Чун хĕлĕхне вăл пурнăçа май йĕркелет

Категория: Публикации Опубликовано: 09.06.2020, 08:56 Просмотров: 339

 Халăхра çỹрекен халапа ĕненсен çĕр çинче сăнпа та, ăс-хакăлпа та, кăмăл-туйăмпа та пĕрешкеллисем çиччĕн теççĕ. Тĕнче анлăшĕнче Тури Туçара пурăнакан Валерий Салмин евĕр пултаруллă, анлă тавракурăмлă, пысăк эрудициллĕ çын нумай-тăр. Çапах та ман тĕле ун пек çын çакланман. Анчах çакна шантарсах калатăп: Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Валерий Иванович пек хастар сахал. Çак кунсенче 75 çул тултарнă ĕç ветеранĕ çулне кура мар чун хĕлĕхне пурнăçа май йĕркелеме пултарнăран халăх академикĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, ĕç, спорт ветеранĕ, чылай кĕнекепе çивĕч статьясен авторĕ шухăшпа та, ĕçĕпе те ватăлмасть-ха. "Ăс-тăна мĕн виличчен пухмалла, сывлăха сыхламалла - çакă манăн тĕп тĕллев", - тет вăл яланхи пекех хавхаланса.

Кашни çыннăн пурнăçĕ мăйăрпа йĕкел пекех ăрасна пулин те Валерий Иванович шухăшсăр çỹренĕ шухă ачалăха аса илсе ỹпкелешмест. Хăйне тивĕçлĕ воспитани парса анлă çул çине кăларнă çывăх çынсем умĕнче паянхи кун та вăл çĕре çити пуç таять. Унăн ашшĕ биологипе хими учителĕ пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ. Пирĕн ырă малашлăхшăн фашистсемпе çапăçса Иван тете вăрçăран хăрах алăпа таврăннă. Чунĕ кỹтсе килнĕ чухне вăл хăйĕн мăнаçлă та уçă сассипе вăрçă юррисене пĕрин хыççăн теприне шăрантаратчĕ. Сăмах май каласан, Валерий Иванович та сцена илемĕ. "Огромное небо" юратнă юррипе вăл кирек кама та тыткăна илме пултарать. Пĕр касра çитĕн- нĕрен унăн амăшĕ, Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкассинчен качча килнĕ Мария аппа, сăпайлă та ĕçчен, тирпейлĕ чăваш хĕрарăмĕ пулнине те ас тăватăп. Иван тетепе районта тухса тăракан "Авангард" хаçата чăн малтан тытса вулассишĕн хыпаланатчĕç. Пĕр çулхине вĕсем çемьене икĕ экземпляр район хаçачĕ те çырăнчĕç. Мĕншĕн тесен кашнийĕ ăна чăтăмсăррăн кĕтнĕ. "Чун апачĕ" паян та Салминсен сĕтелĕ çинчен каймасть. Вĕри чĕреллĕ чăваш ачи çакăн пек тирпейлĕ те ĕçлĕхлĕ çемьере çитĕннĕ.

Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех вăл тăван ен историйĕ, аталанăвĕ, ялти паллă çынсем пирки кăсăкланнă. Çак ырă "чир" Валерий Ивановичăн пурнăç тăршшĕпех тарăн тымар ярса пынă. Тĕрĕссипе паянхи кун та лара-тăра пĕлмен ветеран ялан çĕннине шырать, тĕпчет, кирлĕ йĕркесене шурă хут çине шăрçалать.

Валерий Салмин- хисеплĕ педагог-ветеран, пултаруллă экономист, хастар общественник... Виçĕ аслă пĕлỹллĕ халăх академикĕн пурнăç çулĕ те, творчество каçалăкĕ те пуян. Çар службинче хăйĕн характерне туптаса таврăннă хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Çамрăк специалист чăн малтанах тĕрлĕ предметпа Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче педагогика ăсталăхне туптанă: географи, истори, физика предмечĕсене, акăлчан чĕлхине вĕрентнĕ, ĕç урокĕсен инспекторĕ те пулнă... Хастар çамрăк кỹршĕ районта хăйĕн пултарулăхĕпе ăс-тăнне кăтартнине ентешсем, паллах, асăрхамасăр тăман. Çавăнпа та 1982 çулта ăна Ленин орденлĕ "Гвардеец" колхозăн председателĕ, хисеплĕ таврапĕлỹçĕ Геннадий Мулюков (йывăр тăпри çăмăр пултăр) 8 ялтан тăракан пысăк хуçалăхăн тĕп экономисчĕ пулма илсе килнĕ. Ун чухне вăл шăпах Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Каярахпа Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинчи ял хуçалăх специалисчĕсемпе ертсе пыракан кадрсен квалификацине ỹстермелли çулталăк курсĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.

 Ĕç кĕнекине çырăннă йĕркесем сахал мар Валерий Ивановичăн. Пурнăç пăрнăçĕнчи лару-тăру ăна тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме çул уçса пынă: ял хуçалăх управленийĕнче çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе тимлекен инспектор, "Родина" колхозăн, районти статистика комитечĕн тĕп экономисчĕ, каярахпа "Батыревский" совхозăн тĕп специалисчĕ, ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн преподавателĕ тата ытти те. Кирек хăш коллективра та вăл хăйĕн пысăк ăс-хакăлĕпе, анлă тавра курăмĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Пурнăç тапхăрĕнчи халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ çулсене - Туçа ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă вăхăтсене _ вăл уйрăмах пысăк хак парса аса илет. Ăна халăх 1991 - 1997 çулсенче сакăр ялтан тăракан пысăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма шаннă. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ ун чухне пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ "Гвардеец" колхозпа килĕштерсе тăрăшса халăхшăн сахал мар ырă улшăну тунă. Чи пĕлтерĕшлине хăй те чылай чухне аса илет. 1992 çулта унăн пуçарăвĕпе кашни ялтах килти хушма хуçалăха аталантарма пĕрер гектар çĕр уйăрма пикенчĕç. Çавăнтанпах ĕнтĕ Туçа тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн сухан-севок хăйне евĕр тупăш çăлкуçĕ шутланать.

Ĕмĕтпе пурăнакан çын - çунатлă

Çапла хаклас килет тĕлĕнмелле çак çын пирки. Чи кирли тата пĕлтерĕшлĕ - вăл хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртме пултарни. Истори, архив, шырав-тĕпчев ĕçĕ- уншăн чун киленĕçĕ. Мĕн çамрăкран ăна тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхĕ канăç паман. Ача чухнех паллă космонавтсем, космос тытăмĕ пирки сахал мар шĕкĕлчени ватлăх кунра та вырăнлă пулнă. Темиçе çул каялла Чăваш Енĕн паллă краевечĕ Валерий Салмин хăйĕн вăйĕпе тата ăс-тăнĕпе усă курса пĕчĕк çуртĕнче музей-архив уçрĕ. Сăмах май каласан, паян вăл Шуршăлти СССР летчик-космонавчĕ А. Г. Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан музей филиалĕ шутланать, çак коллективпа краевед, Туçасем туслă çыхăну тытаççĕ. Тури Туçа ялĕнче чыслă лару-тăрура музей-архив уçнă чухне шăпах Чăваш халăх академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин Валерий Ивановича чăваш халăх академийĕн А. П. Айдак ячĕллĕ "За службу народу" орденне илме тивĕçнĕ ятпа саламларĕ. Çакă унăн архивĕн- че типтерлĕн упранакан сумлă наградăсенчен пĕри.

Чылай чухне пултаруллă çынсем пĕр енĕпе çеç палăраççĕ. Вăл вара хăйне çамрăкранпах пур енлĕн аталантарма тăрăшнă. Çавăнпа та ăна час-часах районта иртекен культура, спорт мероприятийĕсенче те, чыслă тĕл пулусенче те тăтăшах асăрхама пулать. Темиçе çул ĕнтĕ вăл ветерансем хушшинче хăвăрт чупас енĕпе йĕркелекен ăмăртусене хастар хутшăнать. Хастар спортсмен 10, 20, 30 çухрăма та хыçа хăварнă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса кун кунлакан ветеран çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Аллă çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан Полина Кирилловнăпа юратнă пепкисем, ытарайми мăнукĕсем - унăн çутă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме хавхалантарса пыракансем. Турă хăвачĕпе пулăшăвне те Валерий Иванович Салмин ĕмĕр тăрăшшĕпех туйса пурăнать.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика