Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2024 çула Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк тесе палăртрĕ. Раççейре вара Çемье çулталăкĕ. Çакă, манăн шухăшпа, экологипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатма, çут çанталăка упрама, унăн хăрушсăрлăхĕшĕн ытларах тăрăшма, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама май парать. Чăваш Ен Правительстви тавралăха, вăрмансемпе шыв объекчĕсене упраса хăварассишĕн сахал мар ĕç тунине те палăртма кăмăллă.
Çут çанталăк - пысăк пуянлăх, ăна юратма, унăн пуянлăхĕпе перекетлĕ тата тирпейлĕ усă курма ачасене ашшĕ-амăшĕн, педагогсен мĕн пĕчĕкренех вĕрентмелле. Çамрăк ăру вара аслисенчен те курса ăша хывса пырать. Çĕр çинче выртакан çỹп-çапа пуçтарни те хăйех ырă тĕслĕх мар-и?
Коллектив, шкул, çемье туризмне аталантарни те тавралăхпа çывăхрах пулма май парать. Çавăн пекех йышпа çăлкуçсене, юхан шывсемпе кỹлĕсене хăтлăх кĕртессипе хастарлăх кăтартсан аван пулĕччĕ. Сайра тĕл пулакан ỹсен-тăрана, чĕр чунсене упрассишĕн те кашнийĕн тăрăшмалла. Çакă хальхи тата пулас ăрушăн питĕ кирлĕ.
Чăваш Енре курмалли, паллашмалли вырăн нумай. Патшалăх шайĕнчи "Присурский" заповедник тата "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ пур. Уйрăммăн сыхлакан 33 территорие, патшалăхăн 22 заказникне, çут çанталăкăн 10 палăкне, А. Айдак ячĕллĕ этноçутçанталăк паркне, вырăнти пĕлтерĕшлĕ уйрăммăн сыхлакан 35 территорие шута илнĕ.
"Присурский" заповедник пирĕн муниципалитетра вырнаçнă. Республикăра байбак-сăвăрсен ушкăнĕ пурăнакан пĕртен-пĕр вырăн вăл. Наукăра ку чĕр чунсене 1642 çулта пĕрремĕш хут тупса палăртнă.
Сăвăрсемпе тата вĕсен пурнăçĕпе заповедникри йĕркене пăсмасăр ятарласа тунă экологи сукмакĕпе кайса паллашма пулать. Бинокльпе, инçете пăхмалли хатĕрпе пăхсан вĕсем алă тупанĕ çинчи пекех курăнаççĕ. Экскурсине 6-10 çынран тăракан ушкăнпа килсен аван. Кунта туристсене яланах хапăл. Çумăртан, хĕвелтен хỹтĕленсе сăвăрсене курма беседка тунă.
Миназым РАХМАТУЛЛИН, "Присурский" заповедникăн аслă наука сотрудникĕ
Ноябрь 2024 |