степан Ульяновскинчи медицина колледжне вĕренме кĕнĕ. Аллине диплом илсен Тăван çĕршыва сыхлама кайма ят тухнă. Çар тивĕçне Саратов облаçĕнче пурнăçланă. Салтак аттине хывсан вăл Ульяновскинчи тĕп больницăна ĕçе вырнаçнă, анчах кунта пĕр уйăх çеç вăй хурайнă. Шăпах 2022 çулта мобилизаци пуçланнă. Çар пурнăçĕн йăли-йĕркине те манса ĕлкĕреймен каччăна Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнчен повестка панă. Тỹрĕ чунлăскер пĕр сăмахсăрах Украинăри ятарлă çар операцине кайма кăмăл тунă. Паян "Ниндзя" позывнойпа çỹрекен Степан Кудрявцев Запорожье енче медбрат пулса салтаксене сиплет. Вăл вĕсемшĕн сиплевçĕ те, психолог та.
- Пĕрремĕш пулăшу памалли хатĕрсем сумкăра яланах пĕрле çỹреççĕ. Салтаксен хăйсен çумĕнче те кирлĕ япаласем пур, вĕсемпе те усă курма тивет. Малтанхи пулăшупа тивĕçтерейменнипе çын вилни пулман. Халĕ çанталăк сивĕтсе пырать, çавăнпа отпуска каякансене температура хăпарнинчен, ỹслĕкрен, вирусран хỹтĕленмелли эмелсем, ăшăтакан маçсем пĕрле илсе килме ыйтатăп. Пире сипленмелли хатĕрсем параççĕ-ха, анчах ытларах пулсан аванрах. Гуманитари пулăшăвĕпе çар операцине хутшăнакансем патне вĕсене çитерсен те питĕ ла- йăхчĕ. Çавăн пекех сиплĕ курăксемпе чей вĕретсе ĕçсе иммунитета ỹстеретпĕр. Салтаксен япала çума, ăна типĕтме май пулмасса та пултарнине шута илсе ăшă япаласем, аялтан тăхăнмалли тум, носкисем ытлашши мар, - терĕ Степан çар пурнăçĕпе паллаштарнă май. Çавăн пекех вăл тăшманран хỹтĕленмелли вырăнсем тунă чухне пахалăхлăрах михĕсем кирлине, çĕннисем пулмасан та юранине, вĕсем халь усă кураканнисем хăвăрт çĕтĕлнине каларĕ. Патшалăх апат-çимĕçпе те, ытти япаласемпе те вăхăтра тивĕçтернине, анчах волонтерсем илсе пыракан посылкăсем тăван кил ăшшине туйма, чунра ăшăлăх çуратма пулăшнине палăртрĕ.
- Ятарлă çар операцинче питĕ асăрхануллă пулмаллине хăнăхса çитнĕ те отпуска килсен те лăпкă çỹрейместĕп. Дронсем вĕçмеççĕ-ши тесе пĕр вĕçĕм тỹпенелле пăхатăп. Унта эпир хамăр çỹрекен сукмакран айккинелле пăрăнмастпăр, кунта та çаплах тума тăрăшатăп. Çын йышлăрах пухăнса тăни те сисчевлĕхе ỹсте- рет, - терĕкалаçăва малалла тăсса Степан Кудрявцев.
Икĕ эрне хăвăрт иртет çав, отпускри Тури Тăрмăш каччи те çывăх вăхăтра çарти юлташĕсем патне таврăнать. Унăн кăкăрне паян Жуков тата "Ятарлă çар операцине хутшăнакан" медальсем илемлетеççĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |