Ĕçчен, маттур çынсем районта чылай. Вĕсен шутне Турханти Осиповсене те кĕртес килет. Çемье чăннипех та канăçлăх мĕнне пĕлмест. Эпир вĕсем патне пынă чухне те пушă марччĕ, апла пулин те ăшă кăмăлпа, тарават кĕтсе илчĕç, фермер хуçалăхĕ пирки каласа пачĕç.
- Мăшăр çемйинче аслă ывăл пулнă май эпир уйрăлса тухрăмăр, пире пăянам ун чухне ĕне парнелерĕ. Çавăнтанпа выльăхсăр пĕр кун та пурăнман. Ĕне-выльăх шучĕ 10-ран кая пулса та курман пуль. Çурт-йĕр çавăрма укçи те сахал мар кирлĕрен сыснасем те самăрлатса какая ăсатнă. Хур-кăвакал та чылай усранă, вĕсене те хамăра кирлинчен ытлашшине сутнă. Кăçал çеç районта чăх-чĕп грипне тупнăран туянмарăмăр. Кĕрĕк арки йăваланипе укçа кĕмест- çке. Упăшкан алли ылтăн, тума пĕлмен ĕçĕ çук. Вăл Мускава та вăй хума çỹрерĕ, анчах унта та пире пит кĕтсех тăмаççĕ. Пĕрле шухăшларăмăр та, выльăх ытларах усрама, фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытрăмăр, - тесе пуçларĕ калаçăвне Елена Николаевна. Çапла вара Осиповсем кăçалхи март уйăхĕнче фермер хуçалăхĕ туса хунă. Паян вĕсен 5 ĕне, 10 вăкăр, икĕ тына. Хĕлле 29 пуçах çитнĕ, анчах халь мунча тума пуçăннăран хăшне-пĕрне сутнă. Сăмах май, витере выльăхсем пур пулсан та таса та тирпейлĕ. Чĕлхесĕр янаварсене юратса пăхни çакăнтан та сисĕнет. Сăмаха малалла тăсса çакна та палăртса хăварас килет: Е. Осипова ĕнесене пушмак пăрусенчен тума юратать. Кун пек чухне вĕсене алла хăнăхтарма çăмăлраххине пĕлтерчĕ.
Нумай выльăхпа ĕçлеме техника кирлĕ. Ăна туянма укçи-тенкине çитерме йывăртарах. Патшалăх фермер ĕçне пуçăнакансене грант панине шута илсе вĕсем ятарлă программăна хутшăнма шут тытнă. Маларах Е. Осипова "Фермер ĕçне пуçăнакан" курсра хăйĕн пĕлĕвне анлăлатнă. Телей тени вĕсен енче пулнă: комисси Осиповсен бизнес-планне ырланă, 3 млн тенкĕ пама йышăннă.
Патшалăх паракан пулăшупа Виктор Григорьевичпа Елена Николаевна МТЗ-82.1 маркăллă трактор, прицеп тата кăкарса çỹремелли ытти агрегатсене туяннă. Унччен утă çулма, пухма, арендăна илнĕ лаптăка сухалама çынсенчен ыйтмалла пулнă пулсан халь хăйсен вăйĕпех пурнăçлаççĕ. Паллах, пĕтĕм ĕçе пĕччен е иккĕн çеç тума çук, йыш ытларах кирлĕ чухне тăванĕсене те чĕнеççĕ. Тăван тăварпа пиçнĕ тесе ахальтен каламаççĕ, вĕсем çывăх çыннисене хирĕçлемеççĕ. Ачисем те яланах ашшĕ-амăшĕпе юнашар.
- Пирĕн виçĕ ача: Стас, Ксения тата Степан. Асли Шупашкарти В. Ярды ячĕллĕ спорт училищинчен вĕренсе тухрĕ. Кĕçĕннисем Турханти вăтам шкулта ăс пухаççĕ. Чи пĕрремĕш пулăшакансем шăпах вĕсем. Кашнийĕ хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, хушса тăмалла мар. Ытти чухне те - пахча çумламалла, çырла татмалла - яланах хамăрпа юнашар. Каçхине выльăхсене пăхма та эртельпех тухатпăр, - тет калаçăва малалла тăсса Е. Осипова.
Бизнес-планпа килĕшỹллĕн Осиповсен ĕне-выльăха 38 пуçа - 27 ĕнепе 11 вăкăр - çитермелле. Патшалăх панă укçапах çывăх вăхăтра пушмак пăрусем туянма палăртаççĕ. Кĕтĕве çỹретме тата выльăх апачĕ хатĕрлеме çĕр те арендăна илнĕ.
Фермерсен çемйинче килĕшỹпе ăнлану хуçаланни сисĕнчĕ, пур ĕçе те мăшăр пĕрле канашласа пурнăçлать. Хуçалăхра арçыннăн вăйлă аллисĕр, хĕрарăмăн тăрăшулăхĕсĕр малалла кайма çуккине Виктор Григорьевичпа Елена Нколаевна лайăх ăнланаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |