Аталану çулĕпе - çирĕп утăмпа

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2024, 21:10 Просмотров: 346

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Шăнкăртам территори пайне икĕ ял - Шăнкăртам тата Кзыл Камыш - кĕреççĕ. Вĕсем кашни çул çĕнелсе, капăрланса, пуянласа пыни куç кĕрет. Юлашки виçĕ çулта вара çак хутлăхра уйрăмах халăха пурăнма хăтлă услови туса парас тĕллевпе чылай пархатарлă ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра Раççейре 2024 çулхи рейтинг кăтартăвĕпе тăххăрмĕш вырăнта тăракан Шăнкăртам ялĕн аталанăвĕ, Кзыл Камышри ырă улшăнусемпе кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ Шăнкăртам территори пайĕн пуçлăхĕпе Марат Минсеитович Айзатулловпа тĕл пулнă, халăх пуçарăвĕпе, республика, федераци программисемпе усă курса хута кайнă объектсем, вырăнти территори пайĕ çамрăксене яла хăварас тĕллевпе пурнăçланса пыракан ыйтусем пирки калаçу пуçарнă.

 - Марат Минсеитович, муниципалитет округĕнчи Шăнкăртам территори пайĕ йышĕпе пĕчĕк мар пулин те аталану çул-йĕрĕпе илес пулсан пуриншĕн те кăтартуллă. Çулсеренех тĕрлĕрен социаллă объектсем, производство цехĕсем, управсем тата ытти те хута кайни, çĕнĕ урамсенче хитре те капăр, капмар çуртсем йышланса пыни савăнтарать те, тĕлĕнтерет те. Шăнкăртамра миллионерсем çеç пурăнаççĕ тейĕн...

- Çук, паллах. Пирĕн тăрăхра та тĕрлĕрен условинче пурăнакан пур. Çапах та çакна палăртса хăварасшăн. Территори пайĕнче пурăнакансем ял аталанăвĕшĕн, малашлăхĕшĕн, çемьене упрасассишĕн, ырă йăла-йĕркене малалла тăсассишĕн, çав вăхăтрах çамрăксене тăван тăрăхрах юлма услови туса парассишĕн пурте пĕр çын пек кар тăрса тăрăшаççĕ.

 - Чăваш Республикинче халăх пуçарăвĕн программи вăя кĕнĕ хыççăн ялта уйрăмах куçа илĕртекен ырă улшăнусем хăпартлантараççĕ. Кун пирки Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Шăнкăртамра пулнă хыççăн та ял хастарĕсем, фермер хуçалăхĕсемпе предпринимательсем тĕрлĕрен грантпа уçакан объектсене ырласа вĕсен çаврăнăçулăхне пысăк хак панăччĕ...

 - Çапла, ку тĕлĕшпе территори пайĕнче кăтартуллă ĕçсем сахал мар. Акă, 2015 - 2023 çулсенче ялăн социаллă инфратытăмне çĕнетме 500 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ хывнă! Юлашки пилĕк çулта 10,2 çухрăм автоçула йĕркене кĕртнĕ. Сăмах май каласан, территори пайĕнчи урамсенче тăсăлакан 57 çухрăм çултан 17-шне асфальт сарнă. Ку тĕлĕшпе хальхи вăхăтра шăпах пуçару бюджечĕпе çулсеренех тухăçлă усă куратпăр. Иртнĕ çул Ямашев (1,1 çухрăм), Кооперативная (1,2 çухрăм) урамсене çул сартăмăр. Маларах ялсенче сахал куçăмлă автомобиль çулĕсене юсамалли республика программипе Чебоксарская урама 2292 метр асфальтпа çыхăнтарнă, "Ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли" федераци программипе биокаяшсене тирпейлекен цех патне пыракан çула 2,3 çухрăм тирпейленĕ тата ытти те. Ял çыннисем хăйсен урамне, тăкăрлăкне пуçарулăхпа тирпей-илем кĕртме хастарлăх кăтартни паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварасшăн.

Çапла, территори пайĕнче пĕчĕк бизнес, фермер хуçалăхĕ, предпринимательлĕх вăйлă аталанса, вăй илсе пырать. Паянхи куна Шăнкăртамра çеç выльăх пусса тирпейлекен 17 пункт, тĕрлĕрен цех ĕçлет. Юлашкине шăпах Çĕнĕ çул умĕн уçрăмăр. Çывăх вăхăтра сыр туса кăларакан производство цехĕ те ĕç шавĕпе тулĕ. Иртнĕ çул патшалăх паракан пулăшу программипе 60 ытла çын хăйсен ĕçне уçнă, выльăх туяннă.

Ял территорине аталантарас тĕллевпе Шăнкăртамра граждансен пуçарăвĕпе "Халăхсен туслăхĕ" çамрăксен паркĕ, пушар машинисен ăшă гаражĕ хута кайнă, масарсен картисене çĕнетнĕ, унти территорисене хăтлăх кỹнĕ. Обществăлла инфратытăма аталантармалли республика программипе автомобиль çулĕсене юсанă, урамсене çутăпа тивĕçтернĕ, ача-пăчан çĕнĕ лапамĕсене уçнă тата ытти те.

Унсăр пуçне ял çыннисем, уйрăмах çамрăксем, çулсеренех çĕнĕ çурт-йĕр тăваççĕ, ăна хута ярас тĕллевпе хавхаланса тăрăшаççĕ. Акă, 2022 çулта ялта 2869 тăваткал метр пурăнмалли çурт ĕçе кĕнĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту икĕ хута яхăнах ỹснĕ. Çак тĕслĕх Шăнкăртамсем тăван яла юратнине, ашшĕ-амăшне хисепленине, ырă йăла-йĕркене тĕп вырăна хунине тепĕр хут çирĕплетсе парать.

- Марат Минсеитович, сирĕн Шăнкăртам территори пайĕ Чăваш Республикинче ял пурнăçне хăтлăлатас, ĕç тухăçлăхне тата ĕçпе тивĕçтерес, çитĕнекен ăру валли кирлĕ услови туса парас тата ытти тĕллевпе пурнăçа кĕрсе пыракан наци проекчĕсемпе чăнах та тухăçлă усă курса пырать. Юлашки çулсенче ял илемне пуянлатакан хăш-пĕр объексене асăнса хăварăр-ха.

- Социаллă учрежденисенчен хальхи вăхăтра ялта икĕ вăтам шкул. "Вĕрентỹ" наци проекчĕн пулăшăвĕпе пĕрремĕш вăтам шкул зданийĕ çумне 120 вырăнлă виçĕ хутлă хушма çурт хăпартнă тата тĕпрен юсанă хыççăн вĕрентỹ учрежденийĕнчи условисем хуларинчен пĕрре те кая мар. Шкула хирĕçех пысăк стадион хута кайрĕ. Унпа çулла шкул ачисем çеç мар, ялти çамрăксем те усă кураççĕ. 2021 çулта "Шкул çулне çитмен вĕрентỹ организацийĕсене тĕпрен юсасси" регион проекчĕпе ялти "Ромашка" ача садне те юсаса çĕнетнĕ. Шăпăрлансемшĕн кунта мĕн пур услови çителĕклĕ.

 "Сывлăх" наци проекчĕпе Шăнкăртамра икĕ ФАП уçăлнă, пĕр врач амбулаторийĕ ĕçлет. Нумай пулмасть çеç Кзыл Камышра та фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Сăмах май каласан, çывăх вăхăтра Шăнкăртамри Хĕвеланăç микрорайĕнĕнчи Луговая урамра тепĕр ФАП та уçма палăртнă.

Мăсăльман тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем валли Шăнкăртамра çичĕ, Кзыл Камышра пĕр мечĕт, Чăваш Республикинчи тĕн управленийĕ, "Гулистан" медресе пур. Вĕсем хальхи вăхăтра çамрăксене патриотла, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен кирлĕ воспитани парас, кăмăл-сипет тĕлĕшпе ырă ĕçсем тума, аслисене хисеплеме вĕрентес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса пыраççĕ. Пĕрлех территори пайĕнчи аксакалсен Общество канашне, хĕрарăмсен обществăлла организацине те ырăпа палăртса хăварас килет.

 - Территори пайĕнчи çитĕнỹпе ăнăçу, тĕрлĕрен программăна кал-кал пурнăçа кĕртесси чăн малтанах вырăнти влаç халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленинчен килет. Пурнăçланă ĕçсен хакĕ пысăк, паллах. Çапах та çакă территори пайĕшĕн чикĕ мар. Çывăх вăхăтра ялсен инфратытăмне çĕнетес тĕлĕшпе пурнăçлама палăртнă ĕçсене те каласа хăварăр-ха.

- Пирĕн территори пайĕ лаптăкĕпе те, йышĕпе те пысăк. Урамĕсем те йышлă. Вĕсене пурне те çутăпа тивĕçтересси, урамсене хăтлăлатасси, хамăр пурăнакан вырăнсене тирпейлĕ тытасси - тĕллевсенчен пĕри. Çамрăксене хăтлă çурт-йĕр çавăрма пулăшасси, çĕнĕ объектсем уçасси, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерсси те кашни çулах пулса пырать.

 - Марат Минсеитович, тавах сире калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă.

Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.

Пĕлме тата кĕскен

o Шăнкăртам - Чăваш Республикинч чи пысăк ял. 2024 çулхи январĕн1-мĕшĕ тĕлне кунта 5937 çын пурăнать, 2110 хуçалăх.

 o Ялта 40 яхăн урам, вĕсем 57 çухрăм ытла тăсăлаççĕ.

o 2015 - 2023 çулсенче Шăнкăртам ялĕн инфратытăмне çĕнетме 500 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ кайнă.

o Шăнкăртам территори пайĕнче икĕ вăтам шкул, икĕ ача сачĕ, пĕр культура çурчĕ тата клуб, ял вулавăшĕ тата модельлĕ библиотека, сакăр мечĕт, "Гулистан" медресе, çыхăну уйрăмĕ ĕçлеççĕ.

o Территори пайĕнче 217 фермер хуçалăхĕ тата индивидуаллă предприниматель. Экономикăн мĕнпур отраслĕнче 300 ĕç вырăнĕ уçнă. Шăнкăртамра 15 çын фермер ĕçне пуçăнакансене патшалăх паракан грантпа усă курса фермăсем уçнă.

o Чăваш Енре пурлăхпа техника базине çĕнетес тĕлĕшпе ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене паракан гранта илнĕ 9 хуçалăхран виççĕшĕ Шăнкăртамран. Сĕт тата аш-какай тирпейлекен виçĕ проектăн хакĕ 138 миллион тенкĕ. Вĕсенче 33 хушма ĕç уçăлнă.

 o 2023 çулта республикăра килти хушма хуçалăхсене аталантарма патшалăх паракан субсидипе 63 çын усă курнă.

o Ял халăхĕ валли икĕ пысăк кафе, 13 магазин, 4 автомойка, груз турттаракан тата çăмăл автомашинăсене пăхакан станци, брусчатка, тимĕртен изделисем эрешлекен, çăнăхран апат-çимĕç пĕçерекен цехсем пур.

o Шăнкăртамра демографи лару-тăрăвĕ лайăхлансах пырать. Иртнĕ çул кунта 59 пепке çуралнă, 36 çын вилнĕ.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика