Патăрьел ялĕ паян район центрĕ çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕн "тĕкĕрĕ" те шутланать. Ял çулсерен капăрланса, çĕнелсе пыни куç умĕнче. Хăтлă та капмар çуртсем куçа илĕртеççĕ. Район центрĕн сăн-сăпачĕ кашни çул ырă енне улшăнни ирĕксĕрех çакнашкал шухăш çуратать: паян Патăрьелсем хуларинчен мĕнрен кая пурăнаççĕ-ши? Чăнах та темиçе çул каялла, хĕллехи кунсенче кашни мăрьерен тĕтĕм тухнă вăхăтсенче, ялпа хула хушшинчи уйрăмлăх пирки чылай калаçаттăмăр. Ялти çăмăл мар пурнăçа ỹпкеленĕ те. Ун чухне çамрăксем хуланалла ытларах туртăнатчĕç. Тĕрĕссипе, çак юхăм халĕ те çук мар. Анчах хăйĕн пĕчĕк çĕршывĕнчех тымар яракансен паян çакăншăн ỹкĕнни çылăх темелле. Ỹркенмен ăстасем Çĕр-аннемĕр вăйĕпе те туллин усă курса пурнăçа сыпăнтараççĕ: пахча çимĕç çитĕнтерсе сутаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраса услам тăваççĕ тата ытти те. Ялта çемье бюджетне урăхларах йĕркелекенсем те пур. Акă, юлашки вăхăтра фермер хуçалăхĕсем, çемье фермисем, кооперативсем вăй илсе пыраççĕ. Пĕчĕк бизнеспа предпринимательлĕхе аталантаракансем те йышлăн. Ваттисем калашле, ĕç вăл ĕçчене юратать.
Пĕтĕмĕшле илсен ял администрацийĕ пĕрлехи вăйпа хăйсем умне лартнă тĕллевсене начар мар пурнăçласа пырать. Çулсеренех ял инфратытăмĕ çĕнелсе, капăрланса пыни, çынсем хăтлă çуртсенче пурăнни, урамсемпе çурт таврашĕсем тирпейленни тата ытти те Патăрьел тĕрĕс çулпа аталанса пынине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Кун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков нумай пулмасть иртнĕ граждансен пухăвĕнче те тĕплĕн отчет туса пачĕ. Акă, 2019 çулта ялта "Хальхи хула хăтлăхĕ" программăпа килĕшỹллĕн виçĕ проекта пурнăçа кĕрнĕ. Дружба урамĕнчи 18, 19-мĕш тата Комаров урамĕнчи 15,17-мĕш çуртсен территорийĕсене чăнласах та хулари евĕр хăтлăх кỹнĕ. Вĕсенче ача-пăчана выляса савăнмалли лаптăк, автомобильсене лартмалли вырăн тунă, çурт-йĕр таврашĕнчи картасене улăштарнă, йĕри-тавра çутăпа тивĕçтернĕ, унсăр пуçне çак çуртсен çывăхне хытă каяша пуçтармалли контейнерсем 3 миллион та 500 пин тенкĕлĕх вырнаçтарнă. Паян çак çуртсен таврашĕнче пурăнакансем хуларинчен кая мар хăтлăхшăн хĕпĕртесе пĕтереймеççĕ темелле. Яла хăнана килекенсене те район центрĕ малалла аталанни, халăх ытлă-çитлĕ пурăнни савăнтарать. Çак кунсенче ял тăрăх пуçлăхĕпе, старостăсемпе, уйрăм хастарсемпе Комаров урамĕнчи ача-пăча лапамĕнче пулнă май, кунта пурăнакансен тав сăмахне те илтме тỹр килчĕ. Çынсем çакнашкал программăпа урамсене, картишсене йĕркене кĕртсе пынипе çав тери кăмăллă. Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчен Патăрьелне пурăнма килнĕ Нина Васильева çамрăк ача амăшĕ те хăйĕн кăмăлне пытараймарĕ: "Эпир хамăр ют республикăран пулин те район центрĕ пире питĕ килĕшет. Мăшăрăм çамрăк специалист пулса "Юрмара" ĕçлет. Хальлĕхе пирĕн хамăрăн пурăнмалли кĕтес çук-ха. Çапах та çывăх вăхăтра çак ялтах хваттер илсе тĕпленесшĕн".
Патăрьел ял тăрăхĕн территорийĕ ыттисемпе танлаштарсан пĕчĕк мар. Ялта паянхи куна 1200 хушма хуçалăх, 30 урам, нумай хваттерлĕ 74 çурт. Унсăр пуçне район центрĕнче тĕрлĕ-рен организаци-предприяти, учреждени, суту-илỹ магазинĕ- сем те пайтах. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ - ял тата район Пухăвĕсен депутачĕсен, старостăсен, уйрăм хастарсен, предпринимательсен, общественность пулăшă- вĕпе ялта тирпей-йĕрке тытса тăрасси, халăхăн пурнăç, культура шайне ỹстересси.
Паян чăнах та Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсем пĕри те вырăнта тăмаççĕ, малалла аталанаççĕ, çултан-çул ырă енне улшăнса пыраççĕ. Темиçе çул каялла Патăрьелĕнчи Кепе юханшыв çыранĕсем çỹп-çап тăкмалли "полигона" çаврăннăччĕ тесен те йăнăш мар. Виçĕм çул кунта чăнах та пысăк ĕç пуçларĕç, çыран хĕррисене тасатса плитасемпе çирĕплетрĕç, уçăлса çỹ-реме тротуарсем сарчĕç, саксем, çутă юписем лартрĕç тата ытти те. Пĕлтĕр те кунта тирпей-илем ĕçне малалла тăсрĕç, çỹп-çап тăкмалли урнăсем вырнаçтарчĕç, малашне лутра тĕмсем çитĕнĕç.
Иртнĕ çул районти ял тăрăхĕсенче федераци, республика программисемпе, халăх пуçарăвĕпе усă курса чылай çула çĕнетрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн халăх пуçарăвĕн никĕсĕпе обществăлла инфратытăмне аталантармалли çинчен калакан указа Патăрьел ял тăрăхĕнче те начар мар пурнăçласа пыраççĕ. Çак тĕллевпе кашни çулах çулсене çĕнетеççĕ, тирпейлеççĕ. Акă, 2019 çулта пуçару бюджечĕпе пурнăçланă икĕ проектран пĕри шăпах çакăнпа çыхăннă, вырăнти пĕлтерĕшлĕ Çамрăксен урамне 700 метр ытла (2 миллион та 300 пин тенкĕлĕх) çул сарнă. Тепĕр проектпа уйрăм секторта хытă каяша пуçтарса пыма 57 площадка (пĕр миллион тенкĕлĕх) тунă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ытти ялсемпе танлаштарсан Патăрьел интернационалла пысăк "çемье" шутланать. Кунта мĕн ĕлĕкренпех чăваш, тутар, вырăс халăхĕ тĕпленнĕ. Ытти наци çыннисем те пурăнаççĕ. Ялта капиталлă юсав программине çакланакан нумай хутлă çурт та сахал мар. Ял тăрăхĕ вĕсене кирлĕ пек тытса тăрас тĕллевпе те пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕлтĕр çеç Киров урамĕнчи 16-мĕш, Советская урамри 33-мĕш çуртсен тăррисене улăштарнă. Ял тăрăхĕнчи коммуналлă инфратытăма комплекслă аталантармалли муниципаллă программăпа урамсенчи çутăсене çĕнетме перекетлĕ лампăсем туяннă, çичĕ урамра вĕсене вырнаçтарнă.
Паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен пĕчĕк çĕршывĕпе - тăван ялĕпе - мухтанма тивĕç. Вăл шутра Патăрьелсем те. Çĕнĕ çулта та ял тăрăхĕ çĕнĕ ĕмĕтсемпе ĕçлеме пикенчĕ. Кăçал та поселенин малашлăх программинче çурт таврашне илем кĕртес, нумай хваттерлĕ çурт тăррине улăштарас, ача-пăча лапамĕсене уçас, çав вăхăтрах çулсене çĕнетес, çĕнĕ çуртсем хута ярас тата ытти плансем те пур. Хăш-пĕр ĕçе хавхаланса, халăхпа ĕçлеме те тивĕ. Ял илемленесси, чечекленесси те ытларах пĕрлехи вăйран килет.
А. ЕГОРОВА. ШУХĂШ
С. ШАДИРЯКОВ, староста
- Мана ялсем пурăнни, малалла аталанни питĕ савăнтарать. Юлашки çулсенче Патăрьел хула евĕр капăрланчĕ темелле. Кашни çулах вăл çĕнелет, ырă енне улшăнать. Кăмăллă пулăм. Вырăнти власть, район администрацийĕ халăх ырлăхĕшĕн сахал мар тăрăшать. Пирĕн те парăмра юлмалла мар. Ырă ĕçсене хаклама тата вĕсене упрама, тирпейлĕ тытма вĕренмелле. Çамрăксене те çакнах хăнăхтармалла. Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕçсене пĕрлех пăхса тăмалла.
Ноябрь 2024 |