Пирĕн хăна - Александр Павлов

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2020, 10:52 Просмотров: 171

Вуннăмĕш теçеткене тултарса пырать Кивĕ Ахпỹртри А. Павлов. Александр Алексеевич 10 кĕнеке авторĕ. 40 çул вăл шкулта ачасене вĕрентнĕ. Çав шутра чĕрĕк ĕмĕр ертỹçĕ пулнă. 1945-1948 çулсенче комсомол райкомĕн секретарĕнче тата çулталăк Чăваш радиокомитечĕн уполномоченнăйĕнче ĕçленĕ. 1948-1951 çулсем педагогика институчĕн студенчĕ пулнипе çыхăннă. Çав вăхăтрах çамрăк радион штатра тăман дикторĕнче (икĕ çул), корреспондентĕнче тăрăшнă.

Ачаллах сăвăсем шăрçаланă. Анчах вĕсем кун çути курмаллах якалса çитеймен пулас. Каярахпа хаçатсенче статьясем, тĕрленчĕксем нумай пичетленĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухсан А. Павлов илемлĕ литература хайлавĕсем çырма пикеннĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен чылайăшĕ çыравçă ĕçне кỹлĕннĕ. Арсений Тарасов, Марина Карягина, Владимир Рыбкин, Михаил Арланов, Мария Мареева, Ирина Мукина хăйсен ĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Вулакансене паян А. Павловăн "41-мĕш çул" поэма сыпăкĕпе паллаштарасшăн.

Вăрçă! Вăрçă! Илтеттĕмĕр Лере,

пин çухрăмра. Куллен ĕçре пиçеттĕмĕр,

Кунта ялта - тылра.

Ỹссе çитмен хĕрсем, яшсем

Чылайччĕ-ха ялта.

Пиртен малтан çуралнисем

Сахалччĕ, чăнах та.

Хăш-пĕрисем ĕнтĕ лере,

Вăрçă кĕрлен енче.

"Кỹпкеççĕ нимĕç-гитлере",

Çыраç хаçатсенче.

Вулатпăр та çавсем çинчен

Ушкăнпала пĕрле.

Хавхаланса йĕтем çинче

Ĕçлетпĕр каç, çĕрле.

Ывăннине манас тесе

Юрлатпăр хушăран:

"Хура çăхан, хура çăхан

Мĕн-ма пуç çийĕн явăнан?..

Пĕрех тытаймăн эс мана

Хура çăхан! Эп санăн мар!"

Ырă хыпар илтме аван.

Анчах ялан ырă хыпар

Килмест-çав вăрçăран.

Унта вилет паян пĕр ар,

Тепри вилет ыран.

Виç ывăл вилчĕ пĕр килтен

Мăнни Хĕлипĕн Кĕркурин.

Ури татăлнă чĕркуçрен Анат касри Унтрин.

Виç уйăхран пирĕн тете

Çухалчĕ вăрçăра.

Выртать кукка госпитальте

Аманнăскер, аран... В

ăрçă каплах "çулать" пулсан

Мĕн курăпăр ыран?

Хĕле кĕрсен чарăнмасан

- Пушшех ỹсĕ суран".

Салхун пуплеççĕ ватăсем

Чĕлĕм пакканă май...

Ларатпăр шăппăн итлесе

Канмашкăн тенĕ май.

Çапла пурăннă хушăра

Сиксе тухнă пек вут.

Пĕр кун килчĕ ялăмăра

Чĕнỹллĕ шурă хут. Улатăра,

Сăр хĕррине Пурин те каймалла.

Нимĕç çитнĕ Мускав хирне

Окопсем чавмалла.

Кайрĕç вара вăйпиттисем

Тепĕр кунах ялтан.

Ача-пăча та, ватăсем

Юлайрĕç кил-çуртра.

Эп те каясшăнччĕ пĕрле

Ĕмĕтпе, шухăшпа.

Çав кунхине-ши, е çĕрле

Эп ỹкрĕм аптраса.

Ача чухнех-ха ман ура

Суратчĕ кĕрлĕ-çур.

Усал çанталăка кура

Каллех хускалчĕ, кур.

Çанталăкĕ вара ай-ай...

Усалччĕ, чăнах та:

Çăватчĕ юр, çумăр пĕр май

Шăнтатчĕ çĕр-каçа.

Çулсем çинче уйăх ытла

Тăрать лапра, çĕпре...

Йĕтем çинчен тулли лава

Кĕлет патне туртать кĕсре.

Çав йĕпере, çав сивĕре

Çапайнă тыррине.

Апат-çимĕç фондне вара

Леçнĕ патшалăха.

Фронта валли, çĕнтерỹшĕн

Йăлтах парар, шел мар!

Укçан та сĕнчĕç, тыррăн та

Пай кăларса пĕр май.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика