"Хăйĕн паттăрĕсене чыслакан халăх çеç мухтавлă шутланать..." К. Рокоссовский маршал.
Дмитрий Моисеевич Еремеев 1919 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче Анат Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Пĕчĕк чухне ытти арçын ачасем пекех вăрçăлла выляма юратнă вăл. Урам тăрăх çара уран чупакан Митюк чăн-чăн тăшмана хирĕç çапăçма тăрасса ĕмĕтленмен те. Анчах та шăпа тени урăхла килсе тухнă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăл пĕрремĕш кунтанах лекнĕ.
1939 çулта пĕве кĕнĕ Митюка çара илеççĕ. Вăл Белоруссипе Польша чиккине лекет. Фашистла Германи Совет Союзĕ çине ирсĕрле тапăннă çуллахи шăрăх куна шăпах çакăнта кĕтсе илнĕ салтак. Малтанласах питĕ нумай бомба пăрахма тытăннă нимĕçсем. Дмитрий Еремеев батальонĕ тăракан казармăсем арканса пĕтнĕрен совет салтакĕсем Минск хули еннелле чакма тытăнаççĕ. Йĕри-тавра тупă сасси, кам ăçтан пенине чухлама та йывăр. Минск патне çитме 7-8 çухрăм юлсан вĕсем патне нимĕç салтакĕсем пырса тухнă. Пуçланнă вара ахăр самана! Совет салтакĕсем фашистсенчен йышĕпе сахалрах пулсан та тан мар çапăçăва хастаррăн çĕкленнĕ. Пĕр снарячĕ шăпах Митя çумĕнче çурăлнă. Сывлăш хумĕ пирĕн ентеше аякалла ывăтса ярать, салтак тăнне çухатать...
Тыткăнра
Çапла вара контузи илнĕ Еремеев хĕрлĕ армеец тăшман тыткăнне лекет. Концлагерьти пурнăç калама çук асаплă та хăрушă пулнă. Çĕрĕк çĕр улми яшки, пăсăлнă селедка пулă, патока (сахăр чĕкĕнтĕрĕнчен тунă сироп) çитернĕ. Унсăр пуçне кашни кунах допроса илсе кайнă, асаплантарнă та хĕненĕ, нумайăшне персе вĕлермелле тунă... Салтаксен вăйĕ кунран-кун чакса пынă. Тыткăнри кашни çыннăн пĕр шухăш пулнă - епле те пулин кунтан тармалла. Уйăх ытларах асапланнă хыççăн Митюк Валиуллов хушаматлă тутар ачипе тарма тĕв тытать.
Пĕррехинче, çумăрлă каç, икĕ салтак нимĕçсен серепинчен вĕçерĕнме май тупаççĕ. Юхан шыв урлă ишсе каçса вĕсем вăрмана кĕреççĕ. Вунă кун чăтлăхра аташса çỹреççĕ. Выçса çитнĕ Еремеевпа Валиуллов пĕр яла кĕрсе апат ыйтма шутлаççĕ. Анчах та унта гитлеровецсен аллине çакланаççĕ. Татах концлагерь, йĕплĕ пăралуксем... Фашистсем пирĕн салтаксене персе пăрахма йышăнаççĕ.
Аялти кĕпе-йĕм таран салтăнтарнă икĕ хĕрлĕ армееца вăрман хĕррине вĕлерме илсе каяççĕ. Малтан нимĕç фотографĕ вĕсене сăн ỹкерет, унтан аллисене çỹлелле çĕклеттерсе икĕ енчен те йĕплĕ пăралукран тунă тем çỹллĕш карта хушшипе уттараççĕ. Хыçалтан фашист пăшалпа тĕллесе пырать. Пирĕн салтаксем пыракан çул çинче темĕн чухлĕ виле выртнă. Те халтан кайнипе, те урăх шухăшпа Валиуллов ỹкет. Фашист ăна çавăнтах персе пăрахать. Митюк пăшал сасси илтсен те çаврăнмасть, малалла утать те утать. Вилесем ури айĕнче сахаллансах пыраççĕ, анчах халĕ те нимĕç палачĕ пемест. Еремеев чăтаймасăр çаврăнса пăхать - фашист пĕшкĕнсе ларнă та автомачĕпе айкашать. Салтак нумай шутласа тăмасть, йĕплĕ пăралук урлă сиксе каçать те çĕр çумне лапчăнса вырать. Пăшал сасси янăраса каять, пульăсем пуçĕ çийĕнех вĕçсе иртеççĕ. Митя пуçне çĕклет те тĕлĕнсех каять - нимĕç конвоирĕ каяла утать. Кайран та çакна нумай хутчен аса илет хĕрлĕ армеец: мĕншĕн шелленĕ ăна фашист?
Иккĕмĕш хут тăшман серепинчен тухма пултарнă салтака таçтан вăй кĕрсе каять, вăл сиксе тăрать те вĕçтерет вăрман еннелле. "Нивушлĕ хăтăлтăм?" -пуçĕнчен шухăш каймасть унăн. Пĕрремĕшĕнче ăнманран хальхинче вăл тата та асăрханулăрах пулма тăрăшать. Çапла Митюк пĕр пĕчĕк ял патне пырса тухать. Сăнать - йĕри-тавра шăп... Хĕрринчи çурт кантăкне майĕпен кăна шаккать, алăка старик уçать. Кил хуçи çурма çара çын ăçтан пулнине тỹрех чухласа илет, çĕр каçма кĕртет. Нимĕçсем çак яла час-часах килсе тăнипе ватă çын Митюка тепĕр кун ирех кивĕ тумтир тăхăнтартса çырма урлă каçарса урăх яла ăсатать, кам патне пымаллине, мĕн каламаллине вĕрентсе ярать. Кунта вара ăна старикпе карчăк кĕтсе илеççĕ, çывăхри вăрманта партизансем пуррине пĕлтереççĕ. Партизансем вĕсем патне кĕркелесе те тухаççĕ иккен.
Партизан "Митюк"
Чăн та, çав каçах пăшаллă çынсем килсе кĕреççĕ Еремеев вырнаçнă çурта. Митюк вĕсене хăй кам тата ăçтан пулнине, мĕнле майпа кунта лекнине пĕлтерет. Партизансем хăйсем вырăнтан вырăна куçса çỹрени пирки каласа кăтартаççĕ, вăйран кайнă Митюка пĕрле илсе каяйманни çинчен ăнлантараççĕ. Кил хуçисене пулас партизана лайăх апат çитерме хушса тепĕр икĕ эрнерен килессе шантарса каç сĕмĕнче çухалаççĕ.
Тепĕр икĕ эрнерен вăй илнĕ салтак 13 çынран тăракан партизан отрячĕн ретне тăрать. Ытларахăшĕ унта белорус пулнă, пĕр Михаил Шилов çеç вырăс. Çав вăхăтран пуçласа 1944 çулчченех пирĕн ентеш партизансен ушкăнĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Вĕсен отрядĕнче çултан-çул çын йышлансах пынă. Ытларах вĕсем гитлеровецсен автомашинисене, поезчĕсене, хĕç-пăшал склачĕсене, фашистсем вырнаçнă гарнизонсене сирпĕтсе совет çарĕсене çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. 1943 çулта Федор Юрченко командир нимĕçсен засадине лексе паттăрла вилет. Çавăнтанпа вара Митюк тăракан отряда Ф. Юрченко ятне параççĕ, командир пулма Ребров хушаматлă çынна шанаççĕ. 1944 çулта партизансен ушкăнĕсем Минск хулине фашистсенчен хăтарнă çĕре хутшăнаççĕ, кайран Хĕрлĕ çарпа пĕрлешсе нимĕç салтакĕсене хĕвел анăç еннелле хăваласа каяççĕ.
Партизансем хушшинче те çухатусăр пулман. Вĕсенчен нумайăшĕ ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Çапла, пĕр çапăçура, Висла юхан шывĕ урлă каçнă чухне, Еремеев аманать. Çав сурансене пула тăватă уйăх сипленет Митюк госпитальте. Сывалса тухсан тỹрех фронта каять вăл. 1945 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче каллех аманать. Дмитрий Еремеев хĕрлĕ армеецăн çĕнтерĕве госпитальте кĕтсе илме тивет.
Тинех килте
1941 çулта Дмитрий Моисеевич Еремеев салтак хыпарсăр çухалнă текен хут та илнĕ тăван килĕнчисем. Вĕсем ăна 1944 çулчченех вилнĕ тесе шутласа пурăннă. Виçĕ çул тăшман тылĕнче çĕнтерỹ туптанă салтак килне пĕртен-пĕр кĕске хыпар çеç яма пултарнă: "Чĕрĕ, сывă. Тăшман тылĕнче". Çак хыпар çемьешĕн чи кирли, чи хакли пулнă.
Тăван яла паттăр салтак 1946 çулхи январь уйăхĕнче çеç таврăнать. Унăн кăкăрĕ çинче Тăван çĕршыв вăрçин II степенлĕ орденĕ, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн", "Паттăрлăхшăн", "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин партизанĕ" I степень тата ытти наградăсем те йăлтăртатнă.
Салтак тумне хывнă каччă вăрçăран таврăнсан тỹрех тăван ялти "Знамя" колхоза вырнаçнă, мĕн ватăличченех унта ĕçленĕ. Дмитрий Еремеев мăшăрĕпе - Мария Ивановнăпа - ултă ача çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Вăл питĕ ăста платник, столяр пулнă, юман йывăççинчен чаплă пичĕкесем ăсталанă. Анат Тăрмăшĕнче те, йĕри-таврари ытти ялсенче те унăн аллипе тунă çуртсем паянхи кун та çынсене савăнтараççĕ.
Вăрçă хыççăн Еремеева "партизан Митюк" тесе чĕнме пуçлаççĕ. Çак ятпа ăна çывăхри ялсенче те лайăх пĕлнĕ.
Мирлĕ пурнăç пуçлансан Дмитрий Моисеевич хăйне тыткăнран çăлăнма пулăшнă çынсене шыраса тупать. 30 çула яхăн вĕсемпе çыру çỹретет, посылкăсем те ярать. Кайран ват çынсем хурав пама пăрахаççĕ.
2002 çулта Дмитрий Моисеевич ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Нумай совет салтакĕ пекех вăл тăван халăха фашизм пусмăрĕнчен хăтарма пысăк тỹпе хывнă. Унăн ятне ăруран-ăрăва упраса пурăнаканĕсем- ачисемпе мăнукĕсем. Акă, кĕçĕн мăнукне те мăн аслашшĕне чысласа Дмитрий ят панă. Пурăннă чухне "партизан Митюк" майăн 9-мĕшĕнчи Çĕнтерỹ митингĕнчен пĕрре те юлман. Халĕ вара унăн сăн ỹкерчĕкне "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнса мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем илсе тухаççĕ. Хăйсен паттăр аслашшĕ-кукашшĕ ятне вĕсем чыслăн упраççĕ, унпа мухтанаççĕ.
Н. НИКИТИНА
Ноябрь 2024 |