Ĕçĕ пур-ха, анчах вăй хурас текен сахал...

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2024, 19:56 Просмотров: 147

Муниципалитетри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтернĕ тăрăх, паяна "Исток", "Батыревский", "Труд" ял хуçалăх предприятийĕсенче, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалта, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче, Патăрьелĕнчи тĕп больницăра, шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнче вăй хуракансем кирлĕ. Тĕлĕнмелле пек, ĕçĕ пур, анчах вĕсенче тăрăшас текенсем çук. Çамрăксем ытларах хулара тĕпленме тăрăшни, ялсем ватăлса пыни те çакăнта витĕм кỹрет паллах.

 Пĕр 20 çул каялла çеç полицие вырнаçасси пирки нумайăшĕ ĕмĕтленме те пултарайман. Çирĕп комисси витĕр тухасси хăйех мĕне тăнă! Вырăн та пулман. Паян салтакран килнĕ яшсене чĕнеççĕ, тĕрлĕ çăмăллăх сĕнеççĕ, пĕрех форма тăхăнас текен сахал. Те яваплăх пысăкки хăратать, те Мускава, Чулхулана е тата ытти хуласене кайса ĕçлесен лайăхтарах тесе шухăшлаççĕ - калама хĕн.

 Ял хуçалăхĕпе хăйсен пурнăçне çыхăнтаракан та нумай мар.

- "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалта паяна тăватă ĕç вырăнĕ пур: сысна пăхакан икĕ оператор, слесарь тата инженер. Вăтам шалу 45 пин тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне уявсенче премисем, кучченеçсем паратпăр, çавăн пекех чи маттуррисем кĕпе-йĕм çумалли машинăсене, холодильниксене тивĕçеççĕ. Сывлăхĕсене çирĕплетме Зеленодольскинчи профилакторие яратпăр. Халăха ĕçлеме те, канма та условисем туса пама тăрăшнă, анчах пĕрех килме васкамаççĕ.

 Вăй хумасăр ниçта та укçа памаççĕ, çакна темшĕн ăнланмаççĕ. Пирĕн патăртан пăрахса Мускава кайса пăхакансем те пулчĕç, вĕсем те пĕрер вахта хыççăн каялла вырнаçрĕç.

Çамрăксем хушшинче ĕçлеме васкаманнисем нумаййи ачасене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарманнипе те çыхăннă тесе шухăшлатăп. Юлашки çулсенче вĕренекенсен доска тасатма та юрамастчĕ, çакă тĕрĕс мар тетĕп. Эпир шкулта ăс пухнă чухне урайне те, парттăсене те çунă, кĕркунне хуçалăха çĕр улми кăларма кайнă. Çулла утă пуçтарнă, - тет филиалăн директорĕ Александр Владимиров.

 Хăвана çамрăкла авмалла, тенĕ мĕн ĕлĕкех ваттисем. Çитĕнекен ăрăва тỹрĕ пилĕклентерсе ỹстерни ырă тумасть. Вырăссен паллă педагогĕ Антон Макаренко та ачасене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтармаллине, яваплăха туйма вĕрентмеллине палăртнă.

Укçа хальхи саманара кашни утăмра кирлĕ - газшăн, электричествăшăн уйăхсерен татăлмалла, апат-çимĕç, тумтир туянмалла, ачасем валли те пай кăлармалла... Ĕçлемесен нухратне ăçтан тупмалла-ха? Ачасене патшалăх пулăшать-ха, анчах вăл аслисем валли мар. Çулла севок кăларнă, пухнă çĕре хутшăннипе çулталăк пурăнма та май çук. Килти ĕне-выльăхран кĕрекенни те нумай теейместĕн. Çулсем шунине, пенси çулне каймалли вăхăт сисĕнмесĕрех çывхарнине те шута илмелле пек. Паян вăй хумасан кайран ачасен куçĕнчен пăхмалла пулмĕ-ши?

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика