Юнлă вăрçă хирĕнче выртса юлнă тăвансем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.06.2020, 08:54 Просмотров: 292

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пĕр килтен 12-ĕн тухса кайнă тĕслĕхсем те пур. Муркаш районĕнче Исетерккĕ ялĕнчи Татьяна Николаевна Николаева та 8 ывăлне ăсатнă, вĕсенчен тăваттăшне кĕтсе илнĕ (иккĕшĕ вăрçă хыççăн суранĕсене пула çамрăклах ĕмĕрлĕхех куçне хупнă). Хĕрарăма хисеплесе палăк лартнă. Пирĕн килтен те тăшманпа çапăçма улттăн тухса кайнă.

Çемье архивĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ тата аттен, Феткислам Шигабетдинович Зейнетдиновăн (ашшĕн хушамачĕпе - Шигабетдинов) красноармеец кĕнеки тата вăл аманнине çирĕплетекен справка упранать. Унăн пилĕк пĕр тăванĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Вĕсен ячĕпе Именкассинчи пĕр урам хисепленсе тăрать.

 Совет Союзне фашистсем тапăнса кĕрсен Шигабетдиновсем пĕрин хыççăн тепри аллине пăшал тытса тăшмана хирĕç тăнă. 1941 çулхи августра пĕр тăвансем тĕрлĕ наци çыннине - чăваша, вырăса, тутара, ирçене - пĕрлештерсе тăракан стрелоксен 139-мĕш дивизине лекнĕ. Кунта Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Калинино, Ишлĕ, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Первомайски, Чкалов (Первомайскипе Чкалов хальхи Патăрьел районне кĕреççĕ) районĕсенчи салтаксем пулнă. Вĕсем пурте пĕр шухăшлă пулса фашистсене тĕп тăвассишĕн хăйсене хĕрхенмесĕр çапăçнă.

Стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн çапăçу çулĕ пирки 1975 çулта А.Н. Николаевпа А.Г. Дудников Шупашкарта кăларнă "139-я Рославльская Краснознаменная" кĕнекинче тĕплĕн паллашма пулать. Унта 1942 çулхи июль-август уйăхĕсенчи Ржев çывăхĕнчи лару-тăрăва çырса кăтартнă. Дивизи пĕрремĕш хут хаяр çапăçăва Калинин фрончĕпе Ржев чиккинче 1942 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче кĕнĕ. Кашни çуртшăн, ялшăн тупăшма тивнĕ. Тăшман пуç çĕклеме памасăр пенĕ те пенĕ... Витререн тăкнă пек çумăр çуни те чăрмавсем кỹнĕ. Пирĕн салтаксем пысăк çухату тỹснĕ пулсан та фашистсене парăнман.

 Ржев çывăхĕнче çапăçнă Шигабетдиновсен шăпи еплерех-ши?

"Малта пыракан рота палăртнă лаптăка çитнĕпе пĕрехчĕ, анчах шăп çав вăхăтра тăшман пулеметпа шăтăртаттарма пуçларĕ. Салтаксем урăх тăраймарĕç. Политрук çумĕ Александ Андреевич Игнатьев (вырăс, Люляран) тата Петр Лебедь, Михаил Плотников, Евсей Павлович Тарасов (чăваш, Первомайскинчен), Терентий Кондратьев тата Константин (вăрçăри юлташĕсем Косыма çапла чĕннĕ) Шигабетдинов (тутар, Именкассинчен) сержант политрукран тăшман пулеметне тĕп тума кайма ирĕк илеççĕ. Хырăмпа шуса вĕсем совет салтакĕсемшĕн хăрушлăх кăларса тăнă çапăçу хатĕрне гранатăсемпе сирпĕтеççĕ, гитлеровецсен траншейине пырса кĕреççĕ. Ушкăн фашистсен пулемечĕпех траншейăра вут-çулăм кăларса вуншар тăшман салтакне вĕлерет. Рота валли çул уçăлать. Нимĕçсем кайран темиçе хутчен те хăйсен пулнă вырăна таврăнасшăн тăрăшнă, анчах пирĕн подразделенисем пĕр утăм та каялла чакман". ("139-я Рославльская Краснознаменная" кĕнекерен).

Ржев патне çитиччен 6 çухрăм çеç юлсан та кашни метршăн юн тăкма тивнĕ. Дивизи талăкра 1-2 çухрăм çеç кайнă. Мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе салтаксем вилнĕ. Пĕр тăвансен шăпи те синкерлĕ çаврăнса тухнă.

Августăн 1-мĕшĕнче пынă çапăçура Феткислам Шигабетдинович Зейнетдинов (Шигабетдинов) йывăр аманать. Августăн 2-мĕшĕнче Касым (Константин) Шигабетдинович Шигабетдиновăн кун-çулне тăшман пульли татать. Вăл ĕмĕрлĕх канлĕх Тверь облаçĕнчи Теленково ялĕнче тупать. Виççĕмĕшĕнче тепĕр тăванĕ - Фетах Шигабетдинович - куçне яланлăхах хупать. Ăна Ржев районĕнчи Полунино ялĕнче пытарнă. Шейхислам Шигабетдинович 1942 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ, Тверь облаçĕнчи Иваново хулинче унăн вил тăприйĕ. Зартдин Шигабетдинович - 1942 çулта, Каюм Шигабетдиновичпа Хабибулла Зартдинович 1943 çулта хыпарсăр çухалнă.

Пĕр пỹрт ывăл пулнă Шигабетдиновсен, хаяр та хăрушă вăрçă вĕсен кун-çулне татнă.

К. ЗЕЙНЕТДИНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика