Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) Сăкăт ялĕнче 1936 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи вăтам шкулта, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, А. В. Луначарский ячĕллĕ театр институчĕ çумĕнчи Аслă творчество курсĕнче вĕреннĕ. Республикăри краеведени музейĕнче наука сотрудникĕнче, Шупашкарти 6-мĕш вăтам шкулта учительте, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, мĕн пур чăвашсен «Вучах» хаçатĕнче тĕп редакторта ĕçленĕ.
Унăн пĕрремĕш хайлавĕсем районта тухса тăракан «Авангард» хаçатра пичетленнĕ.
Чăваш халăх писателĕ (1993), паллă тĕпчевçĕ, академик, тăлмач, культура деятелĕ чăваш литературин ани çине вăрçă хыççăн пырса кĕнĕ писательсенчен пĕри. Юхма Мишши Чăваш (1982),Тутар (1996), Удмурт (1999), Мари Эл (1995) Республикисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
. Михаил Николаевич ырми-канми ĕçлет, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Халăх кун-çулĕ, унăн историйĕ çине тарăннăн тинкерсе пăхать. Чăваш литературинче, Атăлпа Урал хушшинче, тĕнче литературинче хăйĕн тĕлĕнмелле хăватлă хайлавĕсемпе палăрмалла йĕр хăварать. Вăл нумай-нумай юмахсен, калавсен, повеçсен, романсен, пьесăсен, юрă-такмак, сăвă-поэма авторĕ.
Унăн хайлавĕсем шкул программинче те пур. Юхма Мишши тĕрлĕ чĕлхепе 200 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Пĕрремĕшĕ - «Оксана» повеçĕ- 1962 çулта кун çути курнă.
Кĕнекисене 144 чĕлхепе куçарнă.
Мĕн çамрăкранах халăх сăмахлăхне пухать вăл. Ручкăпа тетрадь тытса чăваш ялĕсемпе утнă. Тăван халăхăн сăнарлă чĕлхине итлесе киленнĕ, çыра-çыра илнĕ. Вăл мучи-кинемей калавĕсене тăнланă.
Михаил Николаевич ачасен тусĕ те. Вăл ачасен театрĕ валли ятарласа пьесăсем- «Уйăх тулнă каç», «Кашнин хăйĕн телейĕ», «Итлемен чăх чĕппи» тата ытти те - хайланă. Çак пьесăсемпе çырнă спектакльсене тĕрлĕ çĕршывра кăтартнă. «Кашнине эпĕ юрататăп» кĕнекене Юхма Мишши ачасем валли ятарласа кайăк-кĕшĕк, чĕр чунсем, пулăсемпе нăрăсем çинчен çырнă кĕске сăвăсене кĕртнĕ. Кашнин ячĕ чăвашла та, вырăсла та пур. Ку сăвăсене пăхмасăр вĕренме те лайăх.
Ентеш 1990 çулта СССР писательсен Союзĕн М. С. Шагинян ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. «Мускав çулĕ» тата «Кăвак çĕмрен» историпе патриотла романсемшĕн А. Фадеев ячĕллĕ премипе чысланă ăна. К. Симонов, В. Пикуль ячĕсемлĕ литература премийĕсен лауреачĕ те вăл. ООН ылтăн медальне тивĕçнĕ. «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысланă Михаил Николаевича. Азербайджан, Литва, Украина, Казахстан, Австри, Корея, ытти çĕршывсен сцени çинчен драматургăн 30 ытла пьесине сцена çине кăларнă. Михаил Николаевичăн «Çăлтăрсем чĕнеççĕ» (1965), «Мускав çулĕ» (1966), «Эльпи чечекĕсем» (1969), «Кăвак çĕмрен» (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне çăкăрĕ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чăвашсем» (1996), «Авалхи чăваш туррисемпе паттăрĕсем» (1996) произведенийĕсене алла илмен çын сайра-тăр. Тĕп ĕçĕсен шутне тата «Ăраскал», «Ватă хурама вăрттăнлăхĕ», «Куккук куççулĕ», «Хĕвел хапхи», «Жизнь - широкая скамья», «Время моих сыновей», «Луч солнца в ненастную ночь», «Золотая Болгария», «Древо жизни», «Лебединые песни предков», «Спешило наше время», «И служу я народу своему» тата ыттисем те кĕреççĕ.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |