Район центрĕнче вырнаçнă çак учреждение чылайăшĕ пĕлмеççĕ те, кĕрсе те курман пулĕ. Тĕрĕссипе унăн алăк хăлăпне никамăн та тытмалла ан пултăр, паллах. Малаллахи сăмахăм федерацин айăплава пурнăçлакан службăн Чăваш Енри управленийĕн муниципалитетсем хушшинчи Патăрьел филиалĕ пирки пырĕ.
Вăхăтран-вăхăта çак кантура килсе хăйсем пирки отчет паракансем - суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ирĕкрен хăтармасăр хăйсен преступленийĕсемшĕн явап тытакансем. Айăпне кура саккун йĕркине пăхăнакансем пирĕн районта та сахал мар. Акă мĕн пĕлтерчĕ пире федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн муниципалитетсем хушшинчи Патăрьел филиалĕн начальникĕ Виталий Акимов иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе:
- Пурнăçра кашни çын йăнăшма пултарать. Пирĕн службăн тĕп тĕллевĕ шăпах суд сакки çине ларнă, айăплав илнĕ граждансене тỹрленме пулăшасси, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, малалла тĕрĕс çул-йĕрпе кайма профилактика тăвасси, çак тĕллевпе вĕсене сăнаса тăрасси, куçа-куçăн калаçу йĕркелесси, тĕрлĕ майпа пулăшасси пулса тăрать тата ытти те. Юлашки икĕ çулта инспекцинче шутра тăракансен йышĕ чакни сисĕнет пулин те çак ушкăн пĕчĕк мар тесе калас килет. 2019 çулта суд приговорĕпе 208 çынна айăпланă, маларахри çулта 218ăн пулнă. Çав вăхăтрах пĕлтĕр 131 çынна, виçĕмçул 129 çынна учетран кăларнă. Айăп писев мар, çапах пите хĕретет, теççĕ ваттисем. Чылайăшĕ хăйсен йăнăшĕшĕн ỹкĕнеççĕ, айăпне йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах хăшĕсем хăйне панă "срок" вăхăтĕнчех тепĕр преступлени те туса хураççĕ. Иртнĕ çул та çакнашкал икĕ тĕслĕх пулчĕ. Районти полици сотрудникĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн представителĕсемпе тăтăшах вырăна тухса профилактика канашĕн ларăвĕсем ирттеретпĕр, вĕсене куçран вĕçертместпĕр пулин те хăйсен ирĕкĕпе çав пăтранчăк "шыва" тепĕр хут чăмакансем тупăнни пăшăрхантарать.
Çылăха кĕме çăмăл, унтан тасалма йывăр
Çапла, Турă сыхлатăр та тĕрме алăкĕ пуриншĕн те уçă, тухма çеç хупă. Иртнĕ çул çичĕ çынна электронлă браслет - сулă- тăхăнтартнă. Апла пулсан вĕсен преступленийĕ тата йывăртарах. Çак айăплава тỹсекенсен условийĕ те кăра. Паянхи кун районта виçĕ çын çакнашкал çирĕп кун йĕркипе пурăнать.
Пĕтĕмĕшле илсен айăплава пурнăçлакан службăн районти филиалĕнче тĕрлĕ сăлтавпа тата тĕрлĕ çулхи çынсем (шел пулин те ача амăшĕсем те пур) шутра тăраççĕ. Уголовлă ĕçпе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен аллине ытларах çемьери харкашупа, пĕр-пĕрне вĕлерессипе хăратнипе çакланнăскерсем. Ỹсĕр-пỹсĕрле автомашина рулĕ умне ларса преступени тунисем те сахал мар. Пĕлтĕр çакнашкал 34 тĕслĕх пулнă. Шута илнĕ преступниксем хушшинче çавăн пекех ют çыннăн пурлăхне вăрланипе ирĕкрен хăтармасăр срок илнисем те пур. Вĕсем сахалтан та 1,5 _2 çул сăнавра, çирĕп тĕрĕслевре пулаççĕ. Инспекцинче преступниксем чи нумай пилĕк çул тăма пултараççĕ. Ун пек срокпа паян пĕр çын айăплав тỹсет, тепĕр гражданинăн вара тăватă çул çак службăпа çыхăну тытма тивĕ. Урăхла каласан, преступлени тума ансат, анчах çылăхран тасалса пĕтме, усал шухăшсенчен хăтăлма, тĕрĕс çул çине тăма пĕрре те çăмăл мар. Инспекцие çакланнисем хăйсене йĕркеллĕ те тирпейлĕ тытаççĕ, хастарлăхне общество пурнăçĕнче кăтартаççĕ, ĕçлесе юсанма тăрăшаççĕ пулсан, палăртнă срокăн çурринчен айăплава вĕçлеме пултараççĕ. Пĕлтĕр пилĕк çын çак ырă çул çине тăнă, учетран тухнă.
Паянхи кун çынсем преступлени çулĕ çине ан тăччăр, йывăрлăха кĕрсе ан ỹкчĕр тесе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе ытти профилактика субъекчĕсем те сахал мар ĕçлеççĕ: уйрăм калаçусем те йĕркелеççĕ, вĕсене ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăхăтлăх ĕçе явăçтараççĕ. Анчах пурпĕрех преступлени енне сулăнакансем тупăнаççĕ. Ытларах çак çынсем пурте пĕрешкел: эрех-сăрапа туслă, ирĕклĕ пурнăçа кăмăллаççĕ, ĕçлемеççĕ.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |