Вăхăта чатăр карса та чарма çук тени тĕрĕсех çав. Тин анчах çурхи ĕçсене тивĕçлĕ шайра ирттересси пирки канашлу пулнăччĕ, унтанпа, ав, çулла та кĕрпе улшăнчĕ. Хирсем пушаннăран техника сасси те илтĕнмест. Паян, ноябрĕн 9-мĕшĕнче, районти ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Апла пулсан ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме те вăхăт, çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Л. Кузнецовпа тĕл пултăмăр.
- Леонид Валерьевич, кĕрхи кун кĕлтеллĕ, теççĕ. Пирĕн районшăн çаплах-ши?
- Кăçал районĕпе 33636 гектар çĕрпе усă курнă, унтан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 16042 гектар йышăнчĕç. Хиртен йăлтах пухса кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле 42695 тонна тыр-пул пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан - 26,6 центнер. Кăтарту пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. Шăпах тырă пĕрчисем тулнă вăхăтра çанталăк типĕ те шăрăх тăчĕ, çавна май вĕсем сарăлса çитеймесĕрех типрĕç. Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерствипе тунă килĕшỹ тăрăх, пирĕн 40 пин тонна тыр-пул пухса кĕртмеллеччĕ, палăртнă тĕллеве пурнăçларăмăр.
Темĕнле тăрăшсан та хăш-пĕр чухне эпир шухăшланă пек пулса пымасть. Кăçал çĕр улмин тухăçĕ пит савăнтармасть. Çумăр çуманран вăтам тухăç пĕр гектартан 142,3 центнер çеç пулчĕ. Çанталăка хирĕç каяймастăн. Кашни ăсмассерен салма лекмест вĕт.
- Республикăри пахча çимĕçĕн мĕн пур тухăçĕн 25 процентне пирĕн ра- йонта туса илеççĕ...
- Çапла. Патăрьелсем яланах пахча çимĕç çитĕнтерессипе ăнăçлă ĕçленĕ. Уйрăмах сухан вăрлăхĕ - çевок - ỹстерессипе аван тăрăшаççĕ. Сăмах май, кăçал унăн лаптăкĕ 319 гектар йышăннăччĕ, тухăçĕ пĕр гектартан 106,2 центнер пулчĕ. Хакĕ пирки начар тесе калаймастăп: хальхи вăхăтра 50-60 тенкĕпе сутаççĕ.
Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, сухан ỹстерессипе те Юхмапа Пăла тăрăхĕ маттур. Тĕрĕссипе, ял халăхĕ кам та пулин пулăшасса, килсе ĕçлесе парасса кĕтмест. Пахча çимĕçе çуллах, хакĕ пур чухне, сутма пуçлать.
Рентабельлĕ культурăсенчен пĕри вăл - сахăр кăшманĕ. Районĕпе тымар çимĕç 410 гектар пулнă пулсан "Исток" агрофирмăра вăл - 300, "Колос" хуçалăхра 110 гектар йышăннă.
- Ака вĕçленсен йĕркелекен уй-хир тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче хуçалăх ертỹçисем пирĕн тăрăхра кĕрхи культурăсем ăнса пулнине палăртрĕç.
- Чăнах та, кĕрхисен тухăçĕ çулленех тенĕ пек пысăк, хăш-пĕр хуçалăхра пĕр гектартан 40 центнера яхăн та тухать. Кăçал кĕр типĕ килчĕ пулсан та районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем кĕрхи культурăсене 5500 гектар акса хăварчĕç. Вĕсем лайăх хĕл каçасса шанса тăратпăр.
- Ял хуçалăхĕнче кашни отрасль пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Леонид Валерьевич, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре кăтартусем еплерех-ши?
- Районĕпе хальхи вăхăтра 19847 пуç ĕне-выльăх, вăл шутран 8359 ĕне, 16900 пуç сыснана, 9 пин ытла качакапа сурăха шута илнĕ. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен лайăхрах. Сăмах май, республикăра та пирĕн район выльăх-чĕрлĕх йышĕпе малта пырать. Çулталăк пуçланнăранпа 7 пин тонна ытла (111,1 процент) аш-какай, 38 пин тонна (103 процент) сĕт сунă. Сăвăм "Труд", "Исток", "Красное знамя", "Батыревский" хуçалăхсенче, Р. Алеев, Н. Елисеева, Р. Бикчурин, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕсенче пысăк.
- Йышлă выльăха хĕл каçарма апат та чылай кирлĕ.
- Пĕтĕмĕшле илсен выльăх апачĕ енчен йывăрлăхсем пулмалла мар. Çумăр çуманран утă иккĕмĕш хут çулнă чухне пĕрремĕшĕнчен чылай сахалрах тухрĕ. Йышлă выльăх тытакансем сенаж ытларах хатĕрлеме тăрăшрĕç. Ăна районĕпе 21 пин тонна е кирлинчен 27 процент нумайрах янтăланă. Утă - 8245 тонна (100 процент), силос 17,9 пин тонна (100 процент) пур.
- Леонид Валерьевич, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене уявпа саламланă май мĕн суннă пулăттăр?
- Ял хуçалăхĕнче вăй хума нихăçан та çăмăл пулман, çавна май çак отрасльте тăрăшакансене пурне çирĕп сывлăх сунатăп. Çитĕнỹсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хăват пултăр. Килĕшỹре - вăй, теççĕ. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурасчĕ. Ветерансене вара пире вĕрентсе пынăшăн, ырă канашсемшĕн пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Ольга ПАВЛОВА калаçнă
Ноябрь 2024 |