"Ĕçĕм çынна юрăхлă пулни савăнтарать",- тет "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" учрежденийĕн муниципалитетри пайра тăрăшакан Светлана Кошкина (сăн ỹкерчĕкре) карьера консультанчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 2023 çулхи ĕç ỹсĕмĕпе "Професси тĕлĕшпе чи лайăххисен" конкурсĕнче "Социаллă сферăн чи лайăх ĕçченĕ" ята пани çакна тепĕр хут та çирĕплетет.
30 çула яхăн тăрăшать Светлана Петровна кунта. Центра пыракан кирек кампа та кăмăлтан калаçать. Унсăрăн епле пултăр. Кашни çын вĕсем патне ыйтупа пырать-çке. Пĕри ĕç шырать, вакансисем пуррипе интересленет. Тепри хушма професси илесшĕн. Вĕренме каймалли условисемпе паллашасшăн. Виççĕмĕшĕ тата урăх ыйту татасшăн. –
Савăнăçа пайлама килекен сахал чăнах та пирĕн пата. Предприяти-организаци реструктуризацие лексен çул хывакансем пур. Камăн-ха ĕçсĕр тăрса юлас килтĕр? Ĕç - пурнăç тыткăчи. Пурин те çемйи, ачисем пур,- май пур таран пулăшма тăрăшатпăрах. Акă кăçал 21 çынна механизатор, котельнăй операторĕ, хуралçă пулма вĕрентнĕ,- тет калаçăва малалла тăсса специалист.
Кирлĕ специальноçа илме хушма професси паракан "Нива" вĕрентỹ центрĕпе çыхăну тытни пулăшать. Ялсенче пурăнакансем çĕрпе ĕçлеççĕ. Килсерен техника пур.
Ĕç шыракансене ярмаркăсем ирттернĕ çĕре явăçтарни те витĕм кỹретех. Çамрăксене наставниксен çумне çирĕплетни хăйĕн "çимĕçне" парать. Сусăрсем те тимлĕхре муниципалитетра. Вĕсене вăй-халне кура сĕнеççĕ ĕç. Ĕçлекен предприяти-организаци ертỹçисемпе çыхăнура пулни пулăшать кун пек чухне.
14-18 çулхи ачасене вара каникул вăхăчĕсенче ĕçпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Хирти Пикшикри, Тутар Сăкăтĕнчи, Сăкăтри, Шăнкăртамри пĕрремĕш тата Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулсенче ĕç лагерĕсем ĕçлерĕç. Вĕсем территорие тирпей-илем кĕртме, библиотекăсенчи кĕнекесене юсама тата ытти çĕрте пулăшрĕç.
Центра ытларах аслă çулхисем пыраççĕ. Вĕсем аякри вырăнсене ĕçлеме каясшăн мар, паллах. Тепĕр чухне фермерсем вĕсене кăмăлтан йышăнаççĕ.
Пĕрле ĕçлекен специалистсемпе ыйту хуравне тупни те сахал мар пулать Светлана Кошкинăн. Ытларах чухне вăл Ирина Кошкинăпа канашлать. Ĕçе маларах вырнаçнă унран Ирина Петровна.
- Кирек хăçан та пулăшма хатĕр ĕçтешĕм. Ăна пулах эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн центра вырнаçса тĕплентĕм. Ырă сĕнỹсем нумай парать,- тет Светлана Петровна.
Килте те çаврăнăçуллă хĕрарăм. Шел, мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлнă. Ачисене вĕрентнĕ чухне çынран юлмасăр пахчи-пахчи севок, сухан вăрлăхĕ, кишĕр, ытти культурăсем çитĕнтеретчĕ. Картиш тулли чăх-чĕп ỹстерме ỹркенмест. Кăçал та хур тата бройлерсем çитĕнтернĕ.
Ачаран ĕçе хăнăхнă вăл. Амăшĕ Туçари çăкăр пекарьнинче ĕçленĕрен, кỹршĕ яла ирпе ирех утнă. Механизаторта вăй хунă ашшĕ каллех хĕвелпе пĕрлех колхоз уй-хирне тухнă. Çитĕнсе пынăçем килти ĕç вара ачисем çине тиеннĕ.
Çамрăк кукамай Светлана Петровна. Яла качча тухнă Алина хĕрĕн икĕ ача. Асли ун çумĕнчен хăпасшăн та мар. Çĕр тĕрлĕ ыйтăва хуравлама ыйтать.
"Пурнăçра тата мĕн кирлĕ",- тесе ыйтакансене Светлана Кошкина яланах "сывлăх" тесе хуравлать. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Килĕшекен ĕçĕ пур. Хисепĕ ỹссех пырать. Çурт-йĕр тĕреклĕ, капмар. Юратнă хĕрĕсем аякра пурăнмаççĕ. Вĕренсе тухса ĕçе вырнаçнă.
"Пурнăç урапи малалла çаврăнать. Кашни çыншăнах вăл тикĕссĕн пытăрах", - тет професси ăсти.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |