Туберкулеза ĕлĕкех халăх хушшинче чахутка тенĕ. Вăл - сикекен чирсенчен пĕри. Ученăй-фтизиатрсем кашни çынах туберкулезпа сиенленме пултарнине, анчах ытларах чухне организм çирĕппине, чире парăнманнине палăртаççĕ.
Пациентсем час-часах çемьере те, çывăх çынсенче те туберкулезпа чирли çук, мана вăл ăçтан лекрĕ-ха, теме пăхаççĕ. Микобактерисем тĕрлĕ çĕрте пулма пултараççĕ. Стресс чухне, иммунитет чаксан вĕсем кирек кама та лекеççĕ.
Çитĕннисенче пуринче те тенĕ пекех (90-96 процент) туберкулеза пуçарса яракан микробсем пур, анчах унпа хăшĕ-пĕри çеç чирлет. Микобактерисем питĕ тỹсĕмлĕ: йĕпе сурчăкри 75 градусра 30 минут вĕретсен, 100 градусра - 5 минутран, типĕ сурчăкри 100 градусра 45 минутран тин вилеççĕ. Пỹртре пĕр уйăх, сĕтре-çура 10 уйăх, тăпăрчăра 8 уйăх таран пурăнма пултараççĕ. Хĕвел çути 5-10 минутра, хлораминпа хлор извеçĕ те вĕсене часах тĕп тăваççĕ.
Камран тата мĕнле ерет?
2018 çулта районта 11 çын туберкулезпа чирленĕ. Вилекен пулман.
Инфекци аталанма май паракан факторсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: шалти тата тулти.
Пĕр ушкăнне грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ỹпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăм çĕрни, авитаминоз, гипертериоз кĕреççĕ. Çавăн пекех операци, аборт, нерв, ăс-тăн чирĕ хыççăн та пуçланма пултарать.
Тепĕр ушкăнне япăх пурнăçпа йăла условийĕсем, професси тĕлĕшĕнчи сиенсем, час-часах ывăнни, табак туртни, эрех ĕçни кĕреççĕ.
Паллах, ăна сараканĕ - чирлĕ çын. Унăн мĕн пур органĕсем сиенленеççĕ. Чир малтан ỹпкесенче пуçланать. Унтан вăл шăмăсене, çỹлти сывлăш çулĕсене тата хырăмлăха лекме пултарать. Çын сурчăкĕ, шăк, каяш, выльăх-чĕрлĕх, сĕт продукчĕсем, пиçсе çитмен аш-какай урлă та ерет. Чирлĕ чăх çăмарти, чĕрĕлле çисен, ăна пуçарма пултарать.
Сывă мар çын урайне сурни, çемьере пурте пĕр савăтпа тата пĕр ал шăллипе усă курни уйрăмах хăрушă.
Уçă формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсен шкулсенче, столовăйсенче, апат-çимĕç лавккисенче ĕçлеме юрамасть.
Прививка тутарма ан манăр
Кăкăр ачисене çуралсанах пĕрремĕш эрнере, кайран тепĕр хут 7 çулта тăваççĕ. Прививка тунă ачасем ыттисемпе танлаштарсан сахалтарах сиенленеççĕ. Килте уçă формăллă тата активлă формăллă чирлĕ çын пулсан ача-пăча сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла.
Эрех, пирус сиенĕ
Ĕçкĕпе ашкăнакан, пирус туртакан, наркотиксемпе туслă çынсен туберкулез чирĕ вăрахрах, йывăртарах иртет. Алкоголь - вăйлă наркăмăш. Вăл организмăн пур органĕсене те пысăк сиен кỹ-рет. Табак туртни чире сарăлма пулăшать. Чирлĕ çын час-часах сурать, унта-кунта пирус тĕпĕсем пăрахать.
Наркомансен туберкулез тата ытларах вăйлансах пырать.
Гигиенăна пăхăнмалла
Çыннăн организмĕ туберкулеза ан парăнтăр тесен, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла. Алă тытса саламлама та, чуп тума та юрамасть. Ăна сипленме уйрăм пỹлĕме вырнаçтармалла, май çук пулсан чаршавпа уйăрмалла. Урайне çусах тăмалла. Çав çын апат çинĕ хыççăн савăт-сапана вĕретмелле. Чирлĕ çынна сываличчен больницăра сиплемлле. Врач хушнине итлемелле.
Ỹпке туберкулезне хăвăрт тупса палăртмалли мел вăл-_ флюорографи. Çавăнпа та вăхăтран-вăхăта çак меслетпе сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла.
Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă: мартăн 30, апрелĕн 6, 13-мĕшĕсенче район больницинче Уçă алăксен кунĕсене ирттереççĕ. Шăпах çавăн чухне флюорографи тĕрĕслевĕсем тутарма тата туберкулез микобактерийĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттерме меллĕ.
В. КАЗАКОВА, район больницин фтизиатрĕ
Ноябрь 2024 |