Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юлашки уйăхĕсем пынă. Мартăн 15-мĕшĕнче Анат Тăрмăшĕнчи Порфирий Ивановичпа Анна Леонтьевна Сергеевсен çемйинче Василий тата Валентин йĕкĕрешсем çуралнă. Самани йывăр пулсан та 7 ача чиперех ỹснĕ. 1963 çулта йĕкĕрешсем Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çар ретне тăнă. Пирĕн кукаçи, асатте - Валентин Порфирьевич - отделени командирĕ пулнă. Йĕкĕрешсем ăста специалистсем, çар службин отличникĕсем пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 20 çул çитнĕ май юбилей медальне тивĕçнĕ.
Валентин Порфирьевич çар ретĕнчен таврăнсан ВЛКСМ райкомĕн организациллĕ пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 1969 çулта вара И. Я. Яковлев ячĕллĕЧăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне, Василий И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ.
Кукаçи, асатте тăван яла таврăнсан рисовани, черчени, ĕçе хăнăхтаракан учитель пулса ĕçлеме пуçланă. Пĕрлех Турхан ялĕн, шкулăн историне, Алексей Кокель ỹнерçĕн ĕçне тĕпчеме пикеннĕ.
1979 çулта районта пуçласа Алексей Афанасьевич çĕршывĕнче ачасен художество шкулĕ уçăлнă. Тепĕр çул вара - музей. Çак ĕçпе шăпах Валентин Порфирьевич (ỹкерчĕкре, сылтăмри) тимленĕ. Музей-çурт базинче 2007 çултанпа тĕнче шайĕнчи Кокель пленэрĕсем иртеççĕ. Вĕсене çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен ỹнерçĕсем килеççĕ. Кукаçи, асатте Кокель пурăннă тата ĕçленĕ çĕрте Харьковра та пулнă. Унта ăна Алексей Афанасьевич мăшăрĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ỹнерçĕ япалисене илсе килнĕ.
1989-2006 çулсенче пирĕн кукаçи, асатте Турханти вăтам шкулта директор пулса ĕçленĕ. Валентин Порфирьевич пуçарнипе ялти вĕренỹ учрежденийĕ И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе районти ял хуçалăхĕ, вĕрентỹ, медицина, культура отраслĕсем валли специалистсем хатĕрлес енĕпе килĕшỹ тунă. Çавна май 60 выпускник ытла тĕрлĕ факультета тĕллевлĕ вĕренме кĕнĕ.
Вăл 75 çул тултарчĕ пулин те юрра-ташша ăста. Шкул тата ял тăрăхĕнче ташă коллективне нумай çул ертсе пычĕ. Педагогикăри ăсталăхĕ, ĕçе юратни, ăна çитĕнỹсем тума май пачĕç. Валентин Порфирьевича тĕрлĕ шайри дипломсемпе, грамотăсемпе наградăланă. «Çулталăк учителĕ - 1981», «Учитель-методист - 1983» конкурссен çĕнтерỹçи вăл. «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль пур. 2005 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Тĕнчери Кокель пленэрĕн пĕрремĕш лауреачĕ те вăл. Пуриншĕн те кăтартуллă пирĕн кукаçи, асатте. Çавăнпа та эпир унпа мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Унран ыррине нумай вĕренетпĕр. Çуралнă кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Эпир унăн сумлă ятне çĕре ỹкер-мĕпĕр (675).
Ноябрь 2024 |