Çĕрпỹ издательство çуртĕнче Ю. Перепелкинăн "Из века в век" кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Вăл çулталăк маларах кун çути курнă "Ĕмĕртен ĕмĕре" кĕнекен малалли тăсăмĕ. Ăна Туçа ялĕ 400 çул çитнине халалланă. Кĕнекере авалхи историе, республика летопиçне, тăван ене, йăх аталанăвне кун çути кăтартнă. Çынсен шăпине тишкернĕ, вĕсен малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Ăçтан килнĕ-ха эпир Çĕр çине? Наука тĕпчевĕ мĕн çирĕплетет? Вулама кăмăллах пулĕ, тет автор.
Ю. Перепелкин Анат Туçара çуралса ỹснĕ, Путенесен тăхăмĕ. Красноармейски çумĕнче вырнаçнă газ уçлакан станцинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн тата профессиллĕ ăсталăхшăн Юрий Анатольевича темиçе хутчен те Хисеп хучĕсемпе, дипломпа чысланă. Вăл - анлă тавра курăмлă çын. Тăван кĕтес историйĕпе кăсăкланать, хайлавсем çырать. Пилĕк кĕнеке авторĕ.
Ентешĕмĕре çамрăк ăру малашлăхĕ те канăç памасть. Трак енче мăшăрĕпе тата ачи-пăчипе, Даша тата Амина мăнукĕсемпе хаваслă кăмăл-туйăмпа йăпанса пурăнать.
"Çуралнă тăрăхра малашне те пурнăç аталанса пытăрах. Пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх, тăванлăх çирĕпленсе, тĕрекленсе пытăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине савăк кăмăлпа кĕтсе илмелле пултăр", -тет автор.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |