Халиччен илтмен коронавирус куллен калаçтарать. Амак вирус пуçарнипе пуçланать. Унăн инфекцийĕ иртнĕ çул вĕçĕнче Китайри Ухань хулинче тупăннă. 2020 çулхи пуш уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çак вируса COVID-19 ят парса эпидеми пуçланнине пĕлтернĕ. Паянхи кун çĕр чăмăрĕ çинче çак чир сарăлман çĕршыв юлман. Ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне сывлăшпа куçать вăл. Пĕр-пĕринпе алă тытсан та, пĕр япалапа темиçен усă курсан та ерет. Чи малтан ỹпкене сиен кỹрет. Çын чирлесен организмра урăх йышши пневмони аталанать.
Чир çăмăл ОРВИ пек пуçланать. Малтанхи кунсенче ỹт температури ỹсет, вăй чакни палăрать, пуç ыратма, ỹсĕрттерме пултарать. Улттăмĕш-çиччĕмĕш кун тĕлне çын хăйне начар туйма пуçлать.
Чир ересси йăлтах организмран, иммунитет епле пулнинчен килет. Иммунитета çирĕплетме тăрăшмалла. Пăшăрханма, пăлханма, сăлтавсăр кулянма юрамасть.
Харпăр-хăй тĕллĕн сипленни те сиенлĕ. Кỹршĕ ĕçекен эмел теприншĕн пачах юрăхсăр пулма пултарать. Сăмсана тумлатмалли препаратсемпе те пĕлсе усă курмалла.
Амак пĕрре те шăнса пăсăлнă чухнехи пек мар. Çĕнĕ вирус "SARS" йышшисен шутне кĕрет. Çакă вара лару-тăрăва тĕпрен улăштарать. Грипп чухне пациентсемпе ĕçлеме психологи тĕлĕшĕнчен çăмăлрах. Ун çинчен çынсем тахçанах илтнĕ, пĕлеççĕ. Коронавирус вара - çĕнĕ чир.
Организмăн чир-чĕрпе кĕрешме саппас вăй юлнă-тăк, вăл медицина пулăшăвĕпе чĕрĕ юлать. Ỹт температури пысăк мар, сывлăш çитменнине туймастăр пулсан больницăна кайма васкамалла мар. Тем тесен те сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче вирус концентрацийĕ пысăк. Ỹт температури чакмасан, сывлăш пỹлĕнсен, вĕрилентерсе е шăнтса пăрахсан васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмеллех.
Маска тăхăнмаллах, уйрăмах лавккана, аптекăна кайнă чухне, автотранспорта лариччен. Вĕсенче вируспа чирленĕ çын пулас хăрушлăх пур. Урамра чухне сиртен 10-15 метрта çын çук пулсан сăмсапа çăвара хуплама кирлех те мар. Автомашинăра руль умĕнче пĕччен ларса пынă чухне те маскăсăрах юрать. Çынсемпе сахалрах хутшăнма тăрăшмалла. 50 çултан аслăраххисен маскăсăр пачах çỹремелле мар.
Парикмахерскисен, илем салонĕсен йĕркене çирĕп пăхăнни кирлĕ. Вĕсен клиентсене черетре кĕттерсе тăратмалла мар. Маларах çырăнтарса йышăнмалла. Кашни 2 сехетре пỹлĕмĕсене уçăлтармалла, сывлăша тасатмалли препаратсемпе усă курмалла. Лавккасен алăкĕсем тĕлĕнче дезинфекцилекен барьер кирлĕ.
Пĕччен пурăнакансен, 65 çултан аслăраххисен е тухса çỹрейменнисен апат-çимĕç, эмелсем кирлĕ пулсан вĕсене илсе килсе пама волонтерсенчен пулăшу ыйтмалла.
Халиччен тунă йышăнусем чир-чĕр çулне тĕппипех хуплама памарĕç. Кирлĕ-кирлĕ мар çĕртен урама тухма тăрăшмалла мар. Унтан кĕрсен те алăсене супăньпе çумалла. Пит-куçа, сăмсана, çăвара таса мар алăсемпе тытма ан тăрăшăр. Çирĕп асăрханни çеç сире коронавирус лекесрен сыхланма пулăшĕ. Çакă вара çемйĕрсемшĕн те, çывăх çыннăрсемшĕн те лайăх.
Вăхăтлăха чăтма пĕлмелле. Килте ĕçлес, çуртран-хваттертен тухмасăр ларас йĕрке майĕпен улшăнса та пырĕ. Çанталăк ăшăтать. Шăрăхра вирус ун пекех те сарăлмĕ. Сывлăхлă пулар.
А. ЧЕРНОВА, районти тĕп больницăн врач-инфекционисчĕ
Ноябрь 2024 |