Çĕнтерỹ кунĕ çултан-çул аякка юлса пырать пулин те, унăн хакĕ, паттăрсен ячĕпе сумĕ ỹссех пырать. Синкерлĕ шăпана пула тăшман мăшкăлĕ пулнă, çичĕ ютри нỹрлĕ тăпра айĕнче канлĕх тупнă кашни ентешĕмĕре эпир паян ятран асăнма тивĕçлĕ. Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарас умĕн вĕсен умĕнче пуç тайни пушшех пĕлтерĕшлĕ.
Иртнĕ çулхи июль уйăхĕнче Патăрьелĕнче учительсем хатĕрлесе кăларакан педучилище юбилейĕпе çыхăнтарса «Авангард» хаçат страницинче унăн выпускникĕ, вăрçăра хыпарсăр çухалнă Николай Кудряшов паттăр пирки статья пичетленĕччĕ. Кивĕ сăн ỹкерчĕклĕ материал ун чухне те чылай вулакана кăсăклантарчĕ. Хаçат тусĕ- В. Яковлев-Велвокай сăн ỹкерчĕкĕнче вăрçă пуçланнă çул училищĕрен вĕренсе тухнисем хушшинче пĕрисем тăванне, теприсем пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене палласа илчĕç. Мĕн ачаран учитель пулма ĕмĕтленнĕ Николай Васильевич та çак ỹкерчĕкрех. Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн вара салтак аттине тăхăннă каччă ытти ентешсем пекех мĕн пур ĕмĕтне татса Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен сыхлама тухса кайнă.
Гварди старшина çар чаçĕнчен пысăк туйăмпа, мал ĕмĕтпе çырнă хăш-пĕр çырăвĕсем пирки вулаканăмăра ун чухне те паллаштарнăччĕ. Çак кунсенче ман аллăма кашни йĕрки ахах пĕрчи шайĕнчи тепĕр 32 çырăвĕ лекрĕ. Ăна унăн ашшĕпе амăшне юлашки кунччен пăхса тăнă Мария Афанасьевна Матвеева упранă-мĕн. Вăл каласа панă тăрăх, Василий Петровичпа Мария Прохоровна Кудряшовсем (Кольăн ашшĕпе амăшĕ) ватăлса пынă май хăйсене пăхма, пулăшса тăма ыйтнă, мул-туприне те вĕсенех шанса хăварнине каланă. Яваплăх пысăк пулин те Мария аппа хирĕçлемен, ватăсене мĕн виличченех тăванла туйăмпа пăхнă. Унтанпа та вăхăчĕ самаях иртнĕ темелле. Паян Кольăна вăрçа ăсатнă çурт йăлтах çĕнелнĕ. Ашшĕпе амăшĕн пехилĕпе Матвеевсен вăталăх ывăлĕ çак вырăна хыт-хура ỹсме паман. Капмар çурт çĕкленĕ, хуралтăсене çĕнетнĕ. Çак вăхăтра та М. Матвеева ватăсем умĕнче Кольăн салтак çырăвĕсене упрама тупа тунине манман, вĕсене хăйĕн тĕркемĕпех типтерлĕн упранă. Паллах, 70 çул хушшинче виçĕ кĕтеслĕ çырусем шупкаланнă та, çуркаланса та пĕтнĕ. Апла пулин те хисеплĕ фронтовик ашшĕпе амăшне чун-чĕререн юратса, хисеплесе çырнă йĕркесене пăлханмасăр вулаймастăн. «24.02.1942ç. Февралĕн 20-мĕшĕ маншăн питĕ телейсĕр кун. Хамăн тăван йăмăка, Лидяна, урăх тĕнчене ĕмĕрлĕхе ăсатни çинчен çыру илтĕм. Чăтма çук йывăр хуйхă. Икĕ куçăмран куççуль шăпăртатать. Кураяс çук ĕнтĕ эпĕ урăх хамăн тăванăмăрсене, хупăнчĕç пулĕ ĕнтĕ вĕсен ĕмĕрлĕхех куçĕсем. Мĕнле чăтса ирттерĕр-ши Аттеçĕм, Аннеçĕм, çак йывăр кунсене? Шанчăкăр та ман çинче анчах. Ан хуйхăрăр ĕнтĕ ытла хуçăлса, эпĕ сире ĕмĕрне те пăрахас çук...»,- çырать вăл пĕр çырăвĕнче. Кашни çырăвнех салтак пысăк шанăçпа, юратнă тăван яла таврăнса ашшĕ-амăшне пулăшма шантарса шăрçаланă. Анчах шел, каччăн çунатлă ĕмĕчĕсем çыру шайĕнче çеç юлайнă. Ĕмĕчĕсем тенĕрен, Н. Кудряшов шкулта та, училищĕре те питĕ лайăх вĕреннĕ. Ачаллах унăн тĕнче уçлăхне хăпарса çĕр çине çỹлтен пăхас туйăм пысăк пулнă. Çак шухăшпах салтакра та каччă летчика вĕреннĕ. Анчах каллех ĕмĕчĕ татăлнă, вăрçăра та летчик пулма тỹр килмен. Апла пулин те çирĕп кăмăллă салтак пĕр çапăçура танкист-командир пулса хăйĕн паттăрлăхне кăтартнă. 1943 çулхи июль уйăхĕнче унăн кăкăрĕ çине «За отвагу» медаль çакса янă. Вăл тăшманăн 12 йывăр танкне хирĕç виçĕ хутчен контратакăна тухнă, вĕсене сиенленĕ. Хĕрỹ çапăçура Н. Кудряшов гварди старшина икĕ танка, виçĕ пушкăна, çар хатĕрĕсем тиенĕ пĕр машинăна тата 30 салтакпа офицерсене тĕп тунă. Атакăра питĕ хăюллă та паттăррăн çапăçнă. Çакăншăн тивĕçнĕ те ентешĕмĕр патшалăх наградине.
- Вăрçă синкерлĕхĕ чылай çемьешĕн пирчейми суран туса хăварчĕ. Пирĕн Еншик ялĕнчен те тăшмана хирĕç çапăçма кайнă салтаксенчен çурри таврăнайман. Николай Васильевича та телейĕ пỹрнĕ пулсан ăслăлăх шайĕпе Еншиксемшĕн пысăк мăнаçлăх пулмалли çынччĕ. Çапах та паян пирĕн çутă пуласлăхшăн вăрçăра çапăçнă ветерансем умĕнче çĕре çити пуç таятпăр,- терĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ П. Маслов Николай Кудряшовăн фронтран янă çырăвĕсене ку таранччен типтерлĕн упракан М. Матвеевана тав туса.
А. ЕГОРОВА.
Ноябрь 2024 |