(Тĕпчев)
1948 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче, ытларикун, кăнтăр кунĕнче килти пахчасенчи тата колхозăн уйĕ-хирĕнчи хĕрỹ ĕçсене пăрахса, Сăкăтра ял халăхне пĕр хумхантаракан, пĕр пăшăрхантаракан, пĕр хăратакан пуху ирттернĕ. Тĕрĕсрех, ялăн кай енчи Чапаев ячĕллĕ колхоз пухăвĕ темелле.
Ун чухне пысăк ялта икĕ хуçалăх пулнă. Хĕвел тухăç енче пурăнакансем "Красное Знамя" колхоза кĕнĕ. Хĕвел анăç пайĕнче вара Чапаев ячĕллĕ хуçалăх пулнă. Çакăн пек йĕркене вăрçă çулĕсенче, 1944 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче районти ĕçтăвком (райисполком) виçĕ ялта (Патăрьелĕнче, Тутар Сăкăтĕнче тата хайхи Чăваш Сăкăтĕнче) колхозсене пĕчĕклетес пирки кăларнă йышăнупа килĕшỹллĕн, çуракине тухас умĕн, март вĕçĕнче туса хунă. Çапла 30-мĕш çулсенче йĕркеленĕ "Красное Знамя" хуçалăха икке пайланă. Пĕрин ятне ĕлĕкхине хăварнă. Теприне вара граждан вăрçин геройĕн Василий Чапаевăн ятне панă. Çĕнĕ колхозăн сухаламалли çĕр лаптăкĕ 1018 гектар ("Красное Знамя" - 1084 гектар). Пайланасси яланах пысăк йывăрлăхсемпе çыхăннă. "Уйрăлса тухакана" уйрăмах хĕн. Унăн çĕнĕ çĕрте, Марака çырми тĕлĕнче сăрт çинче тата ытти çĕрте выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк витисем, кĕлетсем, ытти хуралтăсем çĕнĕрен çĕклеме тивнĕ. Правлени валли те Аслă урамри уйрăм çын çуртне (М.Бабаевăнне) йышăннă... Çав вăхăтрах ялта пĕр ял Совечĕ юлнă.
Сăмах май каласан, 1950 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче çак икĕ колхоза каялла пĕрлештернĕ, пĕр çулпа утма ĕлĕкхи ятне ("Красное Знамя") хăварнă. Çапла ултă çултан Чапаев ячĕллĕ хуçалăх историе тăрса юлнă. 90-мĕш çулсенче "Красное Знамя" ытти кỹршĕллĕ колхозсем пек саланса çухалса каймарĕ, самана кỹнĕ йывăрлăхсене чыслăн чăтса ирттерчĕ. Сăкăтра паян та çак ятлă коллективлă ял хуçалăх предприятийĕ (ертỹçи - Петр Николаевич Никифоров) ăнăçлă аталанать.
Пухăва çак кун Чапаев ячĕллĕ хуçалăхăн мĕнпур колхозникĕсене пуçтарма тĕллев лартнă. Вĕсем вара ун чухне 280 арçынпа хĕрарăм шутланнă. Унчченрех колхозăн ĕç-хĕлĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене татса пама пухăва 70-80 çын е кăшт ытларахăн пуçтарăннă пулсан, хальхинче ку йыш влаçа пачах тивĕçтермен.
Халăха ял варринчи пĕчĕк клуба кĕртсе вырнаçтарайманран, пухăва çав вырăнти çерем çинче ирттернĕ. Ăшталанни сая кайман - сасăлама ирĕк пур 245 (!) çын, кун пекки ялта нихăш вăхăтра та пулман, килнĕ. Кунтах ял Совет депутачĕсем, коммунистсем, комсомолецсем те пулнă. Пĕрлех пухăва курма çывăхра пурăнакан тепĕр колхоз ĕçченĕсем те, ялти интеллигенци представителĕсем (учительсем, культурăпа медицина ĕçченĕсем...) пынă.
Сăкăтра пулакан пухăва районтан та пысăк "десант" аннă. Кун пекки нихăçан та пулман: иккĕн тан - райĕçтăвком председателĕ Варсонофиий Алексеевич Алексеев, кăштах маларах парти райкомĕн пай заведующийĕ, унтан секретарĕ пулнăскер, Пĕрлех ВКП(б) райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ Петр Тимофеевич Тимофеев, каярахпа парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса тăнăскер, килнĕ. Иккĕшĕ те - парти райкомĕн бюровĕн членĕсем. Советпа партин пысăк ертỹçисем кун пек çĕре пĕччен çỹремеççĕ. Вĕсемпе пĕрле - райĕçтăвкомпа парти райкомĕн яваплă работникĕсем, районти НКВД (милици) сотрудникĕсем.
Пухăва колхоз председателĕ, тăватă уйăх маларах кăна ертỹçе суйланă Андрей Петрович Мердин уçать.
Малалла ĕç-пуç пĕтĕмпех районтан хатĕрлесе килнĕ сценарипе аталанать. Унчченрех ирттернĕ пухусенче президиумра икĕ çын - колхоз председателĕ тата протокола чăвашла çырса пыма хутла пĕлекен тепĕр колхозник - ларнă пулсан, хальхинче самай пысăк ушкăна суйлаççĕ. Çичĕ çынна! Камсене тетĕр-и? Паллах, район пуçлăхĕсем Алексеевпа Тимофеев. Ялтан е вырăнтан - парти организацийĕн секретарĕ, ял Совет секретарĕ, комсомол организацийĕн секретарĕ, Мердин хăй, пĕр уй-хир бригадирĕ. Сумлă президиум пĕтĕмпех начальниксенчен тата арçынсенчен кăна ан тăтăр тесе икĕ ахаль çынна та кĕртнĕ. Пуху секретарĕ (протокола чăвашла, района кирлĕ çĕрте - вырăсла çыраканĕ) - Тестов комсомолец. Пĕтĕмпех малтан кабинетра туса хатĕрленĕ йыш.
Кун йĕркинче пĕр ыйту. Вăл вăрăм тата питĕ хăрушшăн илтĕнет - "Колхозри ĕç дисциплини шайĕ тата ĕç тивĕçĕсене хутшăнассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакан тата халăха (обществăна, ĕнтĕ) хирĕçле, харам пырла (паразит пек) пурнăç йĕркипе пурăнакансемпе кĕрешмелли мерăсем çинчен". Доклада колхоз председателĕ А.П.Мердин вуласа парать. Ун хыççăн халăха райĕçтăвком председателĕ Алексеев юлташ СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ халь хаççăн кăна, уйăх пуçламăшĕнче, июнĕн 2-мĕшĕнче, йышăннă Указĕпе паллаштарать. Унăн ячĕ кун йĕркин ыйтăвне питĕ çывăх - (О ВЫСЕЛЕНИИ В ОТДАЛЕННЫЕ РАЙОНЫ ЛИЦ, ЗЛОСТНО УКЛОНЯЮЩИХСЯ ОТ ТРУДОВОЙ ДЕЯТЕЛЬНОСТИ В СЕЛЬСКОМ ХОЗЯЙСТВЕ И ВЕДУЩИХ АНТИОБЩЕСТВЕННЫЙ ПАРАЗИТИЧЕСКИЙ ОБРАЗ ЖИЗНИ)
Репресси саккунĕ
Куратпăр ĕнтĕ, пухăвăн кун йĕрки пĕтĕмпех тенĕ пекех çак хăрушă Указ ятĕнчи сăмахсенчен тăрать. Район представителĕсем колхозри ĕç дисциплини епле пулса пынине сỹтсе явма кăна мар, çак Указа пурнăçлама хатĕрленсе тата ятарласа килни куç кĕрет паллă.
Пуху епле иртсе кайни çине куçиччен, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн çак Указĕпе тĕплĕнрех паллаштарас килет.
Вăрçă чарăнни виçĕ çул иртнĕ пулсан та ял хуçалăхĕнче лару-тăру питĕ йывăр пулнă. Колхозсем туса илекен продукцие патшалăх питĕ йỹнĕпе, чылай чухне хăй хаклăхĕнчен те пĕчĕкрех хакпа, туяннă. Çавăнпа колхозсем унăн умĕнче пысăк парăмра тăнă. Ĕç укçи тени питĕ пĕчĕккĕ. Килти хуçалăхра çитĕнтерекен выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкшĕн пысăк налуксем тỹлемелле. Заемсем туянмалла. Пахчари улма йывăççисемшĕн те хырçă пуçтарнă ун чухне. Вăрçăра халăх йышлă пĕтнĕрен ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен шучĕ те нумай чакнă. Вĕсем те колхозра ĕçлессишĕн çунман, ĕç минимумне тултарассишĕн тăрăшман.1946-1947 çулсенче тата çанталăк питĕ шăрăх тăнă, акнă-лартнă ял хуçалăх культурисем ĕнсе ларнă. Çĕршывра выçлăх хуçаланать. Çав вăхăтра кăна патшалăхра выçăпа 1,5 миллион çын вилнĕ тесе шутлаççĕ. Апла пулин те влаç ĕлĕкхи пекех, ялти хуçалăха çирĕплетме экономика майĕсемпе усă курас вырăнне хăнăхнă йăлапа çав-çавах команда-администраци меслечĕсене çеç çивĕчлетнĕ. Акă Украина ССРĕн ертỹçи Никита Хрущев 1946 çултах Сталин патне янă çырура ял хуçалăхĕнчи йывăр лару-тăру сăлтавне колхозсенче харам пырсем нумайланса кайнипе ăнлантарнă. Çавна май хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă тăваймаççĕ-мĕн. "Чылай колхозсенче уйрăм çынсем обществăлла усăллă ĕçе хутшăнасшăн мар. Вĕсем таса чунлă колхозниксен шучĕпе пурăнасшăн. Çав вăхăтрах колхоз паракан çăмăллăхсемпе туллин усă кураççĕ. Хăйсем вара колхоз ĕçне хутшăнмаççĕ, ун вырăнне спекуляци тăваççĕ, вăрлаççĕ, ханша туса сутаççĕ тата ытти те..", - пĕлтерет мĕнпур халăхсен ашшĕне Сталин юлташа. Украина компартийĕн пĕрремĕш секретарĕ, вăлах ВКП(б) Тĕп комитечĕн Политбюровĕн членĕ тата Сталинăн çывăх çынни Никита Сергеевич Хрущев çак ыйтăва татса пама "паха" сĕнỹ панă: "Колхозниксен пухăвĕсене ялти тỹрлетме пултарайман тата уйрăмах хăрушă преступниксене тата харам пырла элементсене Украина территорийĕнчен кăларса яма ирĕк паракан саккун йышăнмалла"!
Çак сĕнỹсене шута илсе СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ 1948 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче "О выселении из Украинской ССР лиц, злостно уклоняющихся от трудовой деятельности в сельском хозяйстве и ведущих антиобщественный, паразитический образ жизни" ятлă вăрттăн, халăхран пытарса, уççăн çырмасăр-пĕлтермесĕр Указ кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн вырăнти влаç Украинăри кирек мĕнле ял çыннине те сакăр çуллăха ялтан кăларса ярса аякри районсене, тĕрĕсрех каласан, Çĕпĕре ăсатма пултарнă. Историксем çак документа вăрçă хыççăн ял халăхне хăратмалли чи репрессиллĕ саккун тесе шутлаççĕ. Çакна пĕле тăркачах пулĕ, Сталин юлташ Указа ырланипе пĕрле "Пичетре çырмалла мар" тесе паллă тунă та.
Малтан ку саккун Хрущев ертсе пыракан пĕр Украина халăхне кăна пырса тивнĕ-ха. "Ырă" пуçарăва мĕншĕн малалла сармалла мар! Çак Указ хыççăнах Мускавра çакăн пекрех тепĕр документ хатĕрлеме сумлă комисси туса хунă, ертсе пыма Лаврентий Берияна çирĕплетнĕ. Паллах, ун йышне Никита Хрущев пуçаруçа та кĕртнĕ. Комисси вăхăта йĕм çĕтсе ларса ирттермен, тепĕр виçĕ уйăх иртсен, 1948 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче, куратпăр ĕнтĕ, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ аслă çĕршывăмăрăн кашни кĕтесне пырса тивекен "Ял хуçалăхĕнче ĕç тивĕçĕсене хутшăнассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакансене (злостно уклоняющихся) тата халăха хирĕçле харам пырла пурнăç йĕркипе пурăнакансене аякри районсене кăларса ярасси çинчен" ятлă Указ йышăннă тата ăна пурнăçа кĕртме май туса паракан документсене çирĕплетнĕ.
"Ялтан кăларса ярас..."
Районтан çырса панă докладăн малтанхи пайĕнче Чапаев ячĕллĕ колхозăн юлашки виçĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн тишкерсе тухнă. Унта чăнах та, мухтанмалли пĕр тĕслĕх те çук. Хуçалăх районта чи хыçалтисенчен пĕри шутланать. Ăна тата председательне районта ирттерекен пленум-сессисенче кашнинчех вирлĕн критиклеççĕ, районта тухса тăракан "Коммунизм байрагы" ("Коммунизм ялавĕ") хаçатра та тăтăш питлеççĕ. Колхозсен ĕçне тишкерекен сводкăсенче те Чапай колхозĕ кашнинче тенĕ пек чи кайра тăрать.
Ĕçе лайăхлатас тесе район ертỹçисем колхоз председателĕсене те тăтăшах улăштарса пăхаççĕ. Акă 1944 çултан пуçласа 1950 çулччен кăна Чапаев ячĕллĕ колхозра председательте çичĕ çын (!) ĕçлесе курнă. Ял çыннисем председателе те суйланасшăн пулман. Хăранă! Çав асăннă пуху вăхăтĕнчи председателе Мердин Андрей Петровича та ертỹçĕ пулма вăйпа тенĕ пекех лартса хунă. Вăл та нумай тăрайман.1949 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче е çулталăк çурăран, ун вырăнне Дмитрий Прохорова суйланă. Сакăр уйăхран унăн та колхоз пичетне урăххине пама тивнĕ.
Колхоз питĕ япăх ĕçлесе пыни, патшалăх умĕнчи тивĕçсене çителĕксĕр пурнăçлани, палăртнă плансене пурнăçлайманнин сăлтавĕ мĕнре тетĕр-и? Паллах ĕнтĕ, çỹлти влаç шучĕпе, çакă пĕтĕмпех ял çыннисем колхоз ĕçне хутшăнассинчен пăрăннинчен, ĕç минимумне пурнăçлассишĕн тăрăшманнинчен килет иккен. Влаçра ларакансен чĕлхипе каласан, уйрăм колхозниксем çын ĕнси çинче ларса, паразит пек юнне ĕмсе пурăнма хăтланаççĕ. Апла пулсан, ун пек çынсенчен хăтăлмалла та хăтăлмалла! Пĕр шелсĕр! Мердин председатель хăйĕн докладĕнче ун пек "харам пырсене" чылай асăнать. Сакăр çын пирки вара тата та уйрăм чарăнса тăрать.
Кусенчен те хăрушраххисем - çирĕм çиччĕри Василий Матвеевич Прохоров тата качча та кайман вăтăр виççĕри хĕр Анна Емельяновна Мнейкина. Мĕн туса пысăк çылăха кĕнĕ-ха вĕсем Сăкăт халăхĕ тата Чапай ячĕллĕ колхоз ĕçченĕсен умĕнче? Акă мĕн çырса пĕлтернĕ пуху протоколĕнче вĕсем пирки айăплас тесе. Текстне пĕр улăштармасăр илсе кăтартатăп:
"Прохоров Василий Матвеевич, 1921 çулта çуралнă, рядовой колхозник пулса ĕçлет, партире тăмасть. 1946 çулта бригадăри ĕçсене салатса янăшăн бригадиртан кăларнă.1948 çулта халиччен пурĕ те 19,8 ĕçкунĕ кăна тунă. Эпир пурте пĕлетпĕр, вăл аманса пĕтмен, армире служит туман. Вăй питти çын. Хальхи вăхăтра колхозра пачах ĕçлемест, урăх çын патĕнче платникре ĕçлесе çỹрет тата хăйшĕн Чиркин лесник патĕнче ĕçлет. Прохоров Василин арăмĕ те колхозра ĕçлемест. Ĕçкун тумаллли минимума тултарман пулсан та Прохоров Васили 0,25 га улма пахчипе усă курать. Вăл государство умĕнчи парăмсене пурнăçлама пуçăнманпа пĕрех. Сăмахран, сĕт 150 литр вырăнне пĕр литр та паман. 50 çăмарта та паман".
"Мнейкина Анна Емельяновна, 1905 çулта çуралнă, рядовой колхозница. Партинче тăмасть, пĕччен пурăнать. Колхоза 1942 çулта кăна кĕнĕ. Вăйпитти çын пулсан та 1946 çулта 59 ĕçкунĕ, 1947 çулта 79 ĕçкунĕ кăна тунă. 1947 çулта çур çул иртнĕ пулсан та 6,8 ĕçкунĕ анчах тунă. Хальхи вăхăтра колхозра пачах ĕçлемест. Патшалăх умĕнчи парăмсене халиччен те пурнăçлама пуçламан. Йĕркене пăсакан (дезорганизациллĕ) ĕç туса пырать". Унчченхи "çылăхĕсене" те аса илнĕ: "кулак çемьинчен тухнă, ашшĕне Емельян Мнейкина 1930 çулта çĕр арендаторĕ тесе айăпланă (раскулачен). 1937 çулта çуралнă Вениамин шăллĕ тарса çỹрет, ăна контрреволюциллĕ ĕç-хĕлпе çыхăннă тесе шутлаççĕ. Мнейкина Анна 1943-1944 çулсенчен районти финанс пайĕнче финагентра ĕçленĕ чухне единоличниксен тупăшĕсене пытарса кăтартнăшăн ĕçрен хăтарнă. 1946 çулта вара спекуляци тунăшăн ултă уйăха ĕçлесе юсанмалла тунă. Халĕте спекуляципе тупăш тăвать".
Председатель докладне вĕçленĕ хыççăн райĕçтăвком ертỹçи Алексеев сăмах илнĕ. Вăл шăпах çакăн пек çынсене СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ халĕ кăларнă Указпа килĕшỹллĕн айăплама май пурри çинчен каласа кăтартать. Çĕнĕ йĕрке тăрăх, следстви ирттерсе суд туса тăмалла мар. Ялтан кăларса çĕршывăн аякри кĕтесĕсене ăсатас тесен, малашне ял е колхозниксен пухăвĕн йышăнăвĕ кăна кирлĕ. Çакă общество приговорĕ (общественный приговор) шутланать. Пухăва халăхăн е колхозниксен пысăкрах пайĕхутшăнмалла. Йышăнăва уççăн, алă тăратса кăлараççĕ. Паллă ĕнтĕ, кунта та сасăлакансенчен ытларах пайĕ кăна кирлĕ. Çавă çеç. Ссылкăна сакăр çуллăха яраççĕ. Колхозниксен пухăвĕн йышăнăвне пĕр эрне хушшинче районти ĕç тăвакан комитетра пăхса тухса çирĕплетеççĕ. Ăна вара нимле суд та, нихăш прокурор та улăштарма пултараймасть. Айăпланнă çын хăйĕн ĕçне çĕнĕрен пăхса тухас ыйтăва пилĕк çул иртсен кăна çĕклеме ирĕкĕ пур.
Районти влаç тăрăшни харама кайман. Чапаев ячĕллĕ колхозри пухура тухса калаçакан активистсем пурте СССР Верховнăй Совет Президиумĕн указĕ питĕ вырăнлă пулса тăнине ырлаççĕ, колхоз ĕçне хутшăнман "харам пырсене" чунтан сивлеççĕ, уйрăммăн илсен, Василий Прохоровпа Анна Мнейкинана ялтан Çĕпĕре ссылкка яма ыйтаççĕ. Паллах, "демократиллĕ" сасăлав та ирттереççĕ. Пухури пĕтĕм халăх, темиçе çынна шута илмесен, çак икĕ колхозника аякри регионсене кăларса яма алă çĕклет. В
асилий Прохоровпа Анна Мнейкинана пуху хыççăнах милиционерсем хăрушă вăрă-хурахсене тытнă пек арестлеççĕ те районти КПЗна кайса хупаççĕ. Мĕскĕнсем тăванĕсемпе те, çемйисемпе те çын пек сывпуллашса юлаймаççĕ.
Тепĕр виçĕ кунтан, 1948 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел ( ун чухне - Чкаловски районĕ) ĕççынни депутачĕсен район Совечĕн ĕçтăвкомĕн ларăвĕнче Сăкăт ял Совечĕ тăратнă ыйтăва пăхса тухса Сăкăтри Чапаев ячĕллĕ колхоз членĕсем июнĕн 29-мĕшĕнче ирттернĕ пухура Василий Матвеевич Прохоров колхозника тата Анна Емельяновна колхозницăна çĕршывăн аякри районĕсене кăларса ярас пирки йышăннă обществăлла приговора çирĕплетет. Ку вăл юлашки решени.
"Халăх тăшманĕ" е айăпсăр айăплисем
Мĕн туса çакăн пек влаçпа халăх айăплавне тивĕç пулнă-ха икĕ пин çын пурăнакан Сăкăт ялĕнчи пĕр колхозникпа пĕр колхозница? Коллективлă хуçалăхсем тунă çулсенче кулак тесе нумай çынна пĕтерни паллă-ха.1937 çулта Сăкăтран революцине хирĕçле кулакла организаци туса хунă тесе 18 çынна тытса кайни, суд туса тăваттăшне персе пăрахни, ыттисене сакăр çултан пуçласа вунă çул таранччен тĕрмене хупни, яла каялла виççĕшĕ кăна таврăннине те пĕлетпĕр темелле. Анчах халĕ 1948 çул пырать. "Кулаксен" темиçе ăрăвне кăкланă, контрреволюционерсем те çук халĕ. Вăрçă чарăнни те виçĕ çул иртнĕ темелле. Çук çав, халăх тăшманĕсем хальхи саманара та пур-мĕн.
Чăннипе кам пулнă-ха вĕсем? Шел те, Анна Емельяновна Мнейкина шăпи пирки ним те пĕлеймерĕм. Хăй тахçанах çĕре кĕнĕ. Ялтан тухса кайнă хĕрĕпе ывăлне те шыраса тупса пулмарĕ. Прохоровпа вара ĕç-пуç самай ăнчĕ тесен те юрать. Патăрьелĕнче унăн аслă ывăлĕпе икĕ хĕрĕ пурăнаççĕ. Иван Васильевич Прохоров патĕнче вара чылай документпа асаилĕвĕ упранса юлнă. Ашшĕне хăйне те вăл лайăх астăвать.
Василий Матвеевич Прохоров 1921 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче Сăкăт ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Вĕсем пĕр тăвансем ултă ывăл çитĕннĕ. Васили вара пиллĕкмĕш пулнă. Ялти çичĕ класс вĕренмелли шкул пĕтернĕ хыççăн вăл тăван килĕнче колхоза кĕмен ашшĕне ял хуçалăх ĕçĕсене тума пулăшса пурăннă. Сăмах май, колхозсем йĕркеленме пикениччен Прохоров Матвин килĕнче кăна виçĕ лаша (икĕ кĕсре те пĕр ăйăр), икĕ ĕне, пушмак пăру, самăртмалли вăкăр, 20-25 сурăх тытнă.
(Малалли пулать)
Ноябрь 2024 |