Ăна аса илекенсем пур чухне салтак чĕрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.03.2020, 09:50 Просмотров: 135

 Манăн кукаçи, Петр Иванович Раськин, 1908 çулхи майăн 14-мĕшĕнче çуралнă. Вĕсем çут тĕнчене 17-ĕн килнĕ, анчах та пурнăç илемĕпе киленме пиллĕкĕшне çеç пỹрнĕ. Ашшĕ катка-пичке ăсти пулнă, ял халăхĕ валли те, сутлăх та илемлĕ шетниксем ăсталанă. Амăшĕ, Мария, кил-çурт ăшшине тытса пынисĕр пуçне уйра тăрăшнă. Ачисене тирпейлĕ те типтерлĕ тумлантарнă, мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма вĕрентнĕ.

Петĕр çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Вăл пĕрмай ашшĕ çумĕнче явăнса çỹренĕ. Тен, çавăнпах пулĕ, унăн ăсталăхне алла илсе юлнă. Аслă пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем ашшĕпе амăшне кил-çуртра, хуçалăхра пулăшнă.

Пурнăç вара малаллах шунă. Ывăлĕсем авланнă, хĕрĕсем качча тухнă. Çине-çинех ачасем çуралнă. Кĕçех Петĕр те тăван килне савнă мăшăрне- симĕс куçлă, хитре те ĕçчен Елюка - илсе килнĕ. Вĕсем улахра паллашса туй кĕрлеттернĕ. Çурт ача сассипе тулнă. Çут тĕнчене пĕрин хыççăн тепри - Клавдия, Александр, Михаил, Анна, Иван- килнĕ.

Кĕçех туслăн шăкăлтатса пурăннă çемье, «Родина» колхоза кĕнĕ. Анчах та киленме нумаях пỹрмен.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче çĕршыв çине фашистла Германи тапăннă. Ялти мĕн пур вăй-питти арçын вăрçă хирне тухса кайнă. Вĕсен йышĕнче ман кукаçи те. Вăл вăхăтра ялсенче вăрçа каякансен хурлăхлă юрри, ăсатакансем макăрни анчах илтĕнсе тăнă. Канаш хули еннелле пĕрин хыççăн тепри салтаксем ларнă лавсем ăсаннă.

Эх, салтак пурнăçĕ! Камăн шăпи еплерех çаврăнса тухĕ. Никам та пĕлмест.

Кукаçине вăрçă хирне ăсатнă кукамай килĕнче мăшăрĕн ватă ашшĕпе, амăшĕпе тата пилĕк ачапа тăрса юлнă. Вăл колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Хĕрарăмсем тырă акнă, çум çумланă, утă хатĕрленĕ. Çитĕннĕ тыр-пула çурлапа вырнă. Техника пулманран лашасемпе пĕрле вăкăрсене те турта хушшине тăратнă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Ĕçлекенсем патне уя апат пичкесемпе турттарнă. Ватăсем кил-тĕрешре тĕрмешнĕ, ачасене, выльăх-чĕрлĕхе пăхнă.

Палăртнă вырăна çитнĕ салтаксене ятарлă тумпа, пăшалпа, красноармеец кĕнекипе тивĕçтернĕ. Петр Раськин стрелоксен 812-мĕш полкне лекет.

Шăпах тан мар пĕр çапăçура Петр Раськинсен полкне тыткăна илеççĕ. Вĕсене Германинчи Рейн облаçне илсе каяççĕ. Тыткăнрисене кашни пĕчĕк айăпшăн хĕнеççĕ, выçă усраççĕ.

Çỹхе тум тăхăннăскерсене кирек епле çанталăка пăхмасăр ĕçлеттернĕ. Чи кỹренмелли - хамăрăннисем нимĕçсем енне куçни. Вĕсем фашистсенчен те хаяртарах, шелсĕр пулнă.

Кукаçи каласа панă тăрăх, каярах тыткăнра пĕрле пулнă юлташĕсемпе вĕсенчен пĕрне тупса влаçсен аллине панă. Ăна, паллах, пуçран шăлман. Çăмăл килмен салтаксене нимĕçсен тыткăнĕнче. Çĕнтерĕве çывхартас ĕмĕт тата тăван кил çинчен шухăшлани шалти туйăмсене çĕнтернĕ.

Пурнăç вилĕмрен хаклăрах. Петр Раськина ылтăн алăллă пулни пулăшнă. Вăл нимĕçсен ачисене йывăçран тĕрлĕрен теттесем туса панă. Çавăншăн тен, апачĕ те ытларах лекнĕ.

Кукаçи тыткăнра виçĕ çул пулнă. Вĕсене хăтарнă вăхăтра чылайăшĕ вилнĕ ĕнтĕ, ыттисемшĕн çине-çинех допроссем пуçланнă. Вĕсене штрафной батальона куçарнă. Хальхинче хамăрăннисем сыхланă. Шăпах çакăнта кĕтсе илнĕ те Çĕнтерĕве.

Килне вăл тепĕр çур çултан анчах таврăннă. Ялта ăна мăшăрĕпе ачисем (вăл вăхăтра ашшĕпе амăшĕ вилнĕ) кĕтсе илнĕ. Кил хуçи тĕрĕс-тĕкел таврăннăшăн хĕпĕртенĕ Раськинсем. Ĕçшĕн тунсăхласа çитнĕ Петĕр колхозри строительсен бригадинче ĕçлеме пуçлать. Ял халăхне çурт çĕклеме, юсав ĕçĕсем тума пулăшать. Çу кунĕсенче хăйĕн тĕпренчĕкĕсемпе ял ачисене хăй ăсталанă кимĕпе ярăнтарнă, хĕлле карçынккасем çыхнă. Вăрçă хыççăн кукамайпа иккĕшĕ тата икĕ ывăла- Алексейпе Валерий - кун çути парнеленĕ.

Тыткăнра пулнă çулсем кукаçие аса илтерсех тăчĕç. Вăл пĕрмай чирлетчĕ. Пурнăçĕн юлашки çулĕсене Петр Иванович Алексей ывăлĕн çемйинче ирттерчĕ. Унăн кăкăрне илемлетекен медальсенчен вăл ытларах «Германинче çĕнтернĕшĕн» медале сумлатчĕ. Çук ĕнтĕ текех пирĕн çумра юратнă çыннăмăр. Эпир хамăрăн кукаçие манмастпăр. Кашни çулах паттăрсене асăнса лартнă палăк умне чечексем хуратпăр. «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнса унăн сăн ỹкерчĕкне йăтса утатпăр. Çĕнтерĕве çывхартнă салтаксен йышĕ çулсеренех чакса пырать. Анчах та пирĕн, паянхи кун мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнакансен, вĕсем пире халалланă телейлĕ кунсем çинчен пĕр самантлăха та манас марччĕ.

Петр Раськинăн мăнукĕ Луиза ИЛЬИН

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика