Няня

Категория: Публикации Опубликовано: 24.12.2019, 10:27 Просмотров: 256

Малалли 

Татах тĕл пулма шанса тăрса юлтăм вĕсем хыççăн. Анчах тепĕр кунне хам паллашнă çынсене курмарăм. Ятарласа парк йĕри-тавра çỹрерĕм пулсан та тĕл пулаймарăм. Хĕрарăммин ятне те ыйтса юлаймарăм-çке. Пĕр эрне çапла çỹрерĕм хам пĕлекен вырăна, анчах курнăçма тỹр килмерĕ. Тĕл пулас шанчăка та çухатма пуçланăччĕ ĕнтĕ, парка пырса кĕрсенех сас илтĕнчĕ.

- Салам, ятăр-шывăра та ыйтса пĕлме маннă-çке сирĕнне. Эй теме лайăх мар. Кусем эп паллакан Варьăпа няня пулчĕç.

- Эпĕ сире çухатнă. Пĕр эрне сире кĕтетĕп. Чирлемерĕç-ши тетĕп. Чăнах та, паллашар-ха малтан. Мана Ольга тесе чĕнеççĕ. Сире те няня тесе чĕнме килĕшỹллех мар.

- Эпĕ Надя ятлă. Эпир пĕр  çулалли çынсем пулас. Ятран чĕнĕр мана. Варя кăштах чирлесе илчĕ. Вăхăтлăха килтех ларма тиврĕ, - пĕлтерчĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. Эпĕ ăна унăн историйĕ кăсăклантарса яни çинчен калатăп. Иртнинче каласа пĕтерейменнине каласа пама ыйтатăп.

- Çак кунсенче хам та аса илỹсемпе минресе çỹретĕп. Пурăнма кăна ан ỹркен, тем те куратăн пурнăçра, теççĕ мар-и ватăсем. Мана та Мускав мĕн кăна кăтартмарĕ-ши?

Урăх Мускава килмелле ан пултăрччĕ тесе тухса кайрăм-ха эп профессор хваттерĕнчен. Анчах çав укçа çитменниех каллех Мускава çул тыттарчĕ. Хальхинче ача пăхма мар, апат-çимĕç пасарне лекме тиврĕ. Пахча çимĕçсене суйласа тирпейлесе сутма ăсататтăмăр. Укçине ача пăхнă чухнехи пекех тỹлеместчĕç, çапах юрăхсăра туха пуçланă апат-çимĕçе пĕрле илме ирĕк паратчĕç. Пурăнма хальхи Битцевский метро çумĕнче хваттерте пурăнаттăмăр. Ун чухне метрона хута яманччĕ-ха. Виçĕ пỹлĕмлĕ хваттере улттăн тара илсе пурăнаттăмăр. Эпĕ Беларусь республикинчен килнĕ хĕрарăмпа килĕштереттĕм. Нина ятлăччĕ вăл. Пĕрлех ĕçлеттĕмĕр. Хулана тухмалла пулсан та пĕрлех тухаттăмăр. Иксĕмĕр те пĕр шăпаллă çынсемччĕ. Ун чухне Битцево паркĕнче час-часах çын вĕлерни çинчен калаçатчĕç.

Эпир вăл парка кайман. Пушă вăхăтра хула тăрăх çỹрени пулкаланă. Рыноксене кайкаланă. Çапла ĕçленĕ хушăрах Нинăпа иксĕмĕр пĕр вăтăрсенчи çамрăк çынпа паллашрăмăр. Саша тесе паллаштарнăччĕ хăйĕнпе. Питĕ ырă кăмăллă каччăччĕ. Шăпах хĕрарăмсене килĕшмелли. Темле çемçен калаçатчĕ вăл. Шахматла выляма питĕ ăстаччĕ. Пирĕн пекех лавккара грузчик пулса ĕçлетĕп тетчĕ. Уйрăмшарăн пире пăхман вăл, ниçта та уйрăм чĕнмен. Ĕçленĕ çĕре пулăшма пыратчĕ. Пĕрре те ỹркенсе тăмастчĕ. Кăштах Нинăран кĕвĕçеттĕм те. (Кайран Нина та эпĕ çаплаччĕ тенĕччĕ). Уçăлса çỹреме виççĕн пĕрле каяттăмăр. Кафене те. Битцево паркне кайма хушмастчĕ. Унта кайма хăрушă, унта маньяк çỹрет тетчĕ. Канмалли кунсенче кинона кайнисем те пулнă.

2006 çулхи июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче мана Шупашкара чĕнсе илчĕç. Ывăл ача йывăр чирленĕ пирки больницăна лекнĕ иккен. Эпĕ ирĕксĕрех хулана таврăнтăм. Чирĕ йывăрах та мар та, çапах та уйăхран çеç каялла Мускава килтĕм. Килтĕм те… Нинăна курсан тĕлĕнсе кайрăм. Уйăх хушшинче ман тантăшăм шуралса кайнă. Мĕн пулса иртнине каласа парсан Турă чăннипех те пуррине ăнлантăм. Эп кайсанах Саша час-часах Нина патне килкеленĕ. Анчах пĕрле ăçта та пулин кайма ниепле те май пулман. Е Нинăн ĕçре тытăнса тăма тивнĕ, е урăх сăлтав. Тата пĕррехинче кайма тухнăскер, такăнса ỹкнĕ те кĕпине çурса янă. Июнь варринче Саша курăнми пулнă. Тем те шутласа пăхнă вăл. Унтан мана хаçат тыттарчĕ. Малтанхи страницинчех Сашăн сăнне решетке витĕр куратăп. Пысăкла сас паллисемпе "Битцевский маньяк" тесе çырса хунă. Мана ĕненме питĕ йывăр пулчĕ, паллах. Анчах хăй 60 ытла çын вĕлернине йышăнни çинчен пĕлтернине вуласан урасем лĕштĕрех кайрĕç. Вăт кампа туслă пулнă эпир. Нина та хăй мĕнле капкăна çакланма пултарнине пĕлнипе шуралнă иккен. Нина пĕрле каяйманнипе Саша хăйпе ĕçлекен Марина ятлă хĕрарăма илсе кайнă. Унтан тискеррĕн вĕлернĕ. Шăпах ун хыççăн тытнă та ăна. Иксĕмĕр йĕре-йĕре çĕр каçрăмăр çавăн чухне. Эпĕ те Шупашкара каймасан та пултарнă вĕт. Нинăна та миçе хутчен кайма тăрсан темĕн тытса чарнă. Турри сыхланă пире çавăн чухне,- хумханса вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Надя.

- Нумай ĕçлерĕр-и вара пахча-çимĕç рынокĕнче? - ыйтрăм эпĕ.

- Çук, çийĕнчех тухса кайрăм эпĕ унтан. Ытла хăрушă вырăн пек туйăнатчĕ вăл мана. Юлташсем каллех ача пăхма чĕнчĕç. Хальхинче шкултан кайса илмеллеччĕ, музыка шкулне илсе кайса килмеллеччĕ. Килĕшрĕм. Çавăнтанпа ачасемпе. Варьăпа ĕçлеме пуçлани çур çул кăна-ха. Ирсерен шкулта техничка пулса ĕçлетĕп, каç енне кайсан - Варьăпа. Кăçал ывăл ача аслă шкултан вĕренсе тухать, Шупашкара таврăнасшăн. Çитет тĕнче касса.

Эпĕ чăннипех те хĕрхентĕм Надьăна. Йывăр пурнăçран çỹрет-çке вăл Мускав тăрăх ĕçлесе. Тата ăна хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа парса тĕлĕнтернĕшĕн тав турăм. Эпир нумай чухне Мускава ĕçлеме килнĕ çынсене килĕштерсех каймастпăр. Ăнланмастпăр вĕсене. Çитмен пурнăç пирки çỹреççĕ-çке. Малаллахи пурнăçра ăнăçу сунса сыв пуллашрăм пĕлĕшĕмпе.

Валентина ЯКОВЛЕВА. Вăтаел ялĕ

и

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика